Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем

Иван Тихонов партизан
Иван Тихонович Тихонов 1922 çулта хамăр районти Шăмар-Тусай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, Степан ятлă пиччĕшĕпе ашшĕн шăллĕ Николай Иванович Кошкин çемйинче ÿснĕ. Вĕсене ялта Кушак Çтаппанĕ, Кушак Йăванĕ тесе чĕннĕ. 
Иван Тихонов мĕн ачаллах колхозри пур ĕçе те кÿлĕннĕ. 1935 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă та малалла вĕренеймен вăл. 
1941 çулта И. Тихонова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вĕсен чаçĕ çĕр-шыв чиккинчен сакăр çухрăмра çеç тăракан хулара вырнаçнă пулнă. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсен вăл вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшманпа çапăçăва кĕрет. 
Пирĕн çарсем вăрçăн малтанхи тапхăрĕнчех чакма тытăнаççĕ. Украинăри Белая Церковь хулишĕн пынă тытăçура çывăхрах снаряд çурăлнипе тăнсăр пулса (контузи илсе) вăрçă хирĕнчех, тăшман тылĕнче выртса юлать. Ăна, вырăнти çынсем тупса, Киев хулинче хамăрăннисем вăрттăн йĕркеленĕ госпитале илсе кайса вырнаçтараççĕ. Кунта вăл темиçе кунтан çеç тăна кĕрет. 
Сывалса çитсен Хĕрлĕ Çар командирĕсем чылай тĕрĕсленĕ хыççăн 19 çулхи çамрăка пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç — нимĕçсен тылĕнче партизансен отрядне йĕркелеме хушаççĕ. Пирĕн ентеш украинецсен тумне тăхăнса Житомир облаçне тухса каять. Хăйне панă задание пурнăçлас тĕллевпе вăл Дзержинск районĕнчи Быковка салинче пурăнакан Марта ятлă çамрăк хĕрарăма шыраса тупать. Марта пирĕн çарсем каялла чакнă вăхăтра нимĕçсен тылĕнче диверси ĕçĕсем тума ятарласа хăварнă çын пулнă. Вăл Иван Тихонова Вера Здавацкая комсомолкăпа паллаштарать, пытарса хунă минăсемпе тол шашкисен вырăнне кăтартать. Çапла вĕсем виççĕн пĕр пĕчĕк ушкăна пĕрлешеççĕ. Кĕçех таврари ялсенче фашистсене хирĕç çырнă, "НПР-3” тесе алă пуснă листовкăсем саланаççĕ. Ку ушкăн пĕр пуйăса йăвантарса ярать тата ытти диверсиллĕ ĕçсем тăвать. Çак, паллах, нимĕçсене канăç памасть ĕнтĕ. Вĕсем "НПР-3” ушкăна çине тăрсах шырама тытăнаççĕ. Тем пек сыхлансан та нимĕçсен аллине лекес хăрушлăх вăйлансах пырать. Çавăнпа вĕсем вăрмана тарса паллакан лесник патне пыраççĕ. Лешĕ вĕсене тĕрлĕ майпа нимĕçсен тылне лекнĕ уйрăм çÿрекен совет салтакĕсемпе курнăçма пулăшать. Çав салтаксене пухса вĕсем партизансен пĕчĕк отрядне йĕркелеççĕ, ăна Хĕрлĕ Çарта политрук пулнă Иван Сахнюк ертсе пыма тытăнать. Учительте ĕçленĕ Степан Левченко штаб начальникĕ пулать. Отряд пĕчĕккĕн ÿссе пырать, фашистсен пĕчĕк ушкăнĕсем çине тапăнса вĕсенчен туртса илнĕ хĕç-пăшалпа пуянланса вăйланать. Вĕсем тăшмана сахал мар сиен кÿреççĕ. Житомир облаçĕнчи чукун çулсене, кĕперсене аркатса нумай вăхăт пуйăссене çÿреме чăрмантараççĕ. Вăхăт иртнĕ май отрядăн йышĕ çеç мар, чапĕ те ÿссе пырать. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен пĕлтерекен хыпар Украинăри Маликов ертсе пыракан партизансен пĕрлешĕвĕ патне те çитет. Çак пĕрлешÿ штабĕ йышăннипе Сахнюк отрячĕ Маликов пĕрлешĕвĕн 7-мĕш батальонĕ пулса тăрать. 
Иван Тихонова виçĕ уйăхлăха хĕç-пăшал инструкторĕн курсне яраççĕ. Вĕренсе килсен вăл снайперсем хатĕрлеме тытăнать, партизансене тăшманран туртса илнĕ хĕç-пăшалпа усă курма вĕрентет. 
Фашистсем вĕсене пур енчен те хупăрласа илеççĕ. Партизансен пурнăçĕ йывăрланса çитет. Умра — питĕ хаяр çапăçусем... "Апат-çимĕç çитменнине пула 2—3-шер кун выçă пурăнни те пулнă”, — аса илнĕ Йăван. И. Тихонов ертсе пынипе 6 партизан нимĕçсен тумне тăхăнса çул çине тухаççĕ. Тăшман автомашинине чарса водительпе юнашар ларса пыракан нимĕçе вĕлереççĕ, шоферне автоматпа хăратса Новгород-Волынски хулинчи аш-какай комбинатне кайма сĕнеççĕ. Комбинатра нимĕç чĕлхине аван пĕлекен Свиридов хушаматлă партизан суя накладнойсем кăтартса 500 килограмм кăлпасси тиесе тухать.

Кунта партизансен кашни кунĕнчи пурнăçĕ çинчен çырса кăтартма май çук. Сăмахран, Барановичи хулинче тир-сăран заводне çунтарса яраççĕ, Бердичеври чукун çул станцийĕнче тупăсемпе снарядсем, патронсем тиенĕ пуйăса, Коростеньпе Сарны, Житомирпе Мозырь хулисем хушшинчи чукун çул кĕперĕсене пуйăссемпе пĕрле сирпĕтеççĕ. Вĕсенче пуринче те Иван Тихонов хутшăннă, чылайăшне вăл ертсе пыракан отряд пурнăçланă. 
Фашистсен партизансемпе кĕрешме ятарласа хатĕрленĕ "СС” отрячĕсем çине-çинех тапăнса хĕсме тытăнаççĕ. Çавăнпа партизансен пĕрлешĕвĕн командирĕ Маликов хушнипе Сахнюк батальонĕ Белоруссири вăрмансене куçать. Кĕçех Иван Тихонов танксем тиенĕ эшелона сирпĕтет, фашистсен лагерĕнчен 25 çынна хăтарать. 
Пирĕннисем фронтра тăшмана кунран-кун хĕвел анăçнелле хăвалаççĕ. Пĕррехинче партизансем патне Белоруссинчи Чапаевка ялĕнчен пĕр хĕр ача чупса пырать те фашистсем ял çыннисене чиркÿне хăваласа пухни çинчен макăра-макăра пĕлтерет. Сахнюк батальонĕ çав яла васкаса тухса каять. 
Фашистсем ял çыннисен пĕр ушкăнне йывăç чиркÿне хупса хунă, алăкĕсене тĕкĕлесе питĕрнĕ те ăна бензинпа сапса çунтарма хатĕрленнĕ. Тихонов взвочĕ чиркÿ патне пуринчен малтан çитет, тăшман çине тапăнса ăна тĕп тăвать, çынсене тискер вилĕмрен çăлать. Партизансем ялти фашистсен гарнизонĕпе 3 сехет ытла çапăçаççĕ. Вĕсене çĕнтерсе яла совет салтакĕсем çитиччен тытса тăраççĕ. 
Партизансемшĕн вăрçă вĕçленнĕ ĕнтĕ. Иван Тихонов Ровно облаçĕнчи Здолбуново чукун çул станцийĕнче ĕçлеме тытăнать. 
Анчах фашистсене пĕтĕмпех тĕп туман-ха. Фронтра хаяр çапăçусем пыраççĕ. Совет Çарĕ хамăр çĕр-шыва тăшмансенчен тасатса кÿршĕ патшалăхсенчи халăха ирĕке кăларассишĕн çапăçать, Германи еннелле васкать. 
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Польша, Чехословаки, Югослави, Франци, Итали, Бельги çĕрĕсем çинче темиçе пин совет салтакĕ вырăнти çынсемпе пĕрле фашистсене хирĕç кĕрешнĕ. Сăмахран, 1944 çулта Польша çĕрĕ çинче 12 пин совет партизанĕ çапăçнă. 
1944 çулхи август уйăхĕнче словаксем хăйсен фашистсем майлă марионетлă правительствине хирĕç восстани пуçлаççĕ, ăна çĕнтерсе влаçа хăйсен аллине илеççĕ. Нимĕç фашисчĕсем çак халăха хирĕç пысăк вăй ярса çапăçма тытăнаççĕ. Совет правительстви хăйсен ирĕклĕхĕшĕн юн тăкакан халăха пур майпа та пулăшма тăрăшать. Совет Çарĕ Чехословаки еннелле васкама тытăнать, тăшмансен тылĕнче разведкăпа диверси ĕçĕсене туса пыма партизансен ушкăнне хатĕрлеме палăртать. Кунта Украинăпа Белорусси çĕрĕсем çинче хастарлăх кăтартнă партизансене çеç, çав шутра Тихонова та, суйласа илеççĕ. Ăна пулеметчиксен взвочĕн командирне çирĕплетеççĕ. Икĕ уйăх тĕплĕ хатĕрленнĕ хыççăн Щорс ячĕллĕ Владимир Семенович Мацнев ертсе пыракан отряд Польша çĕрĕнчи фронт линийĕ урлă каçать. Кĕçех 80 çынтан тăракан партизансен отрячĕпе фашистсем хушшинче вăйлă çапăçусем пуçланаççĕ. Партизансем Польшăн кăнтăр пайĕнчи туллă-сăртлă вырăнсенче темиçе кун хушши хĕрÿллĕн çапăçса, 150 çухрăм ытла малалла кайса, Живец хули патне тухаççĕ. 
Польшăпа Чехословаки чиккинче фашистсем партизансен отрядне пур енчен те çавăрса илеççĕ. Вилĕмлĕ çапăçусем пуçланаççĕ. Кунта Тихоновăн пулеметчикĕсем яланах малти ретре, чи хăрушă вырăнсенче пулнă, тăшманăн салтакĕсемпе офицерĕсене чылай леш тĕнчене ăсатнă е амантнă, вĕсен вăйне хавшатнă. Чи йывăр тапхăрта Тихонов юлташĕсене пуринчен малтан атакăна çĕклет. Фашистсем чăтаймасăр чакма тытăнаççĕ. Анчах нимĕçсем çав-çавах канăç памаççĕ-ха. 
Верхние Матяшовцы ялĕ патĕнче уйрăмах йывăр çапăçусем пулса иртеççĕ. Тăшман пур енчен те çавăрса илсе партизансене капкăна çаклатасшăн. Вĕсем чылай пысăк вăйпа икĕ хутчен пырса тапăнаççĕ, анчах çĕнтереймеççĕ. Кун хыççăн гаубицăсемпе минометсенчен вĕçĕ-хĕррисĕр пеме тытăнаççĕ, пуç çĕклеме те памаççĕ. Çак вăхăтра Тихонов хăйĕн взводне каялла чакса лайăхрах позици йышăнма хушать. Ку вăхăт тĕлне пулеметчиксем меллĕ вырăн тупса вырнаçма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсем фашистсене çывăха ярса, çавапа çулнă пек, 50 çынна ытла та тĕп тăваççĕ. Тăшман çавах тапăнма пăрахмасть-ха. Каçченех çапăçусем пыраççĕ. Тĕттĕм пулсан тин Тихонов взвочĕ шăппăн пуçтарăнса Çурçĕр Карпат тăвĕсем хушшинче пытанса çухалать. 
Паллах, вырăнти çынсем партизансене яланах пулăшса тăнă: фашистсем вăй пухса тапăнма хатĕрленесси çинчен пĕлтернĕ, тусем хушшинчи вăрттăн çулсемпе илсе кайса тăшмансем çавăрса илесрен хăтарнă, хăй тĕллĕн çапăçакан пĕчĕк отрядсемпе çыхăнтарнă, апат-çимĕç, тумтир парса пулăшнă, хăйсем те партизансен ушкăнне хутшăннă. Çавна пула партизансен шучĕ яланах ÿссе пынă. 
Совет партизанĕсем словаксемпе пĕрле нумай ялсене нимĕçсенчен хăтарса хăйсен влаçне çирĕплетнĕ, кĕперсене, пуйăссене, фашистсен гарнизонĕсене аркатнă, тăшмана сахал мар сиен кÿнĕ.

Щорс ячĕллĕ отряд Моравски Остравари çеç мар, пĕтĕм Чехословакинчи партизансемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Тихонов отрядĕнче 70 çын ытла шутланнă. Унпа пĕрле тепĕр чăваш — Алексей Петрович Миронов çапăçнă. Вăрçă хыççăн вăл Тюмень облаçĕнче пурăннă.

Пĕррехинче артиллери пулăшнипе Карпат тăвĕсем хушшинчи Жидьяр айлăмĕнче тăракан отряд çине нимĕçсен тусем çинче çÿрекен йĕлтĕрçĕсен пысăк ушкăнĕ килсе тапăнать. Тихоновăн пулеметчикĕсем вĕсене тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ, пĕр çын юлмиччен тĕп тăваççĕ, анчах лару-тăру кунран-кун йывăрланса пырать. Нимĕç фашисчĕсем словаксен восстанине путараççĕ. Иван Тихонов çапăçакан партизансен отрячĕ каялла Польшăна куçать. 
Кунта вĕсем Краков, Закопане, Острава çывăхĕнче 5 пысăк кĕпер сирпĕтеççĕ, 13 эшелона йăвантарса яраççĕ, фашистсен нумай офицерĕсемпе салтакĕсене леш тĕнчене ăсатаççĕ. Закопане хулинчи гарнизона çĕнтерсе Совет Çарĕ киличчен тытса тăраççĕ. Çакăнпа Тусай паттăрĕн вăрçă терчĕсем вĕçленеççĕ. 
Совет правительстви çеç мар, Чехословаки правительстви те унăн пултарулăхĕпе паттăрлăхне пысăка хурса хакланă. Иван Тихонов кăкăрĕ çинче II степень Отечественнăй вăрçă орденĕ, "Отечественнăй вăрçă партизанне”, "Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем, Чехословакин "Паттăрлăхшăн” орденĕпе "Словаки восстанийĕн ветеранне” медальсем ялкăшаççĕ. 
Тăван яла таврăнсан ентеш каллех колхоз ĕçне тытăнать. Кладовщикра, бригадирта вăй хурать. Пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнĕшĕн вăл 3 хут Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин медалĕсене илме тивĕçлĕ пулать. 
Иван Тихонов хăй утса тухнă вăрçă çулĕсем çинчен каласа пама юратсах кайман. Украинăри вăрçă ветеранĕсен комитечĕн членĕ В. Мацнев ун патне янă çырăва курсан çеç ял-йыш ентешĕн вăрçăри ĕçĕсем çинчен пĕлнĕ.
Пирĕн хамăр историне, хамăр хушăра пурăннă паллă мар пек туйăнакан паттăрсене кашнинех пĕлмелле, вĕсене хисеплемелле, чысламалла, яланах асра тытмалла. Вĕсем яланах чăн мухтава тивĕçлĕ!

М.Прохоров 


Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=222339
Категори: Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Кам хушнă: mixaj_58 (26.03.2012) | Статья авторĕ: Михаил Прохоров
Миçе хут пăхнă: 673 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024