Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем

Иван Уваров гварди аслă сержант
Пайсупин ялĕнчи Ухвар йăх-несĕлĕнчен тухнă Йăван. Ывăлĕсенчен — чи кĕçĕнни. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах виççĕмĕш уйăхран И. Уварова повестка тыттарнă. Вăл Чул хулана лекет. Кунта икĕ уйăх ытла вĕренсе кĕçĕн командир званине илет. Вăрçăри малтанхи тытăçусем И. Уваровшăн Мускав çывăхĕнчи Димитриев хулипе çыхăннă.
— Атака питĕ ăнăçлă вĕçленчĕ, тăшманăн малти линине çапса аркатрăмăр. Ун чухне эпĕ 2-мĕш номерлĕ танк çарĕн пĕрремĕш гварди стрелокĕсен бригадинче связистсен отделенийĕн командирĕ, взвод командирĕн заместителĕ пулнă, — аса илнĕччĕ фронтовик. — Пĕррехинче çапла, Мускав çывăхĕнчех, нимĕçсен ункине çаклантăмăр. Вăйсем тан мар. Контратакăна куçрăмăр. Çапăçуран виççĕн кăна тухрăмăр, взвод командирĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хучĕ.
Пирĕн çарсем наступлени хыççăн наступление куçнă. Можайск, Волоколамск хулисем ирĕке тухаççĕ. Пĕр тытăçура кăна ентешĕмĕр нимĕçсен 15 салтакне, пĕр офицерне леш тĕнчене ăсатать. Унсăр пуçне пирĕннисем чылай хĕç-пăшал туртса илеççĕ. Çак паттăрлăхшăн рота командирĕ кĕçĕн сержанта тав тăвать. Мускава хÿтĕленĕшĕн И. Уваровăн кăкăрĕ çине "За боевые заслуги” медаль çакса яраççĕ.
Смоленск çывăхĕнчи Груздево ялĕшĕн икĕ кун çапăçнă. Вăл алăран-алла темиçе хутчен те куçнă. Çакăнта И. Уваров питĕ йывăр аманать.
Пĕрремĕш Украина фрончĕ... Киевпа Житомир хулисене ирĕке кăларассишĕн хĕрÿ тытăçусем пыраççĕ. Пирĕннисем нимĕçсене хĕстере-хĕстере пырса Польша, Румыни çĕрĕсем çине кĕреççĕ. Польшăра И. Уваров иккĕмĕш хут пуçран суранланать.
— Пирĕн разведка Висла юхан шывĕ урлă нимĕçсем еннелле каçрĕ. Хăвăртрах çыхăну кирлĕ. Эпир кимĕпе каçма тытăнтăмăр, нимĕçсем сисрĕç, пирĕн тавралла тăхлан çумăрĕ çăвать. Задание пурнăçларăмăр, — паллашатпăр "Тăван юншăн” статьяри йĕркесемпе. — Мана, И. Уваров связиста, виççĕмĕш степеньлĕ "Мухтав” орденпа наградăларĕç.
Атăл хĕрринчен пуçласа Германие çитиччен утса тухнă салтак аттипе И. Уваров. Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕшĕн виçĕ орденпа 8 медале тивĕçнĕ вăл. Çав шутра — Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, III степеньлĕ Мухтав орденĕсем, "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, "Берлина ил-нĕшĕн”, "Мускава хÿтĕле-нĕшĕн”, "Германие çĕнтер-нĕшĕн”, "За боевые заслуги” медальсем тата ыттисем те.
* * * 
Килти сĕтел сунтăхĕ альбомсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе пуян М. Александрован. Ытларах кунта кил-йышпа çаптарнă сăн ÿкерчĕксем йышлă. 
— Сире "Одна из шести” альбом кăтартма юрать-и? Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче нимĕçсене тĕпрен çапса аркатнăранпа 40 çул тата Гварди, Хĕрлĕ ялавлă 2-мĕш танк çарĕнче фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçнă салтаксене халалланă. Альбомри 98-мĕш листара И. Уваров гварди аслă сержантăн, радистăн сăн ÿкерчĕкĕ те пур, — куçсене йăмăхтаракан хĕрлĕ хуплашкаллă кĕнеке-альбома ман паталла шуçтарчĕ М. Александрова. — Уçса пăхăр, паллашăр. 
Чăнах та, альбомра, ытти салтаксем пекех, И. Уваровăн сăн ÿкерчĕкне те вырнаçтарнă. Вăл Гвардейски ята илнĕ, Варшавски, Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ 186-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕнче çапăçнă-мĕн. Альбомра мĕн пурĕ 2200 ытла сăн ÿкерчĕк вырăн тупнă. 
Альбома кун çути кăтартас тĕлĕшпе 1971 çулта, çÿлерех асăннă çарта юн тăкнă ветерансен шухăш-сĕнĕвĕсене шута илнĕ, ятарлă редакци комиссине туса хунă. 
Вăл çине тăнипе сăн ÿкерчĕксене, вăрçăпа çыхăннă материалсене пухнă, унта çавăн пекех 2-мĕш танк çарĕнче тухса тăнă "Ленинское знамя” хаçатра пичетленнĕ чылай-чылай сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. 
— Кукаçи 87 çула çитсен çĕре кĕчĕ. Кун-çулăн юлашки кунĕсене пирĕн патра пурăнса ирттерчĕ. Хăйпе пĕрле фронтра çапăçнă тус-юлташĕсене час-часах аса илетчĕ. Акă, Шупашкартан А. Лаврентьев гварди аслă сержант, Санкт-Петербургран батальонăн аслă фельдшерĕ, гварди майорĕ Ф. Квасневский, Украинăран А. Выдро, П. Выдро, М. Будренко тата ыттисем те çырусем çÿретнĕ унпа. Пурăннă чух пĕр-пĕрне манман, — тет И. Уваровăн мăнукĕ Т. Николаева.

Красноармейскинче Çĕнтерÿ паркĕнче Мухтав аллейи сăваплă вырăн пур. Унта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсенчен Аслă Çĕнтерÿпе çарăн икĕ орденĕпе таврăннă ентешсене сăн ÿкерчĕксемпех вырнаçтарнă. Çав шутра — Пайсупин ялĕнчи учитель, фронтовик, мухтавлă ентешĕмĕр Иван Уваров гварди аслă сержант та.

Г.Тусли


Çăлкуç: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=240444
Категори: Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.09.2012) | Статья авторĕ: Георгий Ефимов
Миçе хут пăхнă: 574 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024