Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Районăн хисеплĕ гражданинĕсем

Георгий Сидоров
Г. С. Сидоров хамăр районти Янмурçин ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Сидор Сидоровичпа Пелагея Николаевна — пилĕк ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. 
1941 çулхи августăн 16-мĕшĕнче, Георгий çуралнă кун, ашшĕ фронта тухса кайнă. Вăрçă хирне ăна пĕтĕм ял ăсатнă. Георгий Сидорович çапла аса илет: "Çав кун анне питĕ хытă макăрчĕ, эпĕ вара, атте Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнăшăн питĕ мухтантăм”. Вăл, фронта кайнă май, мана çапла каласа хăварчĕ: "Эсĕ — асли, санран кĕçĕнреххисем виçĕ шăллу тата йăмăку. Аннÿ чирлет, эсĕ ман вырăна тăрса юлатăн”. Çу кунĕсенче Георгий аслисемпе пĕрле тăван хуçалăхра ĕçленĕ, вăл хресченĕн çăмăл мар ĕçне ирех туйса илнĕ: сухаланă, акнă, çуртрисене пăхнă, каярах вĕсене пухса кĕртнĕ. 
Г. Сидоров 1951 çулта хĕрлĕ дипломпа Чăваш пединститутне вĕренсе пĕтерет. Çав çулах ăна Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшри çичĕ çул вĕренмелли шкул директорне çирĕплетеççĕ. "Мана парти райкомĕн бюровĕнче çак должноçе çирĕплетни питех те интереслĕ пулса тухрĕ, — аса илет Геогрий Сидорович. — Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И. Александров ыйту пачĕ: "Сидоров юлташ, эсир шкул директорĕнче ĕçлесшĕн-и?”. "Опыт çук, укçа-тенкĕ ыйтăвне пĕлместĕп”. Сĕтел хушшинче ларакан В. Ленин ячĕллĕ колхоз председателĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ С. Коротков юнашар лартрĕ те çапла каларĕ: "Эпĕ сана финанс академине вĕрентĕп. Ан вăрла, ыттисене вăрлама ан пар, шкулта ăшă тата хăтлă пултăр тесе смета статйисене улăштар”. Ун чухне мĕн пур укçа шкула хутса ăшăтма кайнине вăл питĕ аван пĕлнĕ. Çамрăк директор мĕн пур вăйне шкула панă, ĕçтешĕсен опытне вĕреннĕ, нумай вуланă, республикăри паллă педагогсемпе çыру çÿретнĕ. Асăннă шкул пирки кĕçех районпа республика хаçачĕсенче çырма пуçланă. 
Тепĕр икĕ çултан Г. Сидорова асăннă районти Уравăш шкул директорне çирĕплетнĕ. Çамрăк директоршăн ку коллектив хăйне май лаборатори пулса тăнă. Вăл опытлă учительсенчен нумай вĕреннĕ, ыттисене пулăшнă. 
Çав çулсенче шăпах вĕренекенсене политехника пĕлĕвĕ парас йышăну тухнă. Уравăш шкулне "Чувашсельэлектро” кантурĕ электрогенератор, МТС гусеницăллă тата урапаллă тракторсем, хурт-хăмăр кантурĕ — автомашина, парти райкомĕ çăмăл автомашина панă. Учительсемпе вĕренекенсем хăйсен вăйĕпе вĕренÿ мастерскойĕсем тата электростанци туса лартнă. 
1959 çулта Г. Сидоров пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Ăна Вăрнар районĕн халăха вĕрентес ĕç пайĕн пуçлăхне куçараççĕ. Чăваш АССР Аслă Канашĕн йышăнăвне — вĕренĕве пурнăçпа çыхăнтарассине — туллин пурнăçлама сĕнеççĕ. Вăл тапхăрта Кĕçĕн Явăшри шкулăн вĕренекенсен бригадин ячĕ таврана саланнă пулнă. Бригада ертÿçинче математика учителĕ М. И. Илларионов тăнă. Çав çулсенче тата РСФСР Вĕрентÿ министерствин наци шкулĕсен Институчĕ Вăрманкасри базăллă вăтам шкулта вырăс чĕлхине наци шкулĕнче вĕренессипе эксперимент ирттернĕ. Вăрнарти вăтам шкулта ачасене физикăпа математика предмечĕсене тарăннăн вĕрентнĕ. Районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующийĕ хăй те вĕреннĕ. Асăннă çулсенче Г. Сидоров Чăваш патшалăх пединститучĕн тата икĕ факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл республикăра виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ пĕртен пĕр педагог пулса тăнă. Вăрнар районĕнче учительте, шкул директорĕнче, РОНО заведующийĕнче ĕçлени çамрăк педагогшăн чăн-чăн педагогика академийĕ пулса тăнă. 
Г. Сидорова 1962 çулта Чăваш АССРĕн вĕрентÿ министрĕн çумне, тепĕр икĕ çултан республикăн вĕрентÿ министрĕ пулма çирĕплетеççĕ. Шăпах çав çулсенче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсен реформи пуçланнă. 1966-1970 çулсенче çĕр-шыври директивлă органсем пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парассине вĕçлеме палăртнă. Çав тапхăрта саккăрмĕш класран вĕренсе тухнисен 63-65 проценчĕ (РСФСРта 55 процент) тăххăрмĕшне, 18-20 проценчĕ (РСФСРта 10 процент) ĕçлекен çамрăксен каçхи шкулне, ыттисем техникумсемпе профтехучилищăсене вĕренме кĕнĕ. 
1973-1974 вĕренÿ çулĕ тĕлне, тĕпрен илсен, республикăра пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парас задачăна пурнăçланă. Наци шкулĕсенче чылай предмета вырăс чĕлхипе вĕрентме тытăннă май тăван чĕлхепе литературăна вĕрентмелли сехетсене чакарнă. Çавна май Чăваш енте Вĕрентÿ министерстви Раççей Вĕрентÿ министерствинчен VIII-Х классенче чăваш литературине вĕрентме сехетсене ÿстерме ыйтнă. Мускав пирĕннисен ыйтăвне тивĕçтернĕ. Пиллĕкмĕш класран предметсене вырăс чĕлхипе ÿстерме май панă. 
Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парас задачăна пурнăçланă май вĕренекенсен тата класс-комплектсен йышне ÿстернĕ, çакă вара шкул çурчĕсем çитменни патне илсе пынă. Капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ çитмен. Çавна май шкул çурчĕсене колхозсемпе совхозсен, промышленность предприятийĕсен шучĕпе тунă. Çуллен 10-12 пин вырăнлă шкулсем çĕкленĕ. Анчах яллă вырăнсенче цемент, кирпĕч, ытти строительство материалĕсем çитменрен шкул çурчĕсене йывăçран хăпартнă. 
1964-1973 çулсенче Чăваш ен вĕрентÿ ĕçĕнче ертсе пыракан регион шутланнă. Асăннă тапхăрта республика икĕ хутчен РСФСР Министрсен Совечĕпе ВЦСПСăн хĕрлĕ ялавне илме тивĕç пулнă. Çав çулсенче республикăн вĕрентÿ министрĕн çумĕнче ĕçленĕ П. В. Савельева çапла аса илет: "Министрăн ĕç кунĕ ирхине 7 сехетре пуçланнă, каçхине çеç вĕçленнĕ. Г. Сидоров докладсене хăй çырнă. Вăл питех те пултаруллă ертÿçĕччĕ. Унăн кабинечĕ педагогсем валли ялан уçăччĕ, министерство аппарачĕ йĕркеллĕ механизм евĕр ĕçлетчĕ”. Министр çумĕсем — М. Н. Никандрова, П. В. Савельева, Н. Я. Яковлев чуна парса тăрăшнă. Инспекторсен пайĕнче республикăри чи лайăх методистсем — В. С. Семенов, Н. Н. Кашаева, А. А. Золина, ыттисем вăй хунă. 
Г. Сидоров 1973-1976 çулсенче — Чăваш АССР Министрсен Совечĕн председателĕн çумĕ. Вăл социаллă министерствăсемшĕн, творчество союзĕсемшĕн яваплă пулнă. 1975 çулта республикăра 4 пин художество пултарулăх коллективĕ ĕçленĕ. Республика правительстви Георгий Сидоровича творчество союзĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатма хушнă. Çак тапхăрта литературăпа исскуство ĕçченĕсен пултарулăхĕ чылай ÿснĕ, вĕсенчен чылайăшĕ РСФСР тата Чăваш АССР Патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ. Чăваш ен художникĕсем хăйсен ĕçĕсене "Пысăк Атăл” (1974 çул, Горький), Пĕтĕм Раççейри "Ĕçе мухтав” выставкăсене тăратнă. 
1976 çулхи ноябрьте Г. С. Сидорова И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн заочнăй вĕрентĕвĕн проректорне лартаççĕ. 1984 çулхи майăн 17-мĕшĕнче партин Чăваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Совечĕ сĕннипе Георгий Сидоровича асăннă аслă шкул ректорне çирĕплетеççĕ. Институтра çĕнĕ факультетсем — шкул çулне çитменнисен, технологипе экономика, истори, чăваш филологийĕ — уçăлаççĕ. 8 специальноçпа аспирантура, 2 специальноçпа докторантура уçма май килнĕ. Вăл тăрăшнипе кандидат диссертацийĕ хÿтĕлеме — 3, доктор диссертацийĕ хÿтĕлеме 2 ятарлă канаш уçнă. Учитель кадрĕсем хатĕрлессине лайăхлатас тĕллевпе ректорат, деканатсем, кафедрăсем шкулсемпе, педучилищăсемпе çыхăнăва çирĕплетме çĕнĕ формăсем шыранă, "институт-педагогика класĕсем — педагогика училищисем” вĕренÿ-наукăпа педагогика комплексĕ йĕркеленĕ. Мĕн пур хуласенче педагогика класĕсем уçнă. Вĕсен вĕренÿ планне "Педагогика никĕсĕсем” курс кĕртнĕ. 
Г. С. Сидоров аслă шкулăн пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе те чылай вăй хунă: 3 №-лĕ вĕренÿ корпусне хута янă, иккĕмĕш номерлĕ вĕренÿ корпусĕ çумне çурт тĕксе тунă, шкул çулне çитменнисен факультечĕ валли 280 вырăнлă çурт хатĕрленĕ. 1998 çулта институтран И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ туса хунă. Ĕçри йывăрлăха пăхмасăр Г. С. Сидоров наукăпа шырав ĕçĕнче те ăнăçлă вăй хурать. Вăл 1973 çулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Унта пирĕн ентеш республикăра пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парасси епле пынин ыйтăвĕсене çутатнă. Мана, вăл тапхăрта Мускаври В. И. Ленин ячĕллĕ патшалăх педагогика институчĕн аспирантне, Г. С. Сидоровăн диссертаци хÿтĕлевĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Наука ĕçне çĕр-шывăн педагогика наукисен академийĕн академикĕсем А. И. Пискунов, П. Р. Атутов, çĕр-шывăн педагогика наукисен академийĕн член-корреспонденчĕ И. Т. Огородников, наука докторĕсем Г. Н. Волков, В. А. Ротонберг, В. М. Кларин, М. Ф. Шабаева профессорсем, ыттисем пысăка хурса хакланă. 
Г. С. Сидоров 60 ытла наука ĕçĕн авторĕ, çав шутра "1966-1970 çулсенче Чăваш АССРĕнчи яш-кĕрĕме пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ пани” монографи те. Чăваш Республикинче вĕрентĕве аталантармалли патшалăх программине туса хатĕрленĕшĕн пирĕн ентеше Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн премине панă. 1996 çулта ăна педагогикăпа социаллă наукăсен Академийĕн академикне суйланă. 
Г. С. Сидоровăн чăваш халăхне çутта кăларас çĕрти ĕçне çĕр-шыв тивĕçлипе хакланă. Ăна икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп палли” орденсемпе, 5 медальпе, тĕрлĕ паллăсемпе наградăланă. Унăн педагогикăри чи пысăк награда — К. Д. Ушинский медалĕ — пур. Вăл "Чăваш Республикинчи вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, "Раççейри аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Георгий Сидорович виçĕ созыв ЧАССР Аслă Канашĕн, Шупашкар хулин, Вăрнар райсовечĕн депутачĕ, СССР, ЧАССР учителĕсен мĕн пур сăезчĕсен делегачĕ пулнă. 
Пурнăçăн пуян опычĕ, пысăк профессионализм, обществăпа патшалăх деятелĕн тулли таланчĕ, халăха вĕрентес ĕçĕн ученăйĕн, педагогĕн тата йĕркелÿçин пултарулăхĕ ăна Чăваш Енти студентсемпе çамрăксен, ашшĕ-амăшĕн, учительсемпе культура ĕçченĕсен умĕнче пысăк авторитетпа палăрма май панă. Паянхи кун Г. С. Сидоров тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вăл тăван университетпа çыхăну татмасть, час-часах студентсен аудиторийĕнче пулать, наукăпа практика конференцийĕсенче тухса калаçать.

Категори: Районăн хисеплĕ гражданинĕсем | Кам хушнă: mixaj_58 (12.01.2010)
Миçе хут пăхнă: 589 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024