Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Композиторсем

Никита Чернышев
Трак ен тăрăхĕ культурăпа искусство çыннисемпе чăнахах пуяннине çулленех вĕсен пултарулăх каçĕсене район тата республика шайĕнче йĕркелени тепĕр хут яр уççăн çирĕплетет. Анчах эпир халĕ пирĕн хушăмăрта çук пултарулăх çыннисен кун-çулĕнчи хăш-пĕр тапхăрне пĕтĕмпех пĕлетпĕр-и-ха? Çук, пулĕ. Çакна Мускавра пурăнакан Юрий Никитич Чернышев нумаях пулмасть районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцине ярса панă çырăвĕ те аван çирĕплетет. Унта вăл ашшĕн — Никита Константинович Чернышев-Шетмĕн — композиторăн, музыка режиссерĕн, халăхран тухнă артистăн — кун-çулне тишкерет. 

                                             1. Ачалăх 

Пирĕн атте — пулас композитор Никита Чернышев — 1911 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Çĕньял Шетмĕ ялĕнчи ахаль хресчен çемйинче çуралнă. Чернышевсен пысăк çемйинче тăватă ача çитĕннĕ: Александр, Никита, Роман тата Евлампия. Вĕсем вăл вăхăтшăн пĕчĕкех мар пÿрт-çуртра пурăннă, улма-çырла паракан сад пулнă. 
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Атăл тăрăхĕнчи выçлăха пула Чернышев-аслисем хăйсен икĕ аслă ывăлне пурнăçне сыхласа хăварма, килтен аякка тухса кайма сĕнÿ параççĕ. Лешсем çапла тăваççĕ те. Вĕсенчен пĕри ман атте пулнă та. Шăпа хайхискерсене Петрограда илсе çитерет. Анчах кунта та вĕсене пыллă-çуллă пурнăç кĕтмест, кĕлмĕçленсе-ыйткаласа çÿреме пуçлаççĕ. Часах килсĕр, çапкаланса çÿрекен ачасене асăрхаççĕ, ача-пăча çуртне вырнаçтараççĕ. Шăпах çакăнта вĕсем алла пирвайхи хут сĕрме купăс (скрипка) тытса кураççĕ, фортепиано умне лараççĕ. 
1927 çул. Чернышевсен икĕ ывăлĕ чăвашсен тĕп хулине Шупашкара таврăнаççĕ. Кĕвĕ патне пур туртăм çул Никитана çулталăкран хулари музыка шкулне илсе çитерет. Асăннă шкула пĕтерсен вăл музыкăпа театр техникумне вĕренме кĕрет, контрабас класĕнче пĕлÿ пухать. 
Техникумра вĕреннĕ çулсем унăн асĕнчен тухман. Студент çулĕсенчи сăн ÿкерчĕксене пăхса ларнă май эпĕ тăтăшах аттерен кашнин пирки кĕскен те пулин каласа пама ыйтаттăм. Вăл вĕсенче сăнланнă чылай çынсене ятран, хушаматран, ашшĕ ятĕнчен асăнатчĕ. Владимир Михайлович Кривоносов педагог-композитор патне çитсен сăнĕ çуталса каятчĕ, ун пирки питĕ ăшшăн каласа паратчĕ. В. Кривоносов Г. Хирбюна, Ф. Лукина, Г. Лебедева музыка тĕнчине тухма çул уçса панă, çынлăх туйăмне вĕрентнĕ, каярах вĕсем чăн-чăн классиксем пулса тăнă, музыка культуринче пысăк тÿпе хывнă. Çак уйрăмрах ман атте те вĕреннĕ. Иккĕмĕш курсра чухне Н. Чернышев юрăсем кĕвĕлеме пуçланă, хăйĕн юлташĕпе Леонид Пушкайпа (Куславкка) тăван Çĕньял Шетмĕне халалласа юрă кĕвĕлеççĕ. Çамрăк студентсем савăнăçне ниçта хураймаççĕ, вĕсем кĕвĕленĕ юрра 1932 çулта республикăра тухса тăракан "Ялав" журналта кун çути параççĕ-çке. Çав тапхăрта асăннă техникумра студентсене çавăн пекех С. Максимов, В. Воробьев, Г. Лисков, И. Люблин, С. Габер, ыттисем вĕрентнĕ. 

                                       2. Диплом илнĕ хыççăн яла... 

Алла диплом илсен 23 çулти каччă театрпа интересленсе каять. 1934 çулта вăл Н. Кудрявцевпа пĕрле Куславккана пĕрремĕш колхоз театрĕ йĕркелеме тухса каять. Часах кунта унăн юлташĕ Л. Пушкай çитет. Йăпăртлăха иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем патне таврăнар-ха. Чăваш Ен — аграрлă республика. Вăл çулсенче чи малтан коллективизаципе индустриализаци ыйтăвĕсене татса памалла пулнă. Анчах республика ертÿçисем культура ыйтăвне те иккĕмĕш вырăна хăварман: ялсенче клубсемпе кану çурчĕсем уçăлнă, пултарулăх коллективĕсем йĕркелеме тытăннă, хулапа ял хушшинчи тан марлăха пĕтерме тĕллев лартнă. Пĕрре шутласан тĕлĕнмелле: хресчен çемйинчен тухнăскер Турă панă пултарулăха чăн-чăн культурăна хывма пултарнă, кун-çулне тăван Чăваш Ен çĕрĕпе çыхăнтарнă. Мĕн çĕре кĕричченех вăл тăван халăхĕпе пĕрле пулнă, унăн сывлăшĕпе сывланă. Çакă вара ăна вăй-хал тата хавхалану панă. 
Вăл вăхăтра республикăра 3 колхоз театрĕ ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕринче çеç, Куславккара, музыка режиссерĕ пулса ятарлă пĕлÿллĕ Н. Чернышев вăй хунă. Театрсем хăйсен репертуарне И. Максимов-Кошкинский, А. Кăлкан, П. Осипов драматургсем çырнă пьесăсене çеç мар, Мольер, Шиллер произведенийĕсене те кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа, ялсенче культура пурнăçĕ вĕресе тăма çеç тытăннă. Тата çакна палăртасшăн: паллах Н. Чернышев оперăпа симфони, ораторипе увертюра çырман, унăн балетсемпе кинофильмсем валли кĕвĕсем çук, анчах вăл хăйĕн произведенийĕсемпе классика шкулĕн чăн-чăн композиторĕ пулнине кăтартса панă. 
Анчах вăл вăхăтри сталинла режима пула нумай-нумай пултаруллă çыннăн юратнă ĕçне хăварма тивнĕ. 1935 çулта Куславккара Никита Константиновичăн тусне Л. Пушкая репрессилеççĕ. Театрăн çамрăк режиссерĕ 10 çул Джамбулти юсанса ĕçлемелли лагерьсенче ирттерет.
Çав çулсенче Н. Чернышева пĕрре çеç мар тусĕ патĕнче пулма тивет, ăна халалласа вăл вальс кĕвĕлет. 
Куславккари колхоз театрĕн çуртĕнче пушар тухать, çавна май театр Первомайскине куçса каять. 
Анчах пултаруллă çамрăка ертÿçĕсем асăрхаман мар. Пушкăрт Республикин правительстви ыйтнипе 1935 çулта Чăваш Енри чи ăста та пултаруллă культура ĕçченĕсен пĕр йышĕ унта чăвашсем йышлă пурăнакан Бежбуляк тăрăхне тухса каять. Тĕллевĕ — чăваш ялĕнче куçса çÿрекен чăваш театрне йĕркелесси. Делегаци йышĕнче — А. Каттай поэт, Н. Чернышев-Шетмĕ композитор, 17 çулхи Т. Фандеев баянист (каярах Чăваш Енри паллă композитор), Н. Айзман драматург. 2010 çулта тăванла республикăри чăвашсем театр йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине паллă турĕç. Ăна "халăх театрĕ” ятне панă. 
1936 çул. Н. Чернышева Патăрьелĕнчи колхоз театрне пулăшу кÿме чĕнеççĕ. Ун чухне унта тĕп режиссер пулса В. Фролов ĕçленĕ. Икĕ тус пултаруллă коллектив йĕркелеме вăй-хал çитерет. Вăл тапхăрта Патăрьелĕнчи колхоз театрĕ хулари коллективсемпе конкуренцие тухнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Атте çапла çырать: "халăха "Айтар” спектакль питех те килĕшрĕ, çавăнпа та ăна миçе хутчен сцена çине кăлармарăмăр пулĕ”. 

                                         3. Вăрçă çулĕсем 

1940 çулта Н. Чернышев Шупашкара куçса килет, патшалăх филармонийĕнче баянист пулса ĕçлет. Анчах Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни унăн мĕн пур тĕллевĕсене татать. 1941 çулхи августра атте фронта ăсанать. Тăван çĕр-шывшăн йывăр вăхăтра вăл офицерсен шкулне лекет. 1942—1946 çулсенче Н. Чернышев — Ленинград çар округĕнчи юрăпа ташă ансамблĕн баянисчĕ тата музыка ертÿçи. 900 куна пынă блокадăна хăй куçĕпе курать. Атте вăрçăн калама çук йывăр условийĕсенче те чун туртăмне пăрахмасть, Л. Ошанин çырнă "На Берлин” сăвва юрра хывать. Çар консультанчĕ С. Аксюк çапла хак панă ăна: "Эпĕ сирĕн юрăпа паллашрăм. Питех те кăмăла кайрĕ. Ăна фронтсенчи халăх пултарулăх коллективĕсен хăйсен репертуарне кĕртме май пур”. Атте 1946 çулта демобилизаци йĕркипе тăван ялне таврăнать. 

                                          4. Çул хыççăн çул... 

Вăрçă кĕрленĕ çулсенче атте хăйĕн тусĕпе В. Фроловпа çыру çÿретнĕ. Киле таврăнсан вăл ăна Йĕпреçе ĕçлеме пыма чĕнет. Çапла хаклă çыннăм 1947 çулта кунти колхоз театрĕнче актер-музыка режиссерĕ пулса ĕçе тытăнать. Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн театра реорганизацилеççĕ, Нурăспа Йĕпреç театрĕсене пĕр çĕре пĕрлештереççĕ. Акă мĕнлерех çырать хăйĕн "Йĕпреç тăрăхĕ” кĕнекинче Г. Матвеев: "Республикăн Йĕпреçри патшалăх иккĕмĕш театрĕ Чăваш Енри профессиллĕ театрсенчен чи лайăххи пулнă. Вăл пысăк йывăрлăхсемпе йĕркеленсе кайнă. Малтанхи вăхăтра пĕр сĕтел-пукан та, нимĕнле оборудовани те, артистсем валли костюмсем те, сценăна илемлетме материалсем те пулман. Йывăрлăхран тухма ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи искусство енĕпе ĕçлекен управлени тата хăш-пĕр предприятисем укçа-тенкĕпе пулăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçăчченех театрта К. Терентьев, П. Григорьев, Ф. Митюкова, Ф. Фаяльская артистсем, В. Васильев баянист, А. Самарин художник ĕçленĕ. Йĕпреç театрĕ валли ятарласа И. Максимов-Кошкинский "Телейлĕ çуркунне” пьеса çырнă. Асăннă спектакле халăх питех те килĕштернĕ. Театр коллективĕ тăтăшах гастрольсене тухса çÿренĕ. Вĕсенче профессиллĕ артистсемпе пĕрлех хăй тĕллĕн вĕреннĕ пултарулăх çыннисем те пулнă. Иккĕмĕш сезон (1947 ç.) икĕ çĕнĕ спектакльпе — "Полк ывăлĕ” (В. Катаевăн "Сын полка”) тата И. Максимов-Кошкинскин "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан” музыка комедийĕ — уçăлнă. Иккĕмĕш премьерăн музыкине Н. Чернышев çырнă. Ăна Д. Данилов театроведпа Н. Айзман драматург пысăк хак панă. Çакна палăртмалла: Никита Константинович пултарулăхĕпе тахçанах композиторсен цехĕн патриархĕ В. Воробьев интересленет. ЧАССР Композиторсен Союзĕн оргкомитечĕн 1947 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Н. К. Чернышева "композиторсен Союзĕн членĕн кандидатне” илнĕ. Пĕтĕм Союзри Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен Выставкине кайма хатĕрленсе театр хăйĕн чи лайăх виçĕ спектакльне кăтартма палăртнă. Çавна май РСФСР Министрсен Совечĕ çумĕнчи искусствăсем енĕпе ĕçлекен Управлени коллектива çĕнĕ костюмсем, техникăлла хатĕрсем тата автомашина парнеленĕ. Шел пулин те, паллă мар сăлтавсене пула коллективăн Мускава кайма май килмен”. 
Кĕнеке авторĕ театр коллективĕнчи пултаруллă çынсене — композитор-артиста Н. Чернышев-Шетмĕне, художник-артиста А. Самарина, Г. Митрофанов музыканта (атте театртан кайсан вăл ăна улăштарнă), ыттисене лайăхпа асăнать. 1948 çулта театр Йĕпреçрен Канаша куçса каять, вăрман поселокĕнчи çынсем пирки ырă аса илÿ хăварать. 
Атте Йĕпреçе тăрса юлать, районти культура çуртне илемлĕх ертÿçи пулса ĕçе вырнаçать, пултарулăх ĕçĕпе малалла ĕçлет. Эпир поселокри Киров урамĕнчи 22-мĕш çуртра пурăнаттăмăр. Кунта Леонид пичче (1949 ç.), эпĕ (1953 ç., ун чухне атте Шупашкарта, Ĕçпе юрă уявĕнче пулнă) çуралнă. Аннене Феодосия Лукинична Чугунова тесе чĕннĕ. Вăл 30-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх филармонийĕн солистки пулнă. Вăл час-часах çапла шÿтлетчĕ: "Пирĕн çурт мана халăх пултарулăхĕн пĕр-пĕр çуртне аса илтерет”. Кунта республикăри чылай поэтсемпе писательсем, композиторсем пулнă: А. Каттай, Н. Айзман, Т. Фандеев, Г. Митрофанов, ыттисем. 1959 çулта ача-пăча садне анлăлатнă май эпир пурăнакан çурт адресне улăштарчĕ, ăна Мир урамне куçарчĕç. 
1958 çулта аттене Канашри куçса çÿрекен колхоз театрне ĕçлеме чĕнеççĕ. Ун чухне унта директорта Л. Римов, тĕп режиссерта И. Краснов тăрăшнă. Вăл хăй юратнă ĕçĕсĕр тунсăхланăскер Канаша çул тытать. Н. Чернышев театр дирекцийĕпе килĕшÿ тăвать, спектакльсем валли кĕвĕсем çырать, тăтăшах сцена çине тухать. 1958 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнчи килĕшÿ паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Театрта лартнă И. Максимов-Кошкинскин "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан” спектакльне театр критикĕ, ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Михайлов "Жизнерадостный спектакль” статьяра лайăх енчен хак парать, Н. К. Чернышев-Шетмĕн пултарулăхне (спектакльти Никита Константинович кĕвĕленĕ "Хĕр тунсăхĕ”, "Колхоз хирĕсен вальсĕ”, ытти юрăсем) уйрăммăн палăртать. Çав вăхăтрах асăннă спектакле Шупашкарти театрсем те сцена çине кăлараççĕ. Юррисене А. Орлов-Шуçăм композитор кĕвĕлет. Шупашкар Канашпа конкуренцие тухать тейĕн. 

                                     5. Йĕпреç — иккĕмĕш кил 

1958 çул вĕçĕнче Н. Чернышев Йĕпреçе таврăнать. Эпир икĕ çемьене уйăрса панă коммуналлă йывăç çуртра пурăннă, 5 сотка çĕр, самаях çырла паракан чие йывăççисемлĕ палисадник пулнă. 1962 çулта эпир пурăнакан çурта радио кĕртсе пачĕç. Çапла Мускавран, Шупашкартан паракан передачăсене, чăвашла спектакльсене, музыка передачисене итлеме май пулчĕ. Тепĕр çултан çеç Йĕпреç поселокне электричество çути çитрĕ, килсенче Ильич лампочки ялкăшма пуçларĕ. Унччен кунта пĕртен-пĕр дизель генераторĕ ĕçленĕ. Вăл поселокри предприятисемпе организацисене электроэнерги парса тăнă. Пурнăçĕ çăмăлах пулман пулин те, килте юрă-кĕвĕ валли яланах вырăн тупăннă. Атте сĕтел хушшине çĕнĕ юрă кĕвĕлеме ларнине паянхи евĕр астăватăп. Çакна кура, ăна чăрмантарас мар тесе, эпĕ кунĕпех уçă сывлăшра çÿреттĕм. Вăл тепĕр чухне тĕп ĕçне вĕçлемесĕр апат çиме те лармастчĕ. Унăн тĕп апачĕ кĕвĕ-музыка пулнă. Пушă вăхăтсенче эпĕ унран баянпа хăй килĕштерекен кĕвве выляса пама ыйтаттăм. Пÿртре Огинский полонезĕ янăратчĕ. Çапах та эпĕ вăл хăй çуралнă Çĕньял Шетмĕшĕн, тăван тăрăхшăн, тăвансемшĕн, ачалăхри туссемшĕн тунсăхланине туяттăм. Август уйăхĕнче атте тăван ялĕнчен çыру илет — шалкăм çапнипе Александр пиччĕшĕ хăйне япăх туять. Вăл çийĕнчех Çĕньял Шетмĕне кайма пуçтарăнчĕ, анне ыйтнипе мана та пĕрле илчĕ. Эпир Йĕпреç — Вăрнар — Нурăс урлă аттен тăван ялне çитрĕмĕр. Пире кукаçин кил- çурчĕ кĕтсе илчĕ, куç умне пысăк улмуççи сачĕ тухрĕ. Йывăç айĕнчи кравать çинче Саша кукка выртать. Вăл калаçаймасть, уйрăм сăмахсене кăна аран-аран калать. А. Чернышев Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, фронтра контузи илнĕ. Эпир аттепе унăн аппăшĕ — Евлампия Константиновна — патĕнче çĕр каçрăмăр. Çырма тĕпĕнче вырнаçнă çăлтан картлампа шыв ăсса килнине халĕ те манаймастăп. Мана кунти вырăнсем питех те кăмăла кайрĕç. Уйрăмах Шетмĕ юхан шывĕ. Атте юрă кĕвĕлеме пуçласан хăйĕн псевдонимне шăпах çак ята илнĕ те. Çакă ăна малашнехи творчество пурнăçĕнче хавхалантарса тăнă. Ку маншăн атте ялне кайса килнĕ пĕртен-пĕр çул çÿрев пулнă. 

                                            6. Юлашки кун-çулĕ 

Н. Чернышев-Шетмĕ 300 ытла юрă кĕвĕленĕ, сцена çине кăларнă 50 спектакльте унăн юррисем янăранă. Чылайăшĕ паянхи кунччен упранайман, вĕсене хаçатсемпе журналсенче кăна тупма пулать. Хăйĕн 60 çулхи юбилейĕ тĕлне хаклă çыннăм чăваш-вырăс юррисене пухса сборник кăларма ĕмĕтленнĕ. Анчах хăй пурăннă чухне вăл кун çути курайман. 
1977 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче композитор чĕри тапма чарăннă. Ăна Йĕпреç масарĕ çине пытарнă. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Май килнĕ таран вил тăприне пăхса тăма тăрăшатпăр. 34 çул хушшинче тимĕртен тунă палăк самаях кивелнĕ. Республикăн культура пурнăçĕнче палăрнă çынна хисеплесе, ятне палăртса чăн-чăн палăк лартмаллах. Ятарлă счет уçса çакăнта ентешсенчен, меценатсенчен, предприятисемпе организацисенчен хаçат урлă пулăшу ыйтатăп. Сирĕн ырă ĕçÿ халăх асĕнче юлĕ.

Ю.Чернышов, композиторăн ывăлĕ ("Ял пурнăçĕ", 24.02.2012)
Категори: Композиторсем | Кам хушнă: mixaj_58 (23.02.2012)
Миçе хут пăхнă: 1104 | Рейтинг: 4.5/2 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024