Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Категорире пурĕ миçе материал: 15
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-10
Страницăсем: 1 2 »

Сортла: Кунпа

ДИМИТРИЕВ (КАРАЙ) Николай Димитриевич (р. 15 04.1942 в с. Караево) – учитель, поэт. Окончил Чувашский государственный университет по специальности учитель чувашского языка и литературы. Заведующий отделом писем редакции райгазеты "Ял пурнăçĕ", учитель в д. Бородинск Бакчарского района Томской области. Автор нескольких поэтических и прозаических книг [«Ураллă купăс» («Гармошка с ножками», 1982), «Туссемпе пĕрле» («С дузьями вместе»,1985), «Шăллăм» («Братишка», 1987), «Вырма парни» («Урожайный подарок»), «Ял-йыш саламĕ» («Пожелания односельчан», 2004),  «Эп. халĕ пиллĕкре» (Мне ровно пять, 2008), «Мучи пĕви» (Дедушкин пруд, 2013) и др.].

 На его стихи композиторми Ю.Кудаковым, И.Степановым и З.Петровой сложены песни, которые широко распространены в народе («Ах, аннеçĕм, анне», «Ман çĕршыв», «Хурăнсем», «Юрату сăмсахĕ», «Ăшă çумăр», «Чечек çыххи», «Савнă тăван». ).Лауреат премии имени Нестера Янгаса.

Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1104 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 06.01.2015 | Комментарисем (1)

Красноармейски ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Антонов сăвăçа пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Эпĕ те ун сăввисене час-часах вуласа тăратăп. Ман шутпа, вĕсем чун-чĕрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан çепĕç сăвăсем.

Поэт 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче çуралнă.

Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталантарма пĕлни кирлĕ. 8-9 классенче вĕреннĕ чухне вара сăвăсене класра тухса тăракан стена хаçатĕнче пичетлеттĕм. (Пĕтрĕ халĕ çак ырă йăла!). Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Ф.Л.Тихоновпа ("Ан хумхан, çăкалăх" юррăн авторĕ) тата П.Архипова ырăпа асăнас килет. Пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвă шутне "Çамрăк коммунист" хаçатра пичетленнĕ "Малтанхи чечек" сăвва кĕртетĕп."

Кашни çыравçах ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать. Леонид Антоновăн произведенийĕсенче тăван уй-хир кĕвви тĕп вырăн йышăнса тăрать. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Леонид Илларионовичăн пĕтĕм пурнăçĕ ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ ача епле ял хуçалăх ĕçне хутшăнмасăр тăрса юлтăр-ха? Леонид та район центрĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ чухнех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленĕ. 

Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 780 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 04.01.2015 | Комментарисем (0)

Анатолий Гурьевич Гурьев (Эшкер Толекĕ) 1911 çулхи апрелĕн (ака) 17-мĕшĕнче Именкассинчи хресчен çемйинче çуралнă. 1930—1933 çулсенче Шупашкарта учительсем хатĕрлекен институтра пĕлÿ пухнă. Каярах А. Гурьев Малти Тракри (Красноармейски) пуçламăш шкул заведующийĕнче, учителĕнче, 1936 çулта вăтам шкул çуртне тума тытăнсан, директорта вăй хунă. 1937 çулта вара салтак шинельне тăхăннă. Нимĕç эшкерĕ Тăван çĕр-шыв çине вăрă-хурахла килсе тапăннă 1941 çул Именкасси чăвашĕ тăван кĕтесре ачасене чăваш чĕлхипе пĕлÿ панă. Çав вăхăтрах — çар ĕçĕн вĕрентекенĕ те.
1943 çултанпа — Хĕрлĕ Çарта. Вăрçăри паттăрлăхшăн А. Гурьев çĕр-шывăн наградине, çав шутра "Хăюлăхшăн"медале, тивĕçнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче Именкассинчи вăтам шкулта, парти райкомĕн инструкторĕнче, çут ĕç пайĕн пуçлăхĕнче, колхоз председателĕнче тăрăшнă.
Эшкер Толекĕ литература лаççинче ырă, сĕвĕрĕлми йĕр хăварнă. Уйрăмах ĕçтешĕмĕр иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче "Сунтал" ("Ялав"), "Трактор" ("Тăван Атăл"), "Капкăн" журналсемпе, "Канаш" ("Хыпар") хаçатпа çыхăну тытнă, хăйĕн сăввисене çине-çинех пичетленĕ. Акă, тĕслĕхрен, Эшкер Толекĕн "Паттăрсен юрри" сăвви 1940—80 çулсенче кĕçĕн классенче вĕренмелли кĕнекере пулнă.
Именкасси çыравçи 1967 çулхи майăн (çу) 29-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ, ăна ял масарĕнче пытарнă, вил тăпри çине мрамор палăк вырнаçтарнă.
А. Гурьев (Эшкер Толекĕ) çыравçăн, шÿт ăстин ячĕ Трак тăрăхĕнчи литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн йышĕнче ĕмĕр-ĕмĕр манăçми сас паллисемпе çырăннă. Вăл пирĕншĕн — çыравçăсемшĕн — яланах чĕрĕ, ăна эпир манар мар, хамăр пĕрлĕхре чыслар, вăхăтран-вăхăта аса илер.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 478 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 19.12.2012 | Комментарисем (0)

Николай Гаврилович Ершов (псевдонимĕ - Янкер) 1942 çулхи юпан 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă.
Тăван ялти пуçламăш, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, партин Аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, çарта офицер пулнă.
Красноармейскинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи, Çĕнел Упири библиотека заведующийĕ, Шалти ĕçсен районти пайĕнче паспорт службин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Райхаçат редакцийĕнче вăй хунă тапхăрта литература сотрудникĕ, яваплă секретарь, ял хуçалăх тата парти пурнăçĕн пайĕсен ертӳçи, редактор çумĕ пулнă.
Пĕрремĕш хайлавĕ 1956 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче район хаçатĕнче кун çути курнă. Сăввисемпе тĕрленчĕк-очеркĕсем «Малтанхи хунавсем» (1972), «Пурнăç сăпки» (1992), «Пурнăç сакки» (2006), «Çулсем иртеççĕ» (2002), «Пурнăç илемĕ» тата «Пурнăç элемĕ» (2007) кĕнекисенче пичетлвнсе тухнă.
Вун икĕ çул районти çыравçăсен Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пынă. Халĕ — унăн хисеплĕ председателĕ. 1990 çултанпа Нестер Янкас ячĕллĕ литература музейĕн канашĕн ертӳçинче тăрăшать.
2004 çултанпа — Раççей журналисчĕсен, Чăваш Республикинчи писательсен союзĕсен, Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ. 1993 çулта Нестер Янкас, 2005 çулта Алексей Талвир, 2011 çулта Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премийĕсене тивĕçнĕ.
Николай Янгер — Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ.
2006 çултанпа Красноармейски район хаçатĕнче пичетленекен чи лайăх литература хайлавĕсен авторĕсене хăй ячĕллĕ преми тата диплом парса чыслать.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 590 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 21.05.2011 | Комментарисем (0)

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра учитель кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи тулли мар вăтам шкултан, унтан Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1955-1961 çулсенче Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмсăр майпа мар вĕренсе тухнă.
1961-1962 çулсенче Ю.Петров Красноармейски районĕнчи «Коммунизм çулĕпе» хаçат редакцийĕнче, унтан республикăри А.М.Горький ячĕллĕ тĕп библиотекăра ĕçленĕ. Ун хыççăн виçĕ çул Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисем редакциленĕ, 1966 çултан пуçласа «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче вăй хунă, унтан культура министерствине куçнă. 
1967 çулта Ю.Петрова СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă.
Вăл 1993 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.
Ю.Вирьял ача-пăча валли те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Чăваш композиторĕсем унăн виç çĕре яхăн сăввине юрра хывнă. Паллăрах кĕнекисем: «Çăмăл çунатсем» (1959), «Сенкерленчĕ шуçăм» (1962, 1991), «Çулçă çумăрĕ» (1964), «Тупа» (1975), «Шăпчăк юрриллĕ кĕтес» (1980), «Туслăх асамачĕ» (1985), «Ырми-канми çăл куçĕ» (1986).
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 690 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 31.03.2011 | Комментарисем (0)

Вунă ачаллă кил-йышра ӳснĕ. Анат Кушарти — пуçламăш, Янкасри — сакăр çул, Красноармейскинчи 11 çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. 1965—1970 çулсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн тӳрех Çĕрпӳ районĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Унтанах çулталăклăх çар хĕсметне кайса килнĕ. 1974 çулхи авăн уйăхĕнче ăна Красноармейски районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан — литература сотрудникĕ, кайран — яваплă секретарь пулнă. Малашлăхлă пултарулăх çыннине республикăри çырăвçăсем те асăрханă: Красноармейскинчен Шупашкара куçарнă — Чăваш Инçекуравĕн литературăпа драма кăларăмĕсен аслă редакторĕ пулма шаннă. Кунта вăл самай вăхăт тăрăшнă.
Борис Романов ача чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Хăй 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех унăн пĕрремĕш сăвви чăваш çыравçиссен «Ялав» журналĕнче тухма тивĕçлĕ пулнă.
Çапла Борис Романов тăван литературăн анлă каçалăкĕ умне тухнă. Хăй пурăннă чух унăн сăвви-поэмисем республикăри хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленнĕ, «Çеçпĕл çеçкисем», «Малтанхи утăмсем» ятпа ушкăн авторсен кĕнекисенче тухнă. 1976 çулта Мускаври «Молодая гвардия» издательствăра «Родники» альманах Борис Романовăн сăввисене вырăсла кăларнă. Ку ăнсăртран мар: малтанхи çул поэт çамрăк писательсен Пĕтĕм Союзри канашлăвне хутшăннă, Михаил Дудин семинарĕнче ĕçленĕ...
Хăй виличчен Борис Романов икĕ кĕнеке кăларса юлма ĕлкĕрнĕ: «Ӗненӳ» (1976) тата «Сенкер хĕвел» (1979 çул). Вара ăна СССР ÇП членне йышăннă. Çав вăхăтра çак чыса тивĕçнисенчен чи çамрăкки пулнă. Унăн илемлĕ ĕçĕсенчи сăнарĕсем — хамăр çĕршыва, халăха хĕрӳллĕн юратакан, ĕçшĕн чунне пама хатĕр çамрăк çынсем — хăюллă та парăнманскерсем. Тантăшлăх, телей темисем малти вырăнта тăрççĕ. Поэтăн хăйне евĕрлĕ шухăшлавсем пулнă, пурнăç çине ыттисем пек мар, хăйне май пăхнă. Юлашки çулсенче вăл «Кăкăр сĕчĕ» ятлă сăвăсен пуххине кăларас тесе тăрăшнă. Анчах та вăл çав куна кĕтсе илеймен. Кĕнеки хăй вилсен çулталăкран кун çути курнă...
Сăвăç пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пулсан та кĕнекисене кăна мар, сăвăç ятне, унăн сăнарне ăна пĕлнĕ, пĕрле ĕçленĕ, туслă пурăннă ĕçтешĕсем яланах асра тытаççĕ. Уйрăмах Красноармейски районти нумай-нумай вулакансем ун сăввисене мухтаççĕ.
Поэтăн мăшăрĕ — Постумия Афанасьевна, унăн ачисем — Елена хĕрĕ тата Евгений ывăлĕ.
 
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 710 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 19.11.2010 | Комментарисем (0)

Чувашский писатель, кандидат филологических наук, доцент. Родился 26 августа 1950 г. в д.Оба–Сирма Красноармейского района Чувашской Республики. Работал учителем в школе, младшим научным сотрудником Института гуманитарных наук, преподавателем в Чувашском государственном университете им. И. Н. Ульянова. Писать начал еще в школе – в 1967 г. опубликовано первое стихотворение в районной газете. Печатался в коллективных сборниках молодых "çĕнĕ кĕвĕ” (Первые шаги), "Çеçпĕл çеçкисем” (Подснежники), а также в журналах и газетах.
"Творчество Петра Яковлева – единое целое, как одна книга и сама жизнь, поразительно точно огибающее на старте сложные рельефы вековой народной мудрости, фольклора по маршруту: ” Тăм тăвайкки (вăййисем), 1985 г. – Уй (варринче), 1987 г. – Юман (чĕлхи), 1990 г. – (Çавра) кÿлĕ, 1993 г...”.(Степанов В. Якку... С. 105)
П.Яковлев является автором ряда научных статей и книг по чувашскому языку. Основные издания: "Кумаляк”, "Çавра кÿлĕ” ("Круглое озеро”), "Уй варринче” ("Среди долин”), "Тăм тăвайкки вăййисем” ("Игры на проталинах”), "Юман чĕлхи” ("Язык деревьев”), "Чăваш фонетики” ("Чувашская фонетика”) и др. "Его поэзия волшебна. Она продолжение наших мифов и легенд <...> Она в нашей душе, и любой, кто захочет, может ее найти...”.(Степанов В. Якку...С. 108)

Волков, Л. Çамрăклăх çаврăмĕсем / Л. Волков // Коммунизм ялавĕ. – 1986.– 21 нояб.
Никитина, Ж. Тĕнче мана каларĕ хăлхаран... / Ж. Никитина // Хыпар. – 2000. – 20 авăн.
Сатур, С. Халăх сăвăçĕн сасси / С. Сатур // Хыпар. – 1994. – 27 ака.
Степанов, В. "Куçăма курăнинччĕ шевлеллĕ ката...” / В. Степанов // Коммунизм ялавĕ. – 1990. – 12 окт.
Степанов, В. Робинзон / В. Степанов // Çамрăксен хаçачĕ. – 1997. – 31 çу.
Степанов, В. "Эп юрă мар, пĕр çаврăм çеç” / В. Степанов // Хыпар. – 1991. – 20 нояб.
Юмарт, Г. Хăлат / Г. Юмарт // Ялав. – 2000. – № 8. – С. 64–65.

* * *
Степанов, В. Якку – сан : путь пера / В. Степанов // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 105–110.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 3074 | Кам хушнă: alex-net | Хăçан хушнă: 01.06.2010 | Комментарисем (1)

Мĕтри Ваçлейĕ (чăн ячĕ Дмитриев Василий Дмитриевич), — чăваш сăвăçи, çыравçи. 1906 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. 1980 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ленинградра вилнĕ.
Шупашкарти педагогика техникумĕнче, Коммунистла вĕрентӳ академийĕнче, Мускав патшалăх университечĕн аспирантуринче, Ленинградри медицина ăслăлăхĕпе тĕпчев институтĕнче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Нумай ăслăлăх ĕçне çырнă. Хăш-пĕрисем чăвашла тухакан хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.
Унăн кĕнекисем:
«Ирĕклĕх» (1931);
«Пирĕн сас» (1932);
«Ыраш» (1934);
«Пĕве» (1935);
тата ыттисем.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1041 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 10.05.2010 | Комментарисем (1)

Василий Никитич Васькин (Никитин) 1917 ҫулта Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1931 çупта В. Васькин Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах вӑл Улатӑрти педтехникума вӗренме кӗрет. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах Шывпуҫӗнчи кӗҫӗн вӑтам шкулта, 1935 — 1941 ҫулсенче Ямашри вӑтам  шкулта учительте ӗҫлет.
Васькин шкулта вӗретннӗ чухнех сӑвӑсем ҫырма тытӑннӑ; учитель пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем республикӑра тухса тӑракан хаҫатсемпе журналсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ. 1940 ҫулта вăл граждан вӑрҫин паттӑрӗ Сергей Лазо ҫинчен поэма ҫырать. Аслӑ Отечественнӑй вӑрçăччен Васькин сӑвӑ кӗнеки кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлет. 1939 ҫулта Васькинӑн "Сунтал" журналта кӑвар чӗреллӗ поэтӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсене тӗпчесе ҫырнӑ статйи пичетленет. ("Поэт ҫуралнӑ ялта".1939 ҫул, ноябрь).
Васькин хӑйĕн творчествине ӳстерес тесе вырӑссен ҫамрӑк поэчӗсемпе те ҫыхӑну тьггать. Сӑмахран, вӑл Ленинград поэчӗсемпе Александр Решетовпа, Борис Костровпа час-часах ҫыру ярса илнӗ, вӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. 1941 çулта, нимӗҫ фашисчĕсем пирӗн ҫӗр-шыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗрсен, тӑшманпа патгăррӑн ҫапӑҫма чӗнсе хаяр та ҫулӑмлӑ сӑвӑсем ҫырать. "Пирте пулӗ, хӗвел, ыр ҫанталӑк, Пӑшал тыт, ӗҫ ҫыннийĕ алла. Фашиста тĕп тума, паттăр халăх, Тăван çĕршĕн вăрçа! Малалла!" тесе чӗнет Васькин 'Тӑван ҫӗршӗн сӗклен, паттӑр халӑх!" сӑввинче. 1942 ҫулта Конотоп хули ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫура Василий Васькин паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.
 
 
 
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1502 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 19.02.2010 | Комментарисем (0)

Вениамин Васильевич Пехил 1955 ҫулхи кӑрлачӑн иккӗмӗшӗнче Янкасри Василий Кондратьевпа Екатерина Федорова ҫемйинче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл кӑсал шӑпах 55 ҫул тултармаллаччӗ. Питех те шел, 2004 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче, пӳкле вилӗмпе, вӑл пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Анчах та, ҫур ӗмӗре яхӑн суттӗнчере пурӑнмз ӗлкӗрнӗ поэт сӑнарӗ асрах пурӑнать. Сӑнарӗ кӑна мар — хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса кӑларса хӑварнӑ кӗнекисем те куҫ умӗнчех. Юлашки ҫулсенче аптратса ӳкернӗ кӑмӑл-туйӑм, ӑс-тӑн пӑтранчӑкӗн чирӗ ӑна ҫапла юлашки утӑм тума хистенӗ пулӗ-ши?

Вениамин Пехил ман тӑван ялтан — Янкасран пулнӑран, эпӗ вӑл епле литература ҫулне суйласа илсе ун тӑрӑх хӑюллӑн та шанчӑклӑн утнине питӗ лайӑх сӑнаса-курса тӑнӑ. Унӑн ҫунатлӑ сӑввисене юратса вуланӑ ҫеҫ мар, вӗсемшӗн сэвăннипе пӗрлех мӑнзҫланнӑ та, мухтаннӑ та. Нестер Янкас хыҫҫӑнн талант енӗпе илсен, хамӑр ялтан тухнӑ иккӗмӗш поэтшӑн епле хӑпартланмӑн-ха!

Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Вениамин Пехил Чӑваш патшалӑх университечӗн тӑван литературӑпа чӗлхе уйрӑмӗнче гтӗлу илнӗ. Хӑйӗн малтанхи сӑввисене кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ районти "Ял пурнӑҫӗ" хаçатпа пурпӗрех ҫыхӑну тытнӑ. Республикӑри хаҫат-журналсенче те тӑтӑшах пичетленме тытӑнать.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1638 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 19.02.2010 | Комментарисем (0)

1-10 11-15
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024