Геннадий Александрович Алексеев (18.3.1940, Çĕньял Чуракасси) — ветеринар, ветеринари наукисен докторĕ (1987), профессор (1993). Вăрнарти зооветтехникумран (1960), Сведловскри ял хуçалăх институтĕнчен (1965), Хусанти ветеринари институчĕн аспирантуринчен (1970) вĕренсе тухнă. Удмурт АССРĕн «Понинский» совхозăн тĕп ветврачĕ (1965-67), Пĕтĕм Союзри ветеринари наукăпа тĕпчев институчĕн (Хусан, 1970—73) кĕçĕн, каярах аслă наука сотрудникĕ, лаборатори заведующийĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ветеринари, фармокологи тата терапи кафедрин заведующийĕ (1993 çултанпа). Наука специализацийĕ — "ветеринари фармаокологийĕ токсикологипе пĕрле”. Вăйлă пестицидсем выльăх-чĕрлĕхе наркăмăшлантарни, витĕм кÿни тата унран асăрхаттарасси пирки тĕплĕ тĕпчевсем ирттернĕ. Хушма апатсен фармакологипе токсикологи енĕсене тĕпчессипе тата унăн кăтартăвĕсемпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче усă курассипе ĕçлет. 185 наука ĕçĕн, вăл шутра 4 автор свидетельствин, 2 вĕренÿ пособийĕн авторĕ. Вăл ертсе пынипе 1 доктор тата 9 кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2000).
Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=243606 |