Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чи юратнă çыннăмсем” конкурсне ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн унăн çĕнтерỹçисене палăртнă. “Чи юратнă çыннăмсем” районти конкурса пĕтĕмпе 21 çын хутшăннă, вĕсем 25 ĕç тăратнă. Тупăшăва Трак енри шкулсенчи 3—11 классенче вĕренекенсем (вĕсене виçĕ ушкăна уйăрнă) тата поэзие кăмăллакансем хутшăннă. Кĕçĕн ушкăнра Чатукасси шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Альберт Андреев çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — “Юратнă анне” сăвăсемпе Красноармейски вăтам шкулĕн 5-мĕш класс вĕренекенĕсем Дмитрий Филипповпа Максим Богданов (вĕрентекенĕ — В. М. Михайлов). Богдан Андреев (Чатукасси)Тав хутне тивĕçнĕ. Вăтам ушк ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 537 | Хăçан хушнă: 25.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017" акцин йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ. Унта ЧНК Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата унăн çумĕ Юлия Анисимова та пур.

Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктантне Геннадий Волков этнопедагога халалалласа çырнă.

Аса илтерер: тăван чĕлхен пĕлĕвне ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре тĕрĕслеме пултарăпăр. Конкурс комиссине пĕлтĕр сакăр ĕç çитнĕ, кăçал - иккĕ. Икĕ автор та Геннадий Волков этнопедагога сума сунине палăртнă. Диктант çырма юрăхлă текста ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 15 сехетре суйлĕç. Ун чухнех ăна кам вулассине татса парĕç.

Миçе хут пăхнă: 508 | Хăçан хушнă: 12.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 Красноармейскинчи вăтам шкулăн 7-мĕш “а” класĕнче пĕлỹ илекен Юлия Артемьева республикăри вĕренекенсем хушшинче “Я в контакте с ПФР” конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Ăна тата унăн педагогне В. М. Михайлова РФ Пенси фончĕн Çĕрпỹри районсем хушшинчи Управленийĕн начальникĕ В. А. Генералова савăнăçлă лару-тăрура Дипломсем пачĕ. Валентина Анатольевна палăртнă тăрăх, асăннă конкурса пурĕ 150-ăн ытла хутшăннă. 6 районпа хулари 12 вĕренекен вара çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ, çав шутра — Красноармейскинчи Юлия Артемьева та. Вĕсем пурте РФ Пенси фончĕн Чăваш Енти уйрăмĕн Дипломĕсене тата конкурс партнерĕсен парнисене тивĕçнĕ. “Конкурсра çĕнтерни — Пенси фончĕ вĕрентỹ учрежденийĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçленин ỹсĕмĕ, — палăртрĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Красноармейскинчи вăтам шкул директорĕн çумĕ Л. Н. Крутова. — Ку çыхăнăвăн тĕп задачи — аслă классенче вĕренекенсене пулас пенси епле йĕркеленни пирки каласа ăнланта ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 438 | Хăçан хушнă: 11.04.2017 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Василий Васькин (Никитин) ăçта тата хăçан çуралнă?
  2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Василий Васькин хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта пичетленĕ?
  4. Василий Васькин пĕртен-пĕр поэма çырнă. Вăл мĕн çинчен тата ăçта пичетленнĕ?
  5. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан Василий алла винтовка тытса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вăл фашистсемпе хăш подразделени ретĕнче çапăçнă?
  6. Паттăр салтак хăш хулана хÿтĕленĕ чух пуçне хунă? Эсир çав хула çинчен мĕн пĕлетĕр?
  7. Василий Васькин поэт хăйĕн пултарулăхĕнче мĕнле-мĕнле темăсем хускатнă тата куçару ĕçĕнче мĕнпе палăрнă?
  8. Поэтăн сăвви-хайлавĕсем хăш-хăш кĕнекере кун çути курнă?
  9. Çак сăн ÿкерчĕкре кам ларать? Поэт шăпипе вăл мĕнле çыхăнн ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 373 | Хăçан хушнă: 09.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

- Сирĕн пултарулăхри малтанхи утăмсене «ирхи йĕрсенчех» шырамалла-тăр..

- Эпĕ ача чухне ялти Пушкин урамĕнче пурăнакан çамрăксем хаçата ăмăртмалла çыратчĕç. Çав хушаматсен хушшинче хамăн ятăма курас килетчĕ. Пĕррехинче ялти клуба Красноармейскинчен концерт лартма килнĕччĕ. Кун пирки çырса район хаçатне ярса патăм. Редакцирисем ăна пысăклатса, анлăлатса кăларни мана хавхалантарчĕ. Эпĕ ун чухне сăвăсем те шăрçалаттăм. Çав çулхинех \1956 çулта. - Авт.\ районти ялкорсен пухăвне хутшăнтăм. Республикăри ялкорсен канашлăвне те ярасшăнччĕ, Юрий Сементер манран ытларах сасă пухрĕ те шурă Шупашкара кайрĕ. Хĕсметре те салтак пурнăçĕ, туслăхĕ пирки сăвăсем çырса ярса параттăм.

- Янгер хушма ят мĕне пĕлтерет?

- Критика статйисене &laq ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 419 | Хăçан хушнă: 08.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта республика пĕлтерĕшлĕ чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен фестиваль-конференцийĕ иртнӗ. Ăна Чăваш наци конгресĕ, Çĕрпÿ район администрацийĕ тата Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен республикăри ассоциацийĕ йĕркеленĕ. Унта Шупашкар,  Красноармейски тăрăхĕнчи тата Çĕрпÿ енри шкулсенче ĕçлекен вĕрентекенсем пуçтарăннă. Фестивале хутшăнакансем Çĕрпÿ хулин 1-мĕш шкулĕнче наукăпа практика конференцийĕнче "Чăваш чĕлхи тата культури" темăпа докладсем итленĕ. Ҫӗрпӳри шкулти мероприятире Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ертӳҫи Татьяна Петрова ку тӑрӑхри чӑваш чӗлхипе культурин аталанӑвӗ пирки тухса калаҫнӑ. Красноармейски районӗнчен ҫитнӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем те докладсене тӗплӗн хатӗрленӗ. Сăмахран, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен В.М.Михайлов ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 440 | Хăçан хушнă: 08.04.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пуш уйăхĕн 24-25 мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе регионсем хушшинче «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» чаплă уяв иртрĕ. Пĕрремĕш кунне вăл Шупашкарти культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче пулчĕ. Унта Чăваш Республикин 19 районĕнчен тата Мурманск, Крым, Сарă ту, Самар, Пенза, Пушкăрт, Оренбург, Чĕмпĕр, Тюмень çĕрĕсенчен пуçтарăннă чăвашсем хăйсен авалхи тумĕпе паллаштарчĕç. Конкурс-куравра асатте-асаннесен ытарайми капăр çи-пуçĕ куçа илĕртсе тăчĕ. Акă ăçта иккен вăл пирĕн несĕлсен нимĕнпе виçейми тупри, пуянлăхĕ. Вăл – кĕмĕл тухья-хушпура, мăй çаккипе ум çаккинче, ама-теветре, чапчушка-вăчăрара, тĕрĕллĕ сурпансемпе масмаксенче, кĕпе-саппунсенче, яркăч-хÿресенче… Чăннипех те илемлĕ чăваш тумĕ! Курмалли, тĕлĕнмелли, сăнаса пăхмалли, хакламалли нумай пулчĕ уявра. Тури чăвашсен, анат енч ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 427 | Хăçан хушнă: 29.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ кĕркунне, авăн уйăхĕнче, Красноармейски салинче музей шырани асрах-ха. Малтанхи çурчĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Ăçта куçнине те пĕлтермен. Иртен-каян çĕнĕ вырăнне кăтартса ячĕ-ха. Анчах эпĕ палăртнă вырăнта та музей тесе çырнине курмарăм. Трак енсен аваллăхĕпе паллашасси пулмарĕ. Кăмăлăм юлчĕ ун чухне. Экспонатсене çаксан лайăх-и е курупкара упрасан шанчăклăрах-и? Унтанпа темиçе уйăх иртрĕ те - лару-тăру улшăннă пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен... Ленин урамĕнчи 70-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнчи çурма путвалта вырнаçнăскере паянхи кунчченех çынсем шыраса хăшкăлаççĕ. Кунта музей вырнаçнине кăтартакан пĕр паллă та çук. Тĕрĕссипе, аваллăх управçин путвалта мар, уйрăм çуртра пулмалла. «Музейĕн кивĕ çуртне 1961 çулта хута янă. Унта малтанах район хаçачĕн редакцийĕ пулнă. Редакци урăх вырăна куçсан садик хăтлăх тупнă, унтан шкул йышăннă. 1985 çулта кашни районтах музей тăвасси пирки хушу тухнă. Çав çулах пирĕн районта та музей ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 387 | Хăçан хушнă: 22.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноармейски районĕн Культура çуртĕнче регионсем хушшинче иртекен «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Трак енсем хăйсен арчи-çÿпçинчи капăр çи-пуçа халăха кăтартма пултарчĕç. Чăваш тумĕ вара чăннипех те капăр. Çав çипуçра халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, этикипе эстетики палăрса тăрать. Кашни капăрлăхĕ, кашни тĕрри-эрешĕ чунра лăпкăлăхпа мăнаçлăх çуратать. Кашни япали чăваш çыннин пултарулăхĕпе ăсталăхне, чун-чĕре пуянлăхне, сапăрлăхне кăтартать.

«Чăваш тумĕн ытамĕнче» конкурс-курава районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Антонина Никонорова) уçрĕ, чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ, авалхи чăваш тумĕпе, капăрлăхĕпе илемлетрĕ.

Куравра ытларах авалхи тата хальхи маçтăрсем тĕрлесе илемлетнĕ хĕрарăм тата арçын кĕписем, сурпансем, масмаксем, тутăрсем, саппунсем, хушпу-тухья, ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 350 | Хăçан хушнă: 09.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Районти культура çуртĕнче, Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне халалласа, йăлана кĕнĕ “Трак ен пики” конкурс иртнĕ. Кăçалхи тупăшăва сакăр пике хутшăннă. Вĕсене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков, “Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕн” Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Д. Посадский, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р.Николаева саламланă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш ен историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнланă. Пикесен ăсталăхне пилĕк çынран тăракан жюри хак панă. Çивĕч тупăшура “Трак ен пики ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 534 | Хăçан хушнă: 08.03.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Трак енĕн тĕп Культура çуртĕнче 2016 çулхи литературăри, искусствăри тата культурăри сумлă та пархатарлă ĕçсемшĕн Нестер Янкас ячĕллĕ Премине илме тăратнă лауреатсен чыславĕ пулчĕ. Чыслав каçне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ертÿçи Иван Прокопьев-Чураль, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ уçрĕ. Вăл каланă тăрăх, çак пĕрлĕх 1989 çултанпа ĕçлет, кун евĕр чыслав 25 хут иртет, çав вăхăтра кăçалхипе пурĕ 85 уйрăм çын тата пултарулăх ушкăнĕ лауреат ятне илме тивĕç пулнă.

Лауреатсене преми парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Виталий Михайлов, Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Нест ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 381 | Хăçан хушнă: 05.03.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 11 12 13 14 15 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024