Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 21
Хăнасем: 21
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Художниксем

Георгиий Николаев
Георгий Николаевич — пирĕн маттур ентеш. Танăш ялĕнче 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ вăл. Пир-авăра илемлетекен ÿнерçĕ пулса тăнă. "Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекерен çакна пĕлме пулать. 1948—1949 тата 1957—1958 çулсенче Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕ. 34 çул тĕп хуламăрти пир-авăр комбиначĕн пусмасене илемлетекен фабрикинче ÿнерçĕре вăй хунă. Унăн ÿкерчĕкĕсемлĕ пир-авăра хамăр тата ют çĕр-шывсенчи 200 ытла куравра кăтартнă. Вĕсем Мускаври истори, Львоври, Тбилисири тата ытти хуласенчи музейсенче, Санкт-Петербургри Эрмитажра упранаççĕ. Ăна 1989 çулта РФ пир-авăр промышленность министерствин чи лайăх ÿнерçи тесе палăртнă. 1982 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ” хисеплĕ ят панă. 1975 çултанпа СССР Художникĕсен союзĕн членĕ. Ĕçне нумай медальсемпе хакланă. 
Г. Н. Николаев — халăхран тухнă ÿнерçĕ. Вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе тăван ялĕпе Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхне тата Трак ене мухтава кăларнă. Акă мĕнлерех хак панă çакна хамăрăн паллă тепĕр ентеш — искусствоведени кандидачĕ А. Г. Григорьев 1981 çулта пичетлесе кăларнă "Георгий Николаев. Произведенийĕсен куравĕ” кĕнекинче: "Пир-авăр искусстви пур халăхăн та авалранах аталаннă. Чăвашсем пир тĕртнипе ĕлĕкех тĕнчере палăрнă. 1950 çул хыççăн ăна промышленность никĕсĕ çинче аталантарма пуçларĕç. Хăйне евĕр шкул вăй илме тытăнчĕ. Пир-авăра ÿкерчĕксемпе илемлетессин пуçламăшĕнче шăпах Георгий Николаев тăнă”. 
Кĕнекерен ÿнерçĕ хăй ĕçĕнчи паллă маçтăр пулнине те пĕлме пулать. Калăпăр, 1960—1980 çулсенче çеç çĕр-шыври ятарлă илемлĕх канашĕнче унăн 600 ÿкерчĕкне йышăннă (çакă планпа пăхнинчен чылай нумайрах), вăл шутран 265-шне "чи лайăх” паллăпа (отрасльти пысăк рекорд), хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан 345 композицине производствăна кĕртнĕ. Георгий Николаевич ÿкерчĕкĕсемлĕ пусмасене 2—3 миллионшар метр кăларнă.
Г. Н. Николаев тинĕс авиацийĕнче 4 çул çурă хĕсметре тăнă 2-мĕш статьяри старшина. Пĕчĕклех ÿкерме юратнăскер, 1961 çултан республикăри пур курава тенĕ пекех хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Алжирти (1965), Тайландри (1966), ГДР-ти (1966, 1974), Пхеньянри (1967), Турцири (1967, 1985), Триполири (1969), Монголири (1971), Болгарири, Цейлонти, Венгрири, США (1972), Чехословакири (1973, 1976), Францири (1976) тата ытти çĕрти курав-ярмарккăсене те хутшăннă.
Георгий Николаевич ĕçĕсенче XIX—XX ĕмĕрсенчи вырăс текстилĕн ырă енĕсем палăраççĕ. Вĕсем тĕрлĕ енлĕхпе, хăйне евĕр лирикăпа уйрăлса тăраççĕ. Унăн тĕп енĕсенчен пĕри — ÿсен-тăран ÿкерчĕкĕ (чечексем, çулçăсем, курăк, туратсем, чечек çыххисем). Кашни эскизрах маçтăрăн уйрăм почеркне уççăнах курма пулать.
Графикăпа живопиç ĕçĕсенче ÿнерçĕ натюрмортсене ытларах кăмăллани сисĕнет. Çакна унăн "Стаканри розăсем”, "Астрăсем тата шур чечексем”, "Шурă çĕрти астрăсем”, "Вазăри астрăсем”, "Ирхи чечек çыххи” тата ытти натюрмортсем те яр-уççăн сăнлаççĕ.
Çав хушăрах Г. Н. Николаев ÿнерçĕ наци туйăмлĕ ĕçĕсемпе çеç лăпланса лармасть. Тăванла халăхсен, уйрăмах вырăссен теми патне çине-çинех таврăнать. Çакна ĕçĕсен ячĕсем те çирĕплетеççĕ: "Вырăс çаптаркки”, "Вырăс эрешĕ”, "Вырăс мануфактури”, "Вырăс пусми” тата ытти те.
Чăваш патшалăх художество музейĕнче Г. Н. Николаев ÿнерçĕ тĕрлĕ çулсенче хатĕрленĕ 159 произведени (эскизсем, пейзажсем, портретсем тата ытти те) упранать.



Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&pos=36&id=196487
Категори: Художниксем | Кам хушнă: mixaj_58 (20.08.2011) | Статья авторĕ: А.Яковлев
Миçе хут пăхнă: 504 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024