Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Çыравçăсем

Категорире пурĕ миçе материал: 6
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-6

Сортла: Кунпа

Уртем (Ордем) Гали (чăн ячĕ — Васильева Галина Николаевна, ашшĕ-амăшĕ - Çĕнĕ Выççăлкăран) — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ. 1954 çулхи çурлан 13-мĕшĕнче Самарта çуралнă.
2002 çултанпа — Пĕтĕм тĕнчери çыравçăсен пĕрлешĕвĕсен сообществин пайташĕ. Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. А. Талвир тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
1975 çулта Шупашкарти çурт тăвакансен техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Маллалла Чăваш патшалăх университечĕн ăслăлăхпа тĕпчев лабораторинче аслă ăслăлăх ĕçченĕ пулнă. 2002 çултанпа — «Минерал» ТМЯО производствăпа техника пайĕн инженерĕ.
13 ытла ăслăлăх статьи çырнă.
Ордем Гали ытларах ачасем валли çырнă хайлавсемпе паллă. Пĕрремеш кĕнеки, «Добрая книга» ятлăскер, 2002 çулта тухнă. Галина Николаевна чăвашла та вырăсла та çырать. Хăш-пĕр хайлавĕсем «Капкăнра» пичетленнĕ.
Пурĕ 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Çыравçăсем | Миçе хут пăхнă: 654 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 29.11.2013 | Комментарисем (0)

Еншик Чуллăри аслă ăрури çынсем В. Н. Николаева (литература псевдонимĕ — Лерий Еншик) ас тума кирлех. Çамрăкраххисене вара ун пирки кĕскен те пулин аса илтерес килет. Валерий Николаевич ку ялта 1938 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çуралнă, пурăннă пулсан, кăçал 75 çул тултармаллаччĕ, çыравçă пурнăçĕ 1998 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă. Пирĕн тăрăхран тухнă паллă виççĕмĕш çыравçă вăл, 1966 çултанпа СССР журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ Лерий Еншик. Ун умĕн халăха хăйĕн сăввисемпе В. Арсентьевпа (Вархуш Эншейпе) Ю. Петров-Вирьял савăнтарнă. Валерий Николаевич вара малтисен ĕçне малалла тăснă. Вăл сăвăсем çырсах кайман пулсан та, хăй хыççăн "На большом пути”, "Комплексная бригада и хозрасчет”, "Соревнование: поиск и творчество” тата ытти кĕнекесемпе брошюрăсем хăварнă. "Орден на знамени” кĕнекешĕн вара В. Н. Николаев 1984 çулта Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн С. В. Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. 


Çыравçăсем | Миçе хут пăхнă: 598 | Кам хушнă: alex-net | Хăçан хушнă: 28.03.2013 | Комментарисем (0)

П. Е. Егоров 1919 ҫулхи чук уйăхӗн 17-мӗшӗнче хамӑр районти Пайсупин ялӗнче ҫуралнӑ. Асамлӑ вырӑн тейӗн ҫак яла. Кунтах унӑн шӑллӗ — Владимир Харитонов — поэт, прозаик ҫӗр ҫине килнӗ. Вӑл 50 ытла сӑвва юрра хывнӑ, чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

П. Егоров ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн малалла пӗлӗве Упи шкулӗнче ӳстернӗ. Ун чухне икӗ ял хушшинчи çул такӑр та асфальтлӑ пулман ҫав. Мӑн Ҫавал шывӗ те тулӑх тӑнӑ. Вӑхӑтлӑх кӗпер урлӑ кӑна каҫса ҫӳренӗ. Ҫавна май шкула килекен ачасене юхан шыв урлӑ кимӗпе каҫарнӑ. Проза ӑсти ҫак тапхӑра "Каникул иртсен" калавра ӑнӑҫпӑ ҫырса кӑтартнӑ. Вӗренекенсем хӑш-пӗр чухне шыва кӗрсе ӳкнине пула уроксене килмен тӗслӗхсем те пулнӑ. Порфирий Егорович нумай ҫул хушши учительте ӗҫленӗрен (вӑл пирӗн районти Яманак, Упи, Вӑрнар районӗнчи Упнер шкулӗсенче тӑрӑшнӑ) ачасем валли те илемлӗ калавсем ӑста "калӑпланӑ". "Йӗр тӑрӑх", "Кучченеҫ", "Ҫамрӑк партизан" кӗнекесене кӗҫӗннисем юратсах вулаҫҫӗ.

Шӳт-кулӑш жанрӗпе те ӑста пулнӑ Пурхиле (ашшӗпе амӑшӗ ӑна сапла чӗннӗ). Малтанхи калавӑн ячӗ те ҫавнах ҫирӗплетет: "Хаплашки хаплаштарать". Каярахпа ку йышши калавсен пуххисем уйрӑм кӗнекесемпе те тухнӑ: "Сӑхман ҫинчи саплӑк", 'Тип мунча", "Автан ҫиетпӗр арӑмпа" (3 авторпа). 

Çыравçăсем | Миçе хут пăхнă: 655 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 03.01.2010 | Комментарисем (0)

Прохор Трофимович Трофимов (1908–1991), журналист, прозаик, заслуженный работник культуры Чувашской Республики, лауреат премии Союза журналистов Чувашии им. С. Эльгера, участник советско–финляндской и Великой Отечественной войн.
Родился 15 февраля 1908 года в д. Анаткасы (Анаткас) Красноармейского района Чувашской Республики.
П. Трофимов – выпускник Коммунистического университета народов Востока в г. Москва и Московской академии коммунистического воспитания им. Н. К. Крупской. В Великую Отечественную войну участвовал в боях в Крыму, под Сталинградом, в Курско–Орловской битве, в освобождении Украины, Белоруссии, Польши, в штурме Берлина. Был преподавателем военного училища, комиссаром полка, дивизии. После войны работал председателем республиканского комитета ДОСААФ Чувашской Республики.
П. Трофимов известен как прозаик и публицист. Первые произведения опубликованы в 1960 г. Eго перу принадлежат книги: «Фронтри юлташсем» (Фронтовые товарищи), «Атăл хĕрринчен – Берлина çити» (От Волги до Берлина), «Сталинград çулăмĕ» (Пламя Сталинграда), «Солдатская слава», «Сталинградцы» и др.
Çыравçăсем | Миçе хут пăхнă: 1311 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 31.12.2009 | Комментарисем (1)

Родился в д. Кирегаси (Кĕрекаç) Красноармейского района Чувашской Республики (01.09.1919).
Ф. Андреев – известный прозаик и поэт. После войны окончил Канашское педагогическое училище, Канашский учительский институт и Чувашский государственный педагогический институт (ныне университет) имени И. Я. Яковлева. Трудовую деятельность начала учителем в школе. Был инструктором райкома партии, оперуполномоченным в системе МВД.
Первый рассказ Ф. Андреева «За новую жизнь» опубликован в 1938 г. в журнале «Сунтал». С тех пор в периодической печати, а также в коллективных сборниках регулярно печатались его стихи, рассказы, повести и поэмы. Он – автор многочисленных очерков о тружениках села и знатных педагогах. Основные издания: «Шкул сачĕ» (Школьный сад), «Чĕмпĕр çути» (Свет Симбирска), «Тухăçри тапă» (Восточная застава), поэмы «Атте килĕ» (Отчий дом), роман «Тухăçран хăпарать шурăмпуç» (Заря поднимается с востока) и др.

Андреев, Ф. Сакăлталлă пурнăç çулĕпе : асаилÿ / Ф. Андреев // Тăван Атăл. – 2001. – № 1. – С. 91-95.
Икĕ ĕмĕр çыннин кăмăл туртăмĕ // Хыпар. – 2004. – 31 çурла.
Улхаш, У. Улма ани умĕнчи диалог / У. Улхаш // Ялав. – 1999. – № 10. – С. 99-100.
Андреев Филипп Андреевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 17.
Афанасьев, П. Андреев Филипп Андреевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 29.
Станьял, В. П. Андреев Филипп Андреевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 26.
Çыравçăсем | Миçе хут пăхнă: 1235 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 15.12.2009 | Комментарисем (0)

Зоя Алексеевна Нестерова 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă.
Зоя Нестерова Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Нумай çул хушши Красноармейски тата Комсомольски районĕсенчи тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентсе пурăннă. Литературăри пĕрремĕш пичетленнĕ ĕçĕ: «Малтанхи юрату» (Первая любовь) повесть. Вăл «Ялав» журналта 1957 çулта пичетленнĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009).
Çыравçăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" (2009) кĕнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хĕррипе" ятлă повеçсем пичетленнĕ. Кунтах унăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ", "Кунта пулман хăна", "Шурă кайăк" фантастикăллă калавĕсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăрать.
З.А.Нестерова 2000 çулта ачасем валли çырнă калавсемпе юмахсемшĕн тата «Çилçунат» журнал çумĕнче тухнă «Тăватă асамçă» кĕнекешĕн Красноармейски районĕнчи Литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
Çыравçăсем | Миçе хут пăхнă: 973 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 11.12.2009 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024