Вениамин Филиппович Петров (9.5.1930 — Красноармейски районĕн Упи сали — 31.7.1999, Пермь хули) — санитари врачĕ, медицина наукисен докторĕ (1981), профессор (1985). Канашри фельдшер шкулĕнчен (1953), Пермьри медицина институтĕнчен (1959) вĕренсе тухнă. Красноармейски районĕнчи санитарипе эпидемиологи станцийĕнче (1953—54), Пермь облаçĕнчи санитари врачĕ, санитарин тĕп врачĕн пулăшаканĕ, Пермьри сывороткăпа вакцинăн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ, 1985 çултанпа — "Биомед” наукăпа производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. 170 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 5 монографи, 20 изобретени. Ю. Ф. Петровăн пиччĕшĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп палли” орденсемпе наградăланă. РСФСР Министрсен Совечĕн премийĕн лауреачĕ.
|