Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Çыравçăсем

Порфирий Егоров

П. Е. Егоров 1919 ҫулхи чук уйăхӗн 17-мӗшӗнче хамӑр районти Пайсупин ялӗнче ҫуралнӑ. Асамлӑ вырӑн тейӗн ҫак яла. Кунтах унӑн шӑллӗ — Владимир Харитонов — поэт, прозаик ҫӗр ҫине килнӗ. Вӑл 50 ытла сӑвва юрра хывнӑ, чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

П. Егоров ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн малалла пӗлӗве Упи шкулӗнче ӳстернӗ. Ун чухне икӗ ял хушшинчи çул такӑр та асфальтлӑ пулман ҫав. Мӑн Ҫавал шывӗ те тулӑх тӑнӑ. Вӑхӑтлӑх кӗпер урлӑ кӑна каҫса ҫӳренӗ. Ҫавна май шкула килекен ачасене юхан шыв урлӑ кимӗпе каҫарнӑ. Проза ӑсти ҫак тапхӑра "Каникул иртсен" калавра ӑнӑҫпӑ ҫырса кӑтартнӑ. Вӗренекенсем хӑш-пӗр чухне шыва кӗрсе ӳкнине пула уроксене килмен тӗслӗхсем те пулнӑ. Порфирий Егорович нумай ҫул хушши учительте ӗҫленӗрен (вӑл пирӗн районти Яманак, Упи, Вӑрнар районӗнчи Упнер шкулӗсенче тӑрӑшнӑ) ачасем валли те илемлӗ калавсем ӑста "калӑпланӑ". "Йӗр тӑрӑх", "Кучченеҫ", "Ҫамрӑк партизан" кӗнекесене кӗҫӗннисем юратсах вулаҫҫӗ.

Шӳт-кулӑш жанрӗпе те ӑста пулнӑ Пурхиле (ашшӗпе амӑшӗ ӑна сапла чӗннӗ). Малтанхи калавӑн ячӗ те ҫавнах ҫирӗплетет: "Хаплашки хаплаштарать". Каярахпа ку йышши калавсен пуххисем уйрӑм кӗнекесемпе те тухнӑ: "Сӑхман ҫинчи саплӑк", 'Тип мунча", "Автан ҫиетпӗр арӑмпа" (3 авторпа). 


Категори: Çыравçăсем | Кам хушнă: mixaj_58 (03.01.2010)
Миçе хут пăхнă: 662 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024