Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Çыравçăсем

Валерий Николаев публицист
Еншик Чуллăри аслă ăрури çынсем В. Н. Николаева (литература псевдонимĕ — Лерий Еншик) ас тума кирлех. Çамрăкраххисене вара ун пирки кĕскен те пулин аса илтерес килет. Валерий Николаевич ку ялта 1938 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çуралнă, пурăннă пулсан, кăçал 75 çул тултармаллаччĕ, çыравçă пурнăçĕ 1998 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлнă. Пирĕн тăрăхран тухнă паллă виççĕмĕш çыравçă вăл, 1966 çултанпа СССР журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ Лерий Еншик. Ун умĕн халăха хăйĕн сăввисемпе В. Арсентьевпа (Вархуш Эншейпе) Ю. Петров-Вирьял савăнтарнă. Валерий Николаевич вара малтисен ĕçне малалла тăснă. Вăл сăвăсем çырсах кайман пулсан та, хăй хыççăн "На большом пути”, "Комплексная бригада и хозрасчет”, "Соревнование: поиск и творчество” тата ытти кĕнекесемпе брошюрăсем хăварнă. "Орден на знамени” кĕнекешĕн вара В. Н. Николаев 1984 çулта Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн С. В. Элкер ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. В. Николаев (Лерий Еншик) тăван ялти шкулта вĕреннĕ. Хаçата çырма 1958 çулта, çарта чухне, пуçăннă, "Часовой Севера” çар хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. Таврăнсан, Шупашкарти электроаппаратура завочĕн нумай тиражлă "Электрик” хаçачĕн литература сотрудникĕнче ĕçленĕ.1964 çулхи нарăс уйăхĕнчен тытăнса 1986 çулччен — "Коммунизм ялавĕ” хаçатра литература сотрудникĕ, пай заведующийĕ тата яваплă секретарь. Пĕлĕвĕ пысăккине тĕпе хурса (Валерий Николаевич Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче тата 1977—1979 çулсенче партин Тĕп Комитечĕн обществăлла наукăсен академийĕнче вĕреннĕ), республика ертÿçисем ăна 1986 çулта "Капкăн” журнал редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вунă çула яхăн туртать ку лава В. Николаев, "Лерий Еншик” псевдонимпа вун-вун шÿт хайлать. Каярахпа (1994 çулхи апрельтен) вăл республикăри профсоюзсен "Время” хаçачĕн редакторĕнче вăй хурать, унăн калемĕ витĕр каллех чылай хайлав "шăранса”тухать, чăваш сатирикĕсен Иван Мучи премийĕн лауреачĕ пулса тăрать.
Валерий Николаевича çыравçă ĕçĕнчи тăрăшулăхшăн "Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май”, СССР журналистсен пĕрлĕхĕн Хисеп грамотипе, ытти наградăсемпе чысланă, ятне тата кĕске биографине 2005 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă "Журналисты Чувашии” кĕнекене кĕртнĕ.
Ентеш-çыравçăна ял масарĕ çине пытарнă. 
Категори: Çыравçăсем | Кам хушнă: alex-net (28.03.2013)
Миçе хут пăхнă: 603 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024