"Куç микрохирургийĕ” тата "Контур” тулли мар яваплă обществăн техника директорне Евгений Алексеевич Матвеева хамăр çĕр-шывра пысăк пахалăхлă медицина инструменчĕсем — суран кÿмен офтальмологи йĕпписем туса хатĕрленĕшĕн тата производствăна кĕртнĕшĕн çут çанталăк тата техника ăслăлăхĕсен енĕпе ЧР Патшалăх премине панă.
Евгений Алексеевич — пирĕн ентеш. Танăшран. Çемьере — чи кĕçĕнни, виççĕмĕшĕ. 1962 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ — Алексей Матвеевич — Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Десантник. Çĕнтерĕве Чехословакинче кĕтсе илнĕ. "Волга” колхоз ертÿçи пулнă. Вунă çул ытла хуçалăх тилхепине çирĕп алăра тытса пынă. Агроном. Амăшĕ — Римма Алексеевна — 1944—1983 çулсенче кĕçĕн класс ачисене пĕлÿлĕх çĕр-шывне илсе кĕнĕ. Хăйĕн пĕлĕвне, ăсталăхне, пултарулăхне пĕчĕккисенче курма тăрăшнă, ура çине çирĕппĕнех тăма пулăшнă.
Евгений пуçламăш пĕлĕве Кĕçĕн Шетмĕри сакăр çул вĕренмелли шкулта илнĕ. Çиччĕмĕш класс хыççăн математикăна, шутлав техникине тĕплĕнрех, тарăнрах, çирĕпрех вĕренес тĕллевпе Шупашкарти физмат шкулне кайса кĕрет. 1980—1985 çулсенче вара И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машинăсем тăвакан факультетра пĕлÿ пухать, "Машинăсем ăсталасси, металл касакан станоксемпе инструментсен технологийĕ” специальноçа алла илет.
Çамрăк специалиста Шупашкарти агрегат заводне ĕçе илеççĕ. Вăл кунта малтанах производство мастерĕнче, каярахпа аслă мастерта вăй хурать. 1990 çулччен ăсталăхне туптанă. 1990—1997 çулсенче "Контур” уçă акционер обществинче тăрăшнă, производство цехĕн начальникĕ таран ÿснĕ. 1997 çултан пуçласа вара паян кунчченех "Куç микрохирургийĕ” тата "Контур” тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ. Хамăр çĕр-шывра пысăк пахалăхлă медицина инструменчĕсем — суран кÿмен офтальмологи йĕпписем туса хатĕрленĕ, ĕçе кĕртнĕ. Ăна çут çанталăк тата техника ăслăлăхĕсен енĕпе ЧР 2000 çулхи Патшалăх премине панă. Пысăк пахалăхлă медицина инструменчĕсем туса хатĕрленĕшĕнех Е. А. Матвеева Пĕтĕм тĕнчери экономика академийĕн чăн-чăн академикне суйланă. Вăл ертсе пыракан коллектив туса кăларакан продукцие пысăк хак панă, "ЧР чи паха таварĕ” ылтăн паллăна тивĕç пулнă.
Пуçарулăхпа ăсталăх, кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пултарни, халăхран нихăçан та уйрăм пулманни — ĕçре çитĕнÿсем тума май панă. Наукăпа техника вĕрентĕвне пурнăçпа çыхăнтарас тĕллевпе чикĕ леш енчи тĕнчипе паллă предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тивнĕ. Çав тĕллевпех Японие, Германие çитсе килнĕ. Кунти предприятисен ĕç опытне хамăр патра усă курма май килессине тишкернĕ, тĕпченĕ.
Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Чыслă ĕçшĕн Е. Матвеева "ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят парса чысланă.
Сăпайлă та пуçаруллă ентешпе чăннипех мухтанатпăр.