Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Николай Ершов-Янкер
Николай Гаврилович Ершов (псевдонимĕ - Янкер) 1942 çулхи юпан 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă.
Тăван ялти пуçламăш, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, партин Аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, çарта офицер пулнă.
Красноармейскинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи, Çĕнел Упири библиотека заведующийĕ, Шалти ĕçсен районти пайĕнче паспорт службин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Райхаçат редакцийĕнче вăй хунă тапхăрта литература сотрудникĕ, яваплă секретарь, ял хуçалăх тата парти пурнăçĕн пайĕсен ертӳçи, редактор çумĕ пулнă.
Пĕрремĕш хайлавĕ 1956 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче район хаçатĕнче кун çути курнă. Сăввисемпе тĕрленчĕк-очеркĕсем «Малтанхи хунавсем» (1972), «Пурнăç сăпки» (1992), «Пурнăç сакки» (2006), «Çулсем иртеççĕ» (2002), «Пурнăç илемĕ» тата «Пурнăç элемĕ» (2007) кĕнекисенче пичетленсе тухнă.
Вун икĕ çул районти çыравçăсен Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пынă. Халĕ — унăн хисеплĕ председателĕ. 1990 çултанпа Нестер Янкас ячĕллĕ литература музейĕн канашĕн ертӳçинче тăрăшать.
2004 çултанпа — Раççей журналисчĕсен, Чăваш Республикинчи писательсен союзĕсен, Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ. 1993 çулта Нестер Янкас, 2005 çулта Алексей Талвир, 2011 çулта Пайтул Искеев   ячĕллĕ литература премийĕсене тивĕçнĕ.
Николай Янкер — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ деятелĕ.
2006 çултанпа Красноармейски район хаçатĕнче пичетленекен чи лайăх литература хайлавĕсен авторĕсене хăй ячĕллĕ преми тата диплом парса чыслать.
Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (21.05.2011)
Миçе хут пăхнă: 597 | Рейтинг: 5.0/3 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024