Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Кăçал районти шкулсенчи 11-мĕш классенчен 115 яшпа хĕр вĕренсе тухать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, юн кун, вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче акă ку мероприятине халалланă уяв вĕренÿ учрежденийĕн çурчĕ умĕнчи лапамра театрализациленĕ мелпе иртрĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă май вĕренÿпе спортра тата общество ĕçĕнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав çĕклерĕç.
Выпускниксене Г. И. Юлмасова директор, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева, Красноармейскинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. П. Прохоров, "Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. С. Антонова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н. Г. Пантелеймонов саламларĕç, умри экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç.
Вальс ташланă хыççăн йĕс шăнкăрав сассипе вун пĕрмĕшсем юлашки урока ларчĕç.
Райцентрти пĕтĕмĕшле п ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 553 | Хăçан хушнă: 02.06.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăхĕн ĕç, наци тата культура йăли-йĕркине малалла çирĕплетсе пырас, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен çар мухтавне тата паттăрлăх историне илемлĕх хатĕрĕсемпе пропагандăлас, çамрăксене патриотла воспитани парас, тăван ене хисеплесе юратма вĕрентес тата сывă пурнăç йĕркине анлăрах сарас тĕллевпе кăçалхи июнĕн 4-мĕшĕнче, шăмат кун, Краноармейски ялĕнче, вăрман çывăхĕнчи "Факел” стадионта, йăлана кĕнĕ ĕç, юрă тата спорт уявне — "Ака туй-2011” — ирттереççĕ. 
Хальхинче ăна Раççей космонавтикин çулталăкне тата хамăр ентеш — Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев çуралнăранпа 100 çул çитнине халаллаççĕ. 
"Ака туй” ирттерме район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе йĕркелÿ комитетне туса хунă, унăн председателĕ — район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ — ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ И. В. Степанов.
Миçе хут пăхнă: 806 | Хăçан хушнă: 23.05.2011 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче пурăнакан ку çемьене чылайранпа пĕлетĕп. Кил хуçи — В. С. Сергеев — çак ялсемех. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 80 çул тултарчĕ Валериан Сергеевич. 
Хресчен çемйинчен тухнăскер, мĕн пĕчĕкрен ял çыннин йывăр ĕçне тутанса çитĕннĕ. Вăй питтисемпе танах хуçалăх уй-хирĕнче ир пуçласа каçчен пилĕкне авнă. 26 çулта чухне ыт ахальтен мар-тăр ял çыннисем В. Сергеева хăйсен бригадирĕ пулма шаннă. Çакăнта 37 çул вăй хуни хăех Валериан Сергеевич вĕсен шанăçне тăрăшуллă ĕçпе тÿрре кăларнине çирĕплетет. Ял хуçалăх производствинчи хастарлăхпа пысăк кăтартусемшĕн ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, "Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей медалĕпе наградăланă, "1978 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи”, "XI пилĕк çуллăх ударникĕ” паллăсемпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Районпа хуçалăх шайĕнчи грамотăсемпе парнесем те темĕн чухлех.
Унăн мăшăрĕ — Зинаида Егоровна — яманаксем. Валериан Сергеевичран ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 507 | Хăçан хушнă: 23.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ун вăхăтĕнче тăван тавралăха сыхлас, йывăçсем лартас, пушартан асăрханас, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелес тата ытти ыйтусене тишкерчĕç. Информаци кунне хутшăнма района Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килчĕ. 
Пирĕн ушкăн вара (унта РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçин çумĕ Г. Ф. Петрова, район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ А. А. Павлов тата ку йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Упи ял тăрăхне çитрĕ. Ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ А. А. Алексеева тата специалисчĕ И. И. Егорова тарават йышăнчĕç. Ираида Ивановна каланă тăрăх, кулленхи ĕçре ял-урама тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тĕпре тăраççĕ. Кашни эрне кунах ял çыннисем санитари кунне тухаççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса Упире, Тусайра, Пайсупинра тата Янмурçинра лартнă палăксене сăрланă, т ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 512 | Хăçан хушнă: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. А. Киселев ертсе пыракан ушкăн (унта "Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр" РПУ директорĕ А. П. Никитин, Красноармейски районĕнчи техникăпа инвентаризаци бюровĕн ертÿçи З. Г. Тарасова, ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн тĕп специалист эксперчĕ Н. И. Арсентьева тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Карай ял тăрăхĕнче пулчĕ. 
Карай тăрăхĕнче те çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов каланă тăрăх, çĕр пиçсе çитнĕ лаптăксенче çурхи культурăсем акассине вĕçленĕпе пĕрех. Иртнĕ çул карайсем пилĕк миллион тенкĕ тăракан хăватлă трактор туяннă. Вăл сменăра 45 - 50 гектар çĕр хатĕрлеме пултарать. "Хурçă ут" шăпах Карай ялĕ çывăхĕнче акма çĕр хатĕрлетчĕ. Халĕ кунта хĕрсех "иккĕмĕш çăкăр" лартаççĕ. Шăпах эпир хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнчи çĕр улми хранилищинче Çĕньял бригади валли вăрлăх хатĕрлекенсем патĕнче пултă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 509 | Хăçан хушнă: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ çумĕнчи психологи центрĕ Трак чăваш-нимĕç гимназинчи ресурс центрне çÿрекен ачасенчен профиль курсĕсенче вĕренни усă панипе паманни пирки ыйтса пĕлнĕ. Анкета ыйтăвĕсем çине 10-мĕш классенче вĕренекен 71 ача тата 11-мĕш класра вĕренекен 58 ача хуравланă. Хуравĕсем çапла пулса тухнă:

  1. Профиль класĕсенче вĕренни çителĕклĕ пĕлÿ парать-и? (Вĕренекенсенчен  82% парать тенĕ)
  2. Профиль класĕсенче вĕренмешкĕн çителĕклĕ условисем туса панă-и? (Вĕренекенсенчен    10% çителĕклĕ условисем туса панă тенĕ)  
  3. ППЭ (ЕГЭ) тытма пулăшаççĕ-и вĕсем? (Вĕренекенсенчен  49% ППЭ (ЕГЭ) тытма пулăшаççĕ тенĕ) 
  4. Тепĕр вĕренÿ çулĕнче те вĕренме кăмăл пур-и? (10-мĕш класра вĕренекенсенчен 45%  вĕренме кăмăл пур тенĕ, ) 
  5. Профиль класĕсенче вĕреннипе кăмăллă-и эсир? (  Вĕренекенсен 42% кунта вĕреннипе кăмăллă тенĕ)  

... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 483 | Хăçан хушнă: 20.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен ачасен "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн иккĕмĕш куçăм тапхăрĕ ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче муниципалитетăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ. Унта пĕрремĕш куçăмсăр тапхăрта çĕнтернĕ 68 вĕренекен хутшăнмаллаччĕ. Шел пулин те, вĕсенчен 21 вĕренекен çеç иккĕмĕш тура килме май тупнă. Вĕрентекенсемпе вĕрентÿ органĕсен яваплă çыннисем тăрăшнă пулсан майне тупма пулатчĕ пуль-ха... Çапах та Районсем хушшинчи V "Çамрăк ăсчах" инçет вăйă конкурс ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Финала 5 район ачисем (Красноармейски, Элĕк, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Комсомольски) хутшăнма пултарчĕç. Вĕрентекенсене тавах уншăн. Тăкаклă инçе çула илсе тухса ачасен пĕлĕвне тĕрĕслес тата аталантарас текен вĕрентекенсем вĕсем. Çĕнтерÿçĕ паллă. Вăл - Красноармейски районĕнчи Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче 10 класра вĕренекен Марк ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 558 | Хăçан хушнă: 05.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Красноармейскинчи Халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи "Юхăм" драма коллективĕ куракансем умне çĕнĕ премьерăпа тухрĕ. Артистсем Анатолий Чебанов çырнă икĕ пайлă "Тарçă" камите лартса пачĕç.
Камит сюжечĕ паянхи пурнăçпа тачă çыхăннă. Ĕçсĕр тăрса юлнă арçыннăн арăмĕ чикансемпе явăçса килтен тухса каять. Унăн ирĕксĕрех ĕç шырама тивет. Пĕр пуян çемьене тарçă кирлĕ иккен. Анчах та хĕрарăм-тарçă кирлĕрех иккен вĕсене. Çавăнта вырнаçать те арçын ĕçлеме. Хĕрарăм тумне тăхăнса ĕçлет вăл унта. Тем тĕрлĕ мыскара курса пĕтет вара.
Кулăшла самантсем чылай камитре. Юрă-кĕвĕ те сахал мар. Курма-пăхма  аван.
Кун пек япала çитменлĕхсĕр пулмасть ĕнтĕ. Артистсем хăйсен сăмахĕсене манса кайни, кирлĕ мар çĕрте ытлашши пауза туни, музыка ăнăçлах марри - камит хаклавне кăшт ÿкерет. Çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, премьера ăнăçлă пулса тухнă.
К.И.Васильева режиссер-пост ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 910 | Хăçан хушнă: 03.05.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Упири кану центрĕнче Раççей парламентаризмне йĕркеленĕренпе 105 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. Çавна май Мăн Çавал шыв тăрăхне Мускав хăнисем — Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, парламентри "Справедливая Россия” фракци депутачĕсем А. Г. Аксаков, Думăн бюджет комитечĕн членĕ В. А. Лекарева, парламентăн обществăлла пĕрлешÿсен комитечĕн председателĕн çумĕ А. В. Кузьмина тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ И. Ю. Моляков килчĕç. 
Мускавран килнĕ хăнасем малтанах Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн историпе краеведени музейĕнче пулса курчĕç. Кунта курмалли, пĕлмелли питĕ чылай. Ленин орденне тивĕçнĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă К. И. Горинана уйрăм вырăн уйăрнă. Чăваш Енĕн Министрсен Канашĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, республикăн, РСФСРăн Аслă Канашĕн тĕрлĕ созывĕсен депутачĕ пулнă, каярах Раççей парламенчĕн пĕтĕмĕшле пайне ертсе пынă Л. П. Прокопьев пирки те материал чылай. Тĕрлĕ çулсенче Упи енчен Чăваш ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 851 | Хăçан хушнă: 30.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Акан 22-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăваш пики» ăмăрту иртнĕ — кăçал вăл ята Локтева Виктория тивĕçнĕ. «Вице-чăваш пики» ят вара Лариса Цветковăна, Муркаш районĕн пикине лекнĕ.
Ытти пикесем те пĕчĕк çĕнтерӳсемсĕр кайман. Титулсем кăçал чăн та нумай пулнă. Кашни спонсор хăйне килĕшнĕ пикене суйланă тесен те йăнăш пулмĕ.
● Куракансем кăмăлланă пике — Алена Кузьмина (Шăмăршă районĕ);
● Хӳхĕм пике — Ольга Митрофанова (Патăрьел районĕ);
● Çепĕç пике — Татьяна Тябукова (Елчĕк районĕ);
Ăс пике Мария Степанова (Красноармейски районĕ);
... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 659 | Хăçан хушнă: 30.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекен ертсе пынипе Шупашкарта Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче пулса курчĕç. Унта музейри экскурсовод ертсе пынипе чăваш ÿнерçĕ классикĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Уйрăмах вĕсене А.Кокель, М.Спиридонов, Н.Сверчков, Н.Овчинников ĕçĕсем килĕшрĕç. Кунсăр пуçне Валерий Бобков художникăн Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă инкек çинчен ÿкернĕ сăрăллă сăнĕсемпе паллашрĕç. 
Ачасене кÿршĕллĕ Тутарстан маçтăрĕн Александр Ивановăн чеканка мелĕпе тунă ÿкерчĕкĕсем те тĕлĕнтерчĕç.
Шкул ачисем Шупашкарти канăва аван ирттерчĕç. Вĕсем "Макдональдс" кафене кĕрсе апатланма та пултарчĕç.
Миçе хут пăхнă: 888 | Хăçан хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 37 38 39 40 41 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024