Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Публицистсем

Категорире пурĕ миçе материал: 3
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-3

Сортла: Кунпа
Л. А. Алексеев Кăмакал ялĕнче 1938 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăл вăхăтри синкерлĕ пурнăçра иртнĕ. Виçĕ çулта чухне тăван кил-çурт тĕрексĕр тăрса юлать. Фашистла Германи тапратнă чи хаяр вăрçăра тăван ашшĕ — Алексей Никифорович Никифоров — Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçура хыпарсăр çухалать. Юратнă амăшĕпе — Вера Сергеевнапа пĕрле ырлăх-хурлăха пайласа çитĕннĕ ача. Вăрçă чарăнсан, 1946 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри шкула 1-мĕш класа каять, 1953 çулта вĕренсе тухать. Леня — вăрçă ачи, ачалăхĕ çăмăл та савăнăçлă пулман. Тăлăх çемьере вăл — асли, кĕçĕннисем: икĕ йăмăкĕ — Евдокия тата Мария. Шкула час-часах хура çĕре шурă юр çуса лартиччен çарран утнă, пир сумкăра — кĕнекесемпе пĕрле пиçнĕ çĕр улмипе сухан. Шкултан таврăнсан, кĕркуннехи вăхăтра уя вырса илнĕ тырăран юлнă хăмăла кĕреплепе пуçтарса сивĕ пÿрте хутса ăшăтма çухрăмсерен йăтмалла пулнă. Çулла пысăкраххисемпе пĕрле ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă Ункăçум заводĕнче кунĕпе ĕçлесе хĕвел анаспа пĕрер килограмм çĕр улми мезги, тепĕр чух çĕр улми крахмалĕн юлашкине киле илсе килнĕ, çапла майпа амăшне çемьене тăрантарма пулăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче аран-аран хуткаласа ăшăтнă пÿртре уроксене хатĕрленипе пĕрлех, амăшне курăс чĕрме, чĕрнĕ курăса хĕçе тирме пулăшнă. Çав çулсенче пирĕн районти ялсенче килсерен чăпта ĕçĕпе тăранса пурăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Леонтий тăван колхозра тĕрлĕрен ĕçсене пысăккисемпе пĕрлех хутшăнать: çуркунне уйра лашапа сÿре тăвать, шăтса тухма хатĕрленекен калчасене пĕр лаша кÿлнĕ йывăçран тунă катокпа пусăрăнтарать. Кĕçех çĕрĕн самаях яваплă та йывăр ĕçне кÿлĕнет: икĕ лаша кÿлнĕ икĕ каслă плугпа суха ĕçĕсене пурнăçлать. Вăл вăхăтра колхозра укçа ĕçлесе илме пачах пулман тесен те йăнăш мар. Ÿссе каччă пулнă çамрăкăн тăхăнас та пулать, йăмăксем те çитĕнеççĕ, вĕсене те шкула яма тумтир кирлĕ. Çапла вара Леонтий ялти темиçе çамрăкпа пĕрле Кемĕр облаçĕнчи Киселевск хулине тухса каять. Унта сăрт-ту промышленноçĕн училищинчен вĕренсе тухать. 1956 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа "Кагановичуголь” трестне пăхăнакан 12-мĕш номерлĕ шахтăра çĕр айĕнче откатчик пулса ĕçлеме пуçлать. 1957 çулхи июнь уйăхĕнче строительство цехне штукатура куçать. 1958 çулта Леонтий çемйинче питĕ пысăк инкек — йывăр чире кайса хăйне çуратса ÿстернĕ юратнă амăшĕ — Вера Сергеевна Сергеева — 42 çултах çĕре кĕрет. 
Публицистсем | Миçе хут пăхнă: 580 | Author: Николай Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 27.07.2012 | Комментарисем (0)

Измаил Григорьев (Исмай Исемпек) 1945 ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Еншик Чуллӑ шкулӗнче ҫичӗ ҫул пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти электромеханика техникумӗнче вӗреннӗ. Ҫамрӑк каччӑн ӗҫӗ-хӗлӗ 1960 ҫулхи майӑн 3-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Малтан стройкӑра тӑрӑшнӑ, кайран приборсем тӑвакан заводра комплектовщик, аслӑ технолог пулнӑ. 1964-1995 ҫулсенче - ҫар офицерӗ. Омскри аслӑ ҫар училищинче, Львоври аслӑ ҫар училищинче журналистика факультетӗнче, Му-скаври ҫар академийӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухнӑ. Запасри полковник. 1978 ҫулта истори наукисен кандидачӗн диссертацине хӳтӗленӗ.

Ҫарта взвод, рота командирӗ пулнӑ, 1971-1978 ҫулсенче Самарӑри "Защитник Родины" хаҫатра корреспондентра, яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ, 1978-1995 ҫулсенче аслӑ ҫар училищинче преподаватель, кафедра ертӳҫи пулнӑ.

Ачаранах сӑвӑсем, тӗрленчӗксем хайланӑ. Стена хаҫачӗсем, алӑпа ҫырнӑ журнал кӑларнӑ. Вунӑ кӗнеке авторӗ, 125 наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ ҫыр-нӑ. Вӗсем тӗрлӗ чӗлхепе пичетленнӗ. Писательсен тата Журналистсен союзӗн членӗ. Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют ҫӗр-шыв журналистикин, Атӑл ҫи университетӗнче культурологи кафедрисен ертӳҫи пулнӑ.
Публицистсем | Миçе хут пăхнă: 773 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 04.03.2010 | Комментарисем (0)

Юрьев (Нямань) Михаил Иванович (1910-1980), уроженец д. Сирикли Ядринского уезда (ныне Красноармейского района Чувашской Республики), поэт, литературовед, переводчик, библиограф, журналист, заслуженный работник культуры Чувашской АССР, участник Великой Отечественной войны. Награжден орденом "Знак Почета". Автор книг на чувашском языке: "Крылатая девушка", "Чемпион Европы", ряда брошюр, литературно-критических статей о чувашской литературе, составитель биобиблиографического справочника "Писатели Советской Чувашии" (1964, 1968, 1975, 1988).

                

Публицистсем | Миçе хут пăхнă: 799 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 30.12.2009 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024