Юрий Филиппович Петров (19.4.1936 Упи ялĕнче ç.) — паразитолог, ветеринари наукин докторĕ (1980), профессор (1982). Раççей ял хуçалăх наукисен академикĕ. Ленинградри ветеринари институтĕнчен (1960) вĕренсе тухнă. 1960—1965 çулсенче Ленинград, Кокчетав облаçĕсенчи совхозсенче тĕп ветеринари врачĕнче, Чăваш Республикин ветеринари лабораторийĕн пай заведующийĕнче ĕçленĕ. 1965—74 кайăк чирĕсен Пĕтĕм Раççейри наука сотрудникĕ (Ленинград). 1974 çултан Иваново ял хуçалăх патшалăх академийĕнче, ассистентран кафедра заведующийĕ таран ÿснĕ. Наука ĕçĕ-хĕлне Петров гельминтсен биологине тĕпчессине, эпизоотологине, патогенеза, гельминтозсен клиника картинине халалланă. Гельминтлă-протозойлă-бактери этиологин паразитлă тата ассоциациллĕ чирĕсене асăрхаттарас енĕпе вăл панă сĕнÿсем экономин пысăк уссине панă. Вăл отечествăлла çĕнĕ 3 антигельментик сĕннĕ. 500 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 10 монографин, федераци шайĕпе панă 16 сĕнÿ, 30 свидетельство тата 2 патент авторĕ. Вăл ертсе пынипе 26 доктор тата 69 кандидат диссертацийĕсене хатĕрленĕ В. Ф. Петровăн шăллĕ.
Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=241158 |