Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Чăвашлăха, йăла-йĕркене, чăваш культурине упраса хăварма ялан тăрăшмалла пирĕн. Çакна пурнăçлама сахал мар ăс та кирлĕ. Калăпăр, пире атте-анне тăван чĕлхене вĕрентет. Анчах та тăван чĕлхе атте-анне çинче çеç тытăнса тăма пултараймасть тата вĕсем çинче тытăнса та тăраймĕ. Хальхи саманара пушшех те. Акă, эпир чăвашла калаçатпăр, вулатпăр, çыратпăр. Çак япала хăшне-пĕрне хăйне хăй пулса пырать пек туйăнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тĕнчере нимĕн те хăйне хăй, хăй еккипе пулса пымасть. Пурин те хăйĕн йĕрки пур. Эпир çакнашкал хамăр чĕлхепе усă курассишĕн нумай-нумай çын тар кăларса тăрăшнă. Атте-анне çеç мар! Вĕрентев-çĕсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, çыравçăсем, музыкçăсем... тăрăшнă. Пинĕ-пинĕпе! Çавсем чунне парса ĕçлемен пулсан, паян нимĕн те пулас çукчĕ. Аса илер-ха 1928 çулта çутта тухнă Н.И. Ашмарин профессор пухса хатĕрленĕ чăваш сăмахĕсен кĕнекине. 20 çул ытла хатĕрленĕ наука ĕçĕ — тĕрĕк чĕлхин чи чаплă хайлавĕ &mdas ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 374 | Хăçан хушнă: 05.06.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче иртнĕ «Улăп - 2018» викторина хуравĕсем:

Пĕтĕмлетÿ протоколĕ

  1. Геннадий Федорович Юмарт (Трофимов) 1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Кайри Карăк ялĕнче çуралнă. Юмарт псевдоним пĕлтерĕшĕ: кăмăллă, вашават, тарават, уçă, явăк, чеелĕхсĕр, ăшпиллĕ, чун-чĕреллĕ. Юмартăн ашшĕ колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Амăшĕ ахаль колхозница пулнă.  Çемьере виçĕ ача ÿснĕ: 2 хĕр те пĕр ывăл - Геннадий.
  2. «Эпĕ ачаранпах поэзипе кăсăкланма пуçланă. Мана хавхалантараканнисем иккĕмĕш сыпăкри пиччемсем – Виталипе Герман пулчĕç. Вĕсем кĕнеке вулама юрататчĕç, илемлĕ ÿкеретчĕç, сăвă çыратчĕç. Вĕсен витĕмĕпе эпĕ те сăвă çырма пуçларăм. Ас ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 353 | Хăçан хушнă: 18.05.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Геннадий Юмарт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май 2018 çулхи ака уйăхĕн 16-30-мĕшĕсенче ирттерекен «Улăп - 2018» викторина ыйтăвĕсем

1. Геннадий Юмарт ăçта тата хăçан çуралнă? Юмарт сăмах (псевдоним) мĕне пĕлтерет? 
2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă? 
3. Геннадий Юмарт хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? 
4. Юмарт псевдонимлă авторсем чăваш литературинче тата пур. Камсем вĕсем тата мĕн сăлтавпа пĕр пек хушăм ят илнĕ? 
5. Поэт хăш халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă? Унăн хăйĕн сăввисене хăш халăх чĕлхисене куçарнă? А.С. Пушкин сăввисене чăвашла куçарса мĕн ятлă кĕнеке кăларнă? Унăн «Шла синица в гости к птицам» кĕнеки Мускаври «Малыш» издательствăра миçе ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 362 | Хăçан хушнă: 15.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Красноармейскинче республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» тата «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» конкурссен районти тапхӑрӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Трак тӑрӑхӗнче «Ҫулталӑкри чи ӑста социаллӑ педагог» ята Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ Арина Михайлова тивӗҫнӗ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог педагог» ята ҫак шкултах ӗҫлекен Елена Константинова ҫӗнсе илнӗ. Класс ертӳҫисен йышӗнче Трак вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Валентина Лукинана ҫитекен пулман. «Пӗчӗк ҫӑлтӑр» ача пахчин воспитателӗ Галина Николаева «Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» пулса тӑнӑ.

«Чӑваш Енӗн чи лайӑх вӗрен ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 352 | Хăçан хушнă: 12.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Шупашкарти наци библиотекин лару залĕнче тăван тăрăхпа интересленекенсен çулталăкри пухăвĕ пулса иртрĕ. Ăна Наци библиотекин пай пуçлăхĕ Г.П. Соловьева йĕркелесе пычĕ. Пухура чи малтанах В.П. Станьял паллă доцент-ăсчаха сăмах пачĕç. Виталий Петрович Атăл тăрăхĕнчи чăвашсен краеведени юхăмне йĕркелекенĕ пулнă, республикăри таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхне чылай вăхăт ăнăçлă ертсе пычĕ. Вĕрентекенĕмĕр тăван тăрăха тĕпчекенсен XII съезчĕн программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен тата малалла мĕнле ĕçлемелли пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Таврапĕлỹçĕсен республикăри хальхи пуçлăхĕ С.Л. Сорокин, краеведсен, Наци библиотекин специалисчĕ Р.В. Степанова районсенчи библиотекарьсен пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлне тишкерчĕç. Тутарстанри таврапĕлỹçĕсен ертỹçине А.Н. Семенова, В.Н. Алмантай тата В.А. Милютин ăсчахсене авалхи йăла-йĕркепе юрă-ташăна сыхласа хăварасси, ăна паянхи пурнăçра малалла аталантарасси шухăшлаттарать. Мăн Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнчи этнопарк управçи В.Д. Эльмень хăйсем епле ĕçле ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 363 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ “Трак ен пики” конкурс иртнĕ. Кăçалхи тупăшăва сакăр пике хутшăннă. Тупăшăва хутшăннă пикесем малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан вĕсен Чăваш ен историне, культурине, йăли-йĕркине пĕлнине кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивнĕ. Хĕрсем нацин пĕр-пĕр апат-çимĕçне хатĕрлесе унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен те каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕсем чăваш наци тумне тăхăнса хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнланă. Пикесен ăсталăхне пилĕк çынран тăракан жюри хак панă. Çивĕч тупăшура “Трак ен пики-2018” ята Анна Игнатьева (Трак вăтам шкулĕ) çĕнсе илнĕ. “Вице-Трак ен пики-2017” — Ольга Илларионова (Красноармейски вăтам шкулĕ). Анна Еперина “Çепĕç пике” (Алманч вăтам шкулĕ), Екатерина Петрова “Ăс пике” (Карай шкулĕ), Анастасия Данилова «Хÿхĕм пике» Трак вăтам шкулĕ), Лиана Петрова “Кăмăллă пике” (Упи вăтам шкулĕ), ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 384 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” XX фестивалĕ иртрĕ. Хальхинче ăна хамăрăн мухтавлă та ят-сумлă ентеше — композитора, хор дирижерне, педагога, публициста, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР халăх артистне, Чăваш тата тăванла Дагестан АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çавалçырма ялĕнче çуралнă Филипп Миронович Лукина халалласа йĕркелерĕç. Сăмах май, кăçал чăваш музыкин “шур сухалĕ” çуралнăранпа 105 çул çитет. Çавăнпа та фестиваль пуçламăшĕнче унăн пĕр юрри янăрарĕ. Вăл “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” ятлă (сăвви — Юрий Сементерĕн), ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ мăнаçлăн шăрантарчĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров). Çак хорах Ю. Сементер сăввипе Н. Зимин кĕвĕленĕ “Вăййи селĕм пултăрччĕ” юрра та парнелерĕ. — Кăçал фестивале хутшăнакансемшĕн паллă çул ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 375 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăхне 13 ял кĕрет. «Вĕсенчен кашнинчех староста пур. Пĕри тепринчен маттур. Старостăсем пире халăхпа ĕçлеме кирлĕ», – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева. Паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ 13 ял тăрăхне çитсе унти çынсене çĕнĕлĕхсем, саккунри улшăнусем тата ытти пирки ăнлантарма ĕлкĕреймест. Ун пек чухне старостăсен пулăшăвĕ питех те вырăнлă. Пысăк пĕр-пĕр ĕçе пуçăнас тенĕ чухне пуçлăх вĕсене пухать те мĕн тумаллине ăнлантарать, халăх суйланăскерсем вара çынсемпе тĕл пулаççĕ, чылай саманта йĕркелеме пулăшаççĕ, çав шутрах - укçа пухассине те. «Старостăсем ялсенче тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Анаткас масарĕ çинче Мария Степанова староста тăрăшнипе сывпуллашу лаптăкĕпе ятарлă çурт турĕç. Паллах, ниме мелĕпе. Шыв башни тавра карта тытрĕç», - лару-тăрупа паллаштарчĕ Полина Ивановна. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх - вырăнти халăх вăйĕпе Анат Типçырма тата Кушкă ялĕсен хуш ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 327 | Хăçан хушнă: 11.04.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Миçе хут пăхнă: 361 | Хăçан хушнă: 28.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Çавна май районти Культура çуртĕнче халăх фольклор ку ансаблĕн пултарулăх каçĕ пулчĕ. ИСТОРИРЕН. Районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертỹçи И. Прокопьев аса илнĕ тăрăх, “Трак ен” ансамбль 1992 çулхи раштав уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Пуçаруçăсем райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева, чăваш чĕлхи учителĕсем Зинаидăпа Виталий Михайловсем, Ю. Миронов аккомпаниатор пулнă. Пĕрремĕш репетицине 20-е яхăн çын пуçтарăннă. Халĕ ку халăх фольклор ансамблĕн концерт программин репертуарĕнче хăна, туй, салтак, ларма юррисем тата ыттисем. 1999 çулта вăл районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă, 2001 çулта “халăх” ятне çĕнсе илнĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн, ЧНК-н тата ыттисен Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Халĕ ансамбле А. Никонорова ертсе пырать. Концертсене ку ушкăн тăтăшах хутшăнать, вăл çитмен ял районта юлман та пуль! “Трак ен ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 361 | Хăçан хушнă: 28.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Янкасçăсем иртсе пыракан 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Тĕп ыйтупа пĕрлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А.Прокопьев тухса калаçрĕ. Пĕрлĕхĕн пайташĕсенчен взнос укçине пуçтарас енĕпе тухса тăракан ыйтусемпе тата пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă укçа-тенкĕ тăкакĕсем çинчен пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, халăх академикĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ В.М.Михайлов каласа пачĕ. Вăлах район энциклопедине кăларас ĕç йывăррăн пынине пĕлтерчĕ. Серафимов В.З. музейçĕ район энциклопедине кăçал кăларсан питĕ вăхăтлă пулнине, район бюджетне çакăн валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварма кирлине палăртрĕ.

Кунсăр пуçне ларура районтан тухнă паллă ентешсен юбилейĕсем çинчен Гурьева С.А. вулавăшçă, Константинов В.З. таврапĕлÿçĕ чарăнса тăчĕç. Юбилейçĕсен ячĕпе «Нестер Янкас вулавĕсем» иккĕмĕш ăслăлăх конференцийĕпе таврапĕлÿçĕ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 316 | Хăçан хушнă: 06.12.2017 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 9 10 11 12 13 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024