Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Спортсменсем

Категорире пурĕ миçе материал: 2
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-2

Сортла: Кунпа
Сергей Афанасьев – спортивная гордость не только района, но и Чувашской республики. Скромный сельский парень, благодаря своему упорству и трудолюбию достиг европейского уровня. Находясь  более  десяти  лет  в составе  юниорской  и взрослой  сборных  команд  тогдашнего  СССР,  он первым  в Красноармейском  районе получил  звание  мастера  спорта  международного  класса.
   Выносливый и подвижный Сергей после Мартынкинской восьмилетки сразу же влился в спортивную команду средней школы. С помощью учителя физкультуры Э. Г. Филиппова и тренера В. А. Семёнова парень из Анаткасов начал серьёзно заниматься лёгкой атлетикой. Добросовестно выполнял установки наставников, регулярно тренировался. Начали улучшаться и результаты. Школьная команда в 1977 году впервые завоевала переходящий кубок Республиканской газеты «Советская Чувашия»  по эстафетному пробегу. Сергей в 1981 году на своём этапе показал лучшее время среди сверстников. И в следующие годы большешатьминцы закрепили успех. После Всесоюзного кросса на призы газеты «Правда» С. Афанасьева заметили. Его пригласили учиться в Московский областной институт физической культуры. Кстати, в те годы мало кто из чувашских тренеров верил, что из этого сельского парня с крепким телосложением выйдет хороший средневик. Ему пророчили успех в тяжёлой атлетике.
    Норматив мастера спорта наш выпускник выполнил в 1983 году на дистанции 3000 метров на чемпионате Европы среди юниоров в Швехате (Австрия) – 2-е место-8.03,18 мин. От старта к старту возрастало его мастерство. На зимнем чемпионате Европе, в Гааге среди взрослых он занял 3-е место. Вот как написал об этом С. Мельников в газете «Советский спорт» от 21 февраля 1989 года: «Безусловно. И мы этого, признаться, совсем не ожидали, обрадовало на третье место в беге на 1500 метров Сергея Афанасьева. Давно уж наши спортсмены в этом виде лёгкой атлетики наград не завоёвывали».
Спортсменсем | Миçе хут пăхнă: 526 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 15.11.2012 | Комментарисем (0)

Карайра çуралса ÿснĕ А. Н. Григорьев мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашнă, пиччĕшĕ — Леонид пек (вăл марафон чупассипе спорт мастерĕ пулнă) пулма ĕмĕтленнĕ.
Анатолий Николаевич 22 çул хушши тĕрлĕ шайлă ăмăртусенче тупăшса курнă. Çав хушăра миçе хутчен районпа республика, Раççейпе Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче вĕсен чысне хÿтĕлемен пулĕ. Вăл çĕр-шыври нумай хуласенче ирттернĕ ăмăртусене хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Чылай чухне чупма-утма хăй укçи-тенкипе кайса килнĕ, спортри ăсталăха шав малалла туптаса пынă, опыт пухнă. Мускавра ирттерекен тĕнчери мир марафонне (ММММ) тата миçе хутчен хутшăнман пулĕ? А. Григорьев — марафон чупассипе СССР спорт мастерĕ.
Ывăнма пĕлменскер 1987 çулта хăйне спортăн тепĕр дисциплининче тĕрĕслесе пăхма шутланă. Пĕрремĕш ăмăртусемех пысăк шанăç панă. 1987 çулхи июльте 50 километра хăвăрт утассипе Чăваш Республикин виççĕмĕш призерĕ пулса тăнă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Ун чухне хăвăрт утакансен çĕр-шыври чемпионачĕ Шупашкарта, Атăл хĕрринче иртнĕ.
Çĕр-шывăн пĕрремĕш ылтăн медальне çĕнсе илни пирки вăл халĕ çапларах аса илет: "50 километрлă дистанцие ун чухне 69-ăн тухрăмăр. Çав шутра — виçĕ мексиканец. Ăмăрту Евпаторире, Хура тинĕс хĕрринче, иртрĕ. Спортсменсен 2, 5 километр тăршшĕ çаврăмпа 20 хутчен утса тухмалла пулчĕ. Çанталăкĕ çумăрлăччĕ. Стартран тапранса кайсанах эпĕ ушкăн пуçне ÿкрĕм, ман хыçра пĕр 200—300 метрта тепĕр ушкăн утса пычĕ. Кĕçех унтан та икĕ çын уйрăлчĕ. Кусем — 50 километрлă дистанцире тĕнче чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ тата Тĕнче кубокне тивĕçнĕ М. Бермудеспа (Мексика) А. Плотников (Владимир) пулчĕç.
Ун чухне эпĕ тĕнче рекордĕнчен лайăхрах графикпа утса пыраттăм.
Дистанцин юлашки 20 километрне утнă чух çумăр витререн тăкнă евĕрех çурĕ. Кроссовкăсем шывпа тулса ларнăччĕ, лăчăрт-лăчăрт туса пыратчĕç. Çав кун дистанцие иккĕмĕш призертан, А. Плотниковран, пĕр минут çурă маларах вĕçлерĕм, 3 сехет те 44 минут та 42 çеккунт вăхăт кăтартрăм. Бермудес виççĕмĕш пулчĕ. Финиша çитсен, савăннипе ларсах ташларăм çав. Ăмăрту епле пынине пĕлтерсе тăракан комментатор манран тĕлĕннипе çапла каларĕ: "Пăхăр-ха эсир ăна, унăн тата ташламалăх та вăй юлнă. Вăт тăк маттур, чăн та, маттур. Апла резервсем пысăк-ха унăн".
А. Григорьев 1989 çулта Сочире 20 çухрăма хăвăрт утассипе СССР чемпионĕ пулса тăнă, вăхăчĕ — 1 сехет те 20 минут та 53 çеккунт. Пуçласа вăл тĕнче класлă спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. 1990 çулта 30 çухрăм утса пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.
Вăл тăхăр спорт мастерĕпе тепĕр спорт мастерĕн кандидатне хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра унăн хĕрĕ, Света — спорт мастерĕ. Вăл — Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче. Февралĕн 20-мĕшĕнче Сочи хулинче 5 çухрăм утса пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре 10-мĕш класра вĕренет. А. Н. Григорьевăн ывăлĕ, Алексей, ЧР спорт министерствинче ĕçлет. Тепĕр хĕрĕ — Наташа — Мускаври университетра 4-мĕш курсра вĕренет.
Анатолий Николаевич хăйне спорта юратма вĕрентнĕ пĕрремĕш тренера — Станислав Андреевич Николаева, пĕрремĕш физкультура учительне — В. И. Гордеева, Ю. И. Маринкина, Э. Г. Филиппова чĕререн тав тăвать.
А. Григорьев çак спортсменсене хатĕрленĕ: Раççей Кубокĕн пăхăр призерне, ЧР чемпионне, спорт мастерне Поликарп Ильина (Çĕньял Карайран), Раççейпе Чăваш Ен чемпионне, Испанири тĕнче чемпионатне хутшăннă кросс енĕпе спорт мастерне Елена Матвеевана, Раççейĕн — пăхăр, ЧР призерĕпе чемпионне, спорт мастерне Александр Пименова (иккĕшĕ те Çырмапуçĕнчен), Чăваш Ен чемпионĕпе призерне, спорт мастерне Владимир Петрова (Нимĕчкассинчен), Чăваш Ен чемпионĕпе призерне, спорт мастерне Валерий Григорьева (Карайран), темиçе хут Чăваш Ен чемпионкине, Раççей çĕнтерÿçипе призерне, Раççей пĕрлештернĕ командин членне, спорт мастерне Света Григорьевана, командăпа Испанири Тĕнче Кубокĕн çĕнтерÿçине тата пăхăр призерне, Раççейпе Чăваш Енĕн чемпионĕпе призерне, Европăра мала тухассишĕн Италипе Польшăра иртнĕ ăмăртусен çĕнтерÿçине, спорт мастерне Алексей Григорьева (виççĕшĕ те Карайран), ЧР чемпионĕпе призерне, спорт мастерĕн кандидатне Николай Николаева (Туçи Чуракассинчен).
Анатолий Николаевич — Карайри шкулта ĕçлесе пурăннă хушăра хăй тĕллĕн тренировкăсем ирттерсе çĕр-шыв чемпионĕ ята çĕнсе илме пултарнă Трак енри пĕрремĕш çын. Вăл ытти район ачисене те хăвăрт утма вĕрентнĕ. Вĕсенчен Саша Архипов — тĕнче класлă спорт мастерĕ, Раççей чемпионачĕн — пăхăр, Раççей Кубокĕн кĕмĕл призерĕ, нумай хут Чăваш Ен чемпионĕ тата призерĕ (Канаш районĕнчен), Чăваш Ен чемпионĕ тата призерĕ, спорт мастерĕ Сергей Божайкин (Етĕрне), Чăваш Ен чемпионĕпе призерĕ, тĕнче шайлĕ ăмăртусен призерĕ, спорт мастерĕ Сергей Петров (Элĕк районĕ).
А. Григорьев кăçалхи мартăн 16-мĕшĕнче 50 çул тултарчĕ. Унăн ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Ăна ăста та пултаруллă спортменсем хатĕрлес ĕçре тата пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатăп.

В. Петров
Спортсменсем | Миçе хут пăхнă: 759 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 12.01.2010 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024