Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Эшкер Толекĕ сăвăçă
Анатолий Гурьевич Гурьев (Эшкер Толекĕ) 1911 çулхи апрелĕн (ака) 17-мĕшĕнче Именкассинчи хресчен çемйинче çуралнă. 1930—1933 çулсенче Шупашкарта учительсем хатĕрлекен институтра пĕлÿ пухнă. Каярах А. Гурьев Малти Тракри (Красноармейски) пуçламăш шкул заведующийĕнче, учителĕнче, 1936 çулта вăтам шкул çуртне тума тытăнсан, директорта вăй хунă. 1937 çулта вара салтак шинельне тăхăннă. Нимĕç эшкерĕ Тăван çĕр-шыв çине вăрă-хурахла килсе тапăннă 1941 çул Именкасси чăвашĕ тăван кĕтесре ачасене чăваш чĕлхипе пĕлÿ панă. Çав вăхăтрах — çар ĕçĕн вĕрентекенĕ те.
1943 çултанпа — Хĕрлĕ Çарта. Вăрçăри паттăрлăхшăн А. Гурьев çĕр-шывăн наградине, çав шутра "Хăюлăхшăн"медале, тивĕçнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче Именкассинчи вăтам шкулта, парти райкомĕн инструкторĕнче, çут ĕç пайĕн пуçлăхĕнче, колхоз председателĕнче тăрăшнă.
Эшкер Толекĕ литература лаççинче ырă, сĕвĕрĕлми йĕр хăварнă. Уйрăмах ĕçтешĕмĕр иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче "Сунтал" ("Ялав"), "Трактор" ("Тăван Атăл"), "Капкăн" журналсемпе, "Канаш" ("Хыпар") хаçатпа çыхăну тытнă, хăйĕн сăввисене çине-çинех пичетленĕ. Акă, тĕслĕхрен, Эшкер Толекĕн "Паттăрсен юрри" сăвви 1940—80 çулсенче кĕçĕн классенче вĕренмелли кĕнекере пулнă.
Именкасси çыравçи 1967 çулхи майăн (çу) 29-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ, ăна ял масарĕнче пытарнă, вил тăпри çине мрамор палăк вырнаçтарнă.
А. Гурьев (Эшкер Толекĕ) çыравçăн, шÿт ăстин ячĕ Трак тăрăхĕнчи литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн йышĕнче ĕмĕр-ĕмĕр манăçми сас паллисемпе çырăннă. Вăл пирĕншĕн — çыравçăсемшĕн — яланах чĕрĕ, ăна эпир манар мар, хамăр пĕрлĕхре чыслар, вăхăтран-вăхăта аса илер.
Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (19.12.2012)
Миçе хут пăхнă: 475 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024