Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Республика кунне юлашки вунă-вун пилĕк çул хушшинче яллă вырăнта та ирттерсе пычĕç. Çапла тунин усси куç умĕнчех - уява йышăннă район центрĕсем пур енĕпе те хăтлăланчĕç: урамсем, çуртсем хитреленчĕç, çĕнĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç. Çитес çул Республика кунне Шупашкарпа пĕрле Красноармейски районĕ те йышăнĕ. Мĕнле паллă тăвĕç-ха ăна Трак тăрăхĕнче, мĕнпе асра юлĕ вăл? Çакăн пирки Красноармейски райадминистрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕпе Рена Осиповăпа калаçрăмăр. Рена Михайловнăран çакна пĕлтĕмĕр: «Эпир, Трак енчисем, пысăк мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттересшĕн, çапла пултăр тесе тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртрăмăр. Паллах, вĕсене чăна çавăрма укçа-тенкĕ кирлĕ, - терĕ вăл. - Çапах çак ĕçсене тăвассине шантарса калатăп: Республика кунĕнче Именкассинче ФАП уçăпăр, районти тĕп культура çуртне тĕпрен юсăпăр, салари çулсене йĕркене кĕртĕпĕр, çуртсен, учрежденисемпе организацисен таврашне тирпейлĕпĕр тата Филипп Лукин композит ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 295 | Хăçан хушнă: 05.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен улттăмĕш созыври Пухăвĕн черетсĕр çирĕм иккĕмĕш ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем И. Николаевпа В. Селиванов, район прокурорĕ Н. Муллин, ĕç тăвакан влаçăн территори, федераци тата республика ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Трак енри вĕренỹ учрежденийĕсен директорĕсем хутшăнчĕç. Ларура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç. Унта тĕп ыйту — район администрацийĕн пуçлăхĕн С. Молотковăн заявленине пăхса тухасси пулчĕ. Сергей Львович хăйĕн полномочийĕсене срок çитиччен татма пулнă. С. Молотков кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен хăйĕн полномочийĕсене срок çитиччен татма пулса заявлени çырнă. Вăл депутатсем умĕнче сăмах илсе, районшăн хăйпе пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçленисене чĕререн тав турĕ. Нумай ĕç тунă, анчах та пурнăçламалли ĕçсем татах та чылай. Çитес тапхăрта район умĕнче питех те пысăк тĕллевсем тăнине — çитес çулхи пуш уйăхĕнче Раççей Президенчĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 351 | Хăçан хушнă: 02.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Паян "Раççей чăваш пики" конкурса хутшăнакан пикесем Шупашкара çитрĕç. Пурĕ 22 чăваш хĕрĕ çак сумлă конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Иркутск, Тюмень, Самара, Пушкăртстан, Тутарстан, Питĕр, Чулхула тата ытти тăрăхсенчен килнĕскерсем паян хатĕрленÿ тапхăрне пуçларĕç. Вĕсемпе паллă балетмейстерсем, юрăçсем ĕçлеççĕ. Каç еннелле Раççейĕн тĕрлĕ тăрăхĕсене тата Чăваш Ен районĕсене конкурсра тивĕçлĕ кăтартас кăмăллăскерсем "Паха тĕрĕ" фирмăра экскурсире пулчĕç. Вĕсем тĕрĕ музейĕпе тата фирма лавккипе паллашрĕç. "Паха тĕрĕ" предприятин ертÿçин çумĕ Маргарита Павлова хĕрсене чăваш тĕррин пуян историне каласа пачĕ, музей экспоначĕсемпе паллаштарчĕ. "Раççей чăваш пики" конкурса килнĕ пикесем кунта чун киленĕçĕ илчĕç. Уйрăмах качча каймалли пĕркенчĕк умĕнче вĕсем чылай çаврăнчĕç, кашнийĕ чăвашсен уйрăмлăхне кăтартакан пĕркенчĕке ур ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 468 | Хăçан хушнă: 30.11.2017 | Рейтинг: 2.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Паян "Ял пурнăçĕ" Красноармейски район хаçачĕн çĕнĕ редакторне Александр Иванов министр коллективпа паллаштарнă. Вăл - Марина Владимировна Евграфова (Гурьева). Çĕнĕ редактор хамăр районти Чатукасси ялĕнче çуралнă, Трак вăтам шкулĕнче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕн журналистика факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Юлашки вăхăтра район администрацийĕн информатизаци пайĕнче тĕп специалист-экспертра тимленĕ. Саламлатпăр!

Миçе хут пăхнă: 352 | Хăçан хушнă: 01.11.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Уставпа килĕшÿллĕн регионти тата вырăнти Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕсенчен квота тăрăх пурĕ 320 делегат суйланнă. Аслă Пухăва пурĕ 285 делегат тата 160 хăна килчĕç. Вĕсем пурĕ 30 регионтан пуçтарăнчĕç. Виçĕ делегаци ют çĕршывран килнĕ: Беларуç, Эстони тата Украина. Çавна май Аслă Пухура кворум çителĕклĕ пулчĕ.

Чăваш наци конгресĕн хальчен ирттернĕ Аслă Пухăвĕсене хутшăннине пăхсан - хальхи делегатсенчен 46,3 % хутшăннă, 53,7 -хутшăнман.

Мандат комиссийĕ конгреса малашнехи ĕçре çапла сĕнÿ парать: ЧНК Уставĕн 4.10.2. статйипе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче конгресăн регионти пĕр уйрăм кăна йĕркелесе ĕçлессине, чăвашсен ытти общество пĕрлешĕвĕсем çак регионти уйрăмăн тытăмне кĕмеллине шута хумалла.

Х Аслă Пуху çÿллĕ шайра иртрĕ. Кун пирки делегатсемпе хаклă хăнасем те каларĕç. Чăваш наци конгресĕн тăватă çулхи ĕçĕ-хĕлне Николай Уга ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 388 | Хăçан хушнă: 31.10.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çемьери килĕшÿпе çураçулăх сăлтавĕн вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан Красноармейски ялĕнче пурăнакан Мефодьевсем, пĕлсех тăратăп, иккĕшĕ те харăсах çапла хуравлĕччĕç — пĕр шухăш-ĕмĕтпе пурăнни, пĕр тĕллев патне туртăнни. Çакна вара телей формули тесех калас килет. Ахальтен мар çак арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне куçран пăхсах, сăмахсăрах ăнланаççĕ. Паллах, мăшăр пĕр сукмака нумай çул такăрлатни те çимĕçне кÿрет-ха. Çапах пĕр тĕллев икĕ чуна пĕр тĕвве хытăрах çыхăнтарма пулăшать. Светлана Матвеевнăпа Валерий Геннадьевичăн тĕллевĕ вара чăнласах пĕрре — тавралăха илемлĕрех, хăтлăрах тăвасси, кедр йывăçне Трак тăрăхĕнче кăна мар, республикипех анлăн ÿстересси, мĕншĕн тесессĕн унăн çимĕçĕ, Мефодьевсем çирĕплетнĕ тăрăх, кĕлеткене те, чуна та сиплет, ватăлма та памасть.

Çак истори вара нумай-нумай çул каяллах çырăнма пуçланă. Светлана 8 ачаллă çемьере кун çути курнă. Кĕçĕннине аслисем, паллах, ытларах юратнă, сĕнÿ-канашпа та п ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 434 | Хăçан хушнă: 30.10.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Мăн Çавал хĕрринче ларакан Çĕньял Упинчи Захаровсене ку тăрăхра чылайăшĕ пĕлет. Ку ахальтен мар. Питех те йышлă вĕсем - кĕреш юмана аса илтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Вăрçăччен çут тĕнчене килнĕ Захаровсем те тивĕçлĕ канура. Хăшĕ-пĕри алла туя тытма та ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕн Захаров- сенчен чылайăшĕ вара çĕршыв тăрăх саланнă. Кашниех хăй кăмăлланă ĕç тупнă, ваттисен ырă йăлине малалла тăсаççĕ. Вĕсен хушшинче кам кăна çук пулĕ? Эпĕ вулакана вĕсенчен пĕринпе - Алексей Васильевич Захаровпа паллаштарасшăн.

Вăл пур енлĕн аталанса çитĕннĕ. Спортпа туслă пулнă, уйрăмах кĕрешес енĕпе тата çăмăл атлетикăпа çитĕнÿсем тунă. Ачаранах ÿкерме кăмăлланă. Çак туртăм ăçтан пуçланнă-ха? «Пĕтĕмпех анне енчи тăвана - Леонид Гордеева пула. Вăл мана пуçласа ÿнер ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ», - аса илет иртнине ăста. Шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă Алексей Захаров. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ те « ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 435 | Хăçан хушнă: 14.10.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

ЧНК Красноармейскинчи уйрăмĕ 2013 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Çак уйрăм йĕркеленни Трак тăрăхĕнче пурăнакан çынсене чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ÿстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать. Çакна тĕпе хурса асăннă уйрăм тăваттăмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать.

Тĕслĕхрен, 2014 çулта Культура çулталăкне халалласа чылай сумлă та пархатарлă уявсем, конкурссем, фестивальсем иртрĕç. Вĕсенчен чи паллăраххи – «Халăх юрри – чун уççи» фольклор фестивалĕ.

«Халăх юрри – халăх чунĕ», – тенĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 450 | Хăçан хушнă: 04.10.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата общество аталанăвĕн пайне çĕнĕ çын ертсе пырĕ. Çак яваплă тивĕçе малашне Станислав Трофимов пурнăçлĕ. Çамрăксен унчченхи кураторĕ Эльдар Черкесов, ку должноçра чылай çул вăй хунăскер, халĕ Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлет. 25 çулти Станислав хастарлăхĕпе палăрса тăрать. Чăваш Енри çамрăксен правительствин тата Патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен палатин членĕ республикăри «Хастар çамрăксен союзĕ» общество организацине ертсе пырать. Трак ен каччи - Красноармейски ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ, «Единая Рос сия» партин регионти уйрăмĕн членĕ. Станислав Чăваш Енри «Çамрăк Гвардие» темиçе çул ертсе пынă. Вăл çулсеренех иртекен «МолГород» форумăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Пултаруллăскер 2010 çулта Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкарти филиалне юриспруденци енĕпе вĕренме кĕнĕ. 2-мĕш курсра чухнех вăл «ЭКА» вырăнти экологи ор ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 397 | Хăçан хушнă: 27.09.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Енти писательсен Союзĕн VII съезчĕ пулса иртнĕ. Унта 2012—2017 çулсенче правлени туса ирттернĕ ĕçсем çинчен унăн председателĕ — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши каласа панă, ыйтусем çине хуравланă. Ревизи комиссийĕн актне çирĕплетнĕ хыççăн çыравçăсем хăйсене канăç паман ыйтăвĕсене, шухăшĕсене уççăн пĕлтернĕ. Çав йышра тулай чăвашĕсем те чылайăн тухса калаçнă. Творчествăра уйрăмах ăнăçлă ỹсĕмсем тунă писательсене Эмине юрăç, Алексей Талвир писатель ячĕллĕ литература премийĕсем, Хисеп хучĕсем парса чысланă. Кун йĕркипе килĕшỹллĕн, съезд 17 çынтан писательсен Союзĕн çĕнĕ правленине суйланă. Союз ертỹçи пулма çитес пилĕк çуллăха Юхма Мишшинех шаннă. Съезд хăнисене Тутарстанри Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕн пултарулăх ушкăнĕ, Шупашкарти Клара Осокина йĕркеленĕ “Тарават” ансамбль чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă, Сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх съезд тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Чи пархатарлă тĕллевсенчен пĕри — ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 387 | Хăçан хушнă: 24.08.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк Ен ентешлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри композиторсемпе ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсемпе культура ӗҫченӗсем Николай Карлин композитора тата поэта асӑннӑ. «Ҫичӗ чӳрече», «Юр тӑкӑнать», «Хӗвелҫаврӑнӑш» тата ытти чылай авторӗ вӑл.

Асӑну каҫне хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Николай Карлинпа пӗрле ӗҫленӗ самантсене кӑмӑллӑн та ӑшшӑн аса илнӗ. Калӑпласа ҫитернӗ «Суйлса илнисем» юлашки кӗнекине пичетрен тухнине те курайман композитор. Кӗнекене юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем, юмах, легенда, баллада тата поэмӑсем кӗнӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ку кӗнекене пысӑка хурса хакланӑ.

«Николай Карлин — чӑн чӑн профессиллӗ композитор. Мӗн чухлӗ баллада ҫырнӑ вӑл. Ку пысӑк жанрлӑ произведени шутланать. Унӑн кашни юрри — шедевр, халӑх юрри пек пулса кайнӑ»,— тенӗ Юрий Кудаков композитор.

Миçе хут пăхнă: 454 | Хăçан хушнă: 31.07.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

« 1 2 ... 10 11 12 13 14 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024