Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Тĕпчевçĕ-ăсчахсем

Григорий Алексеев профессор
Григорий Алексеевич Алексеев (10.12.1921, Çĕньял Чуракасси) — инженер, техника наукисен докторĕ, профессор (1983). 
Г.А.Алексеев Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă. Мускаври полиграфи институтĕнчен (1940) вĕренсе тухнă. 1946 çултанпа полиграфипе полиграфи машинисем тăвакан отрасльте ĕçленĕ: Коми АССРĕнчи республика типографийĕн директорĕ тата тĕп инженерĕ (1946—51), Карелипе Финлянди ССРĕн типографи директорĕ (1951—54), Рыбинск хулинчи "Проммаш” наукăпа тĕпчев институчĕн наукăпа тĕпчев филиалĕн начальникĕ (1954—1967); 1968 çултан пуçласа 1976 çулччен Рыбинскри авиаци технологи институчĕн материалсен сопротивленийĕн кафедрин пуçлăхĕ. 1981 çулта "Сăрлакан аппаратсен расчетпа проектлассин теорийĕ” темăпа доктор диссертацине хÿтĕленĕ. 1987 çултан пуçласа 1996 çулччен Чăваш патшалăх университечĕн материалсен сопротивленийĕ тата строительство механики кафедринче профессорта ĕçленĕ. Автоматла типографи туса хурассипе çыхăннă ыйтăва тĕпченĕ; кăткăс условисенче пĕчĕк форматлă хаçатсем тата листовкăсем пичетлемелли пĕчĕк калăпăшлă çăмăл конструкциллĕ пичет автоматне тунă. Япаласен механика шайĕнчи çĕнĕ деформаци тата конструкцисен шанчăклăхĕн концепцине тупса палăртнă. Чылай наука ĕçĕн, вăл шутра монографисен, авторĕ.
Категори: Тĕпчевçĕ-ăсчахсем | Кам хушнă: mixaj_58 (19.12.2012)
Миçе хут пăхнă: 457 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024