Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 12
Хăнасем: 12
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Василий Васькин
 
Василий Никитич Васькин (Никитин) 1917 ҫулта Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ Чуракасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1931 çупта В. Васькин Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах вӑл Улатӑрти педтехникума вӗренме кӗрет. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах Шывпуҫӗнчи кӗҫӗн вӑтам шкулта, 1935 — 1941 ҫулсенче Ямашри вӑтам шкулта учительте ӗҫлет.
 
Васькин шкулта вӗретннӗ чухнех сӑвӑсем ҫырма тытӑннӑ; учитель пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем республикӑра тухса тӑракан хаҫатсемпе журналсенче тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ. 1940 ҫулта вăл граждан вӑрҫин паттӑрӗ Сергей Лазо ҫинчен поэма ҫырать. Аслӑ Отечественнӑй вӑрçăччен Васькин сӑвӑ кӗнеки кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлет. 1939 ҫулта Васькинӑн "Сунтал" журналта кӑвар чӗреллӗ поэтӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсене тӗпчесе ҫырнӑ статйи пичетленет. ("Поэт ҫуралнӑ ялта".1939 ҫул, ноябрь).
 
Васькин хӑйен творчествине ӳстерес тесе вырӑссен ҫамрӑк поэчӗсемпе те ҫыхӑну тьггать. Сӑмахран, вӑл Ленинград поэчӗсемпе Александр Решетовпа, Борис Костровпа час-часах ҫыру ярса илнӗ, вӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. 1941  çулта, нимӗҫ фашисчĕсем пирӗн ҫӗр-шыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗрсен, тӑшманпа патгăррӑн ҫапӑҫма чӗнсе хаяр та ҫулӑмлӑ сӑвӑсем ҫырать. "Пирте пулӗ, хӗвел, ыр ҫанталӑк, Пӑшал тыт, ӗҫ ҫыннийĕ алла. Фашиста тĕп тума, паттăр халăх, Тăван çĕршĕн вăрçа! Малалла!" тесе чӗнет Васькин 'Тӑван ҫӗршӗн сӗклен, паттӑр халӑх!" сӑввинче. 1942  ҫулта Конотоп хули ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫура Василий Васькин паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.
 
1961 çулта Чӑваш кӗнеке издательстви В. Васькинӑн 57 сӑввине кӗртсе "Сӑвӑсем" кӗнеке пичетлет.
 
1980 ҫулта Г.Ф.Орлов пухса хатӗрленӗ "Юлашки юн тумламӗччен" кӗнекине ҫыравҫӑн 27 сӑввине кӗртнӗ.
 
Ҫыравҫӑн кӗнекисем, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ сӗввисем, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсем Чӑваш патшапӑх пичет архивӗнче (Кӗнеке палатинче) упранаҫҫӗ.
Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (19.02.2010)
Миçе хут пăхнă: 1503 | Рейтинг: 5.0/6 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024