Уртем (Ордем) Гали (чăн ячĕ — Васильева Галина Николаевна, ашшĕ-амăшĕ - Çĕнĕ Выççăлкăран ) — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ. 1954 çулхи çурлан 13-мĕшĕнче Самарта çуралнă.
2002 çултанпа — Пĕтĕм тĕнчери çыравçăсен пĕрлешĕвĕсен сообществин пайташĕ. Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. А. Талвир тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
1975 çулта Шупашкарти çурт тăвакансен техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Маллалла Чăваш патшалăх университечĕн ăслăлăхпа тĕпчев лабораторинче аслă ăслăлăх ĕçченĕ пулнă. 2002 çултанпа — «Минерал» ТМЯО производствăпа техника пайĕн инженерĕ.
13 ытла ăслăлăх статьи çырнă.
Ордем Гали ытларах ачасем валли çырнă хайлавсемпе паллă. Пĕрремеш кĕнеки, «Добрая книга» ятлăскер, 2002 çулта тухнă. Галина Николаевна чăвашла та вырăсла та çырать. Хăш-пĕр хайлавĕсем «Капкăнра» пичетленнĕ.
Пурĕ 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Паллăрах кĕнекисем:
«Виктория» (2004)
«Десять Аниных секретов» (2005);
«Мир начинается с меня» (2005);
«Ордем» (2006);
ыттисем. |