Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Трак енти Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхин вунă кунлăхне хутшăннă май В.М.Михайлов вĕрентекенпе пĕрле Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче пулса курчĕç. Вĕсем ăста артист, поэт тата драматург, хăйсен ентешĕ Александр Пăртта çырнă пьеса тăрăх çырнă «Укçа чул кастарать» спектакль премьери пăхрĕç. 
Пьеса авторĕ паянхи кун кăларса тăратнă «ашшĕ-амăшĕ тата ачисем» ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ. Аякра та мар пурăнакан ачисем вунă çул хушши пĕччен пурăнакан амăшне килсе курмаççĕ, пулăшмаççĕ. Укçа кирли çеç вĕсене ватă амăшĕ патне килме хистет. Шел пулин те, тăван ачисене укçа çеç кирли , вĕсем уншăн çапăçса кайни амăшне питĕ кÿрентерет, ăна вилĕм çапса хуçать.
Пьесăра кулăшла самантсем те чылай. Пьесăна лартакансем çынсен çитменлĕхĕсене кулăш , сарказм тата гротеск мелĕпе уçса пама тăрăшнă. Çаванпа спе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 569 | Хăçан хушнă: 24.04.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Трак енри шкулсенче чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕ пуçланчĕ. Акă, Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче те администраципе творчествăлла ĕçлекен вĕрентекенсен ушкăнĕн пĕрлехи ларăвĕнче чăваш чĕлхи вунă кунлăхĕн ĕç планне çирĕплетрĕç. Унта И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекене халалласа уроксем иртĕç. Класс тулашĕнче вара «Юхма Мишши çыравçăн нумай енлĕ таланчĕ» рефератсен конкурсĕ, «Юхма Мишши – чăвашсен паллă çыравçи» электронлă хаçатсен конкурсĕ, Яков Ухсай поэзине юратакансен «Акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе…» илемлĕ вулав ăмăртăвĕ, сăвă çыракансен «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» литература конкурсĕ, Трак тăрăхĕнче çуралнă Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев çуралнăранпа 100 çитнине халалланă «Мăн Шетмĕ паттăрĕ» викторина  пулĕ. Шкул вулавăшĕнче вара ачасем И.Я.Яковлев, Я.Г.Ухсай тата М.И.Ильин (Юхма Мишши) хайлавĕсемпе паллашĕç.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта Республикăмăрти районсем хушшинчи ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 903 | Хăçан хушнă: 21.04.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Апрелĕн 18-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ ирхи канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕпе, ял хуçалăх, экономика тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн управленийĕн çĕнĕ ертÿçипе паллаштарчĕ. Вăл — Иван Васильевич СТЕПАНОВ. Унччен предпринимательте ĕçленĕ.
Миçе хут пăхнă: 468 | Хăçан хушнă: 19.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Республикăри районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах - 2011" вăйă конкурсăн пĕрремĕш куçăмсăр турĕ вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски районĕнчи вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх ушкăнĕ йышăннипе ирттернĕ. Ушкăн ертÿçи - З.П.Михайлова. Вăйă конкурс авторĕ тата ăна пуçарса йĕркелесе пыраканĕ - В.М. Михайлов. Конкурс ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пычĕ. Унта хутшăнакансен "Çамрăк ăсчах" вăйă конкурс сайтĕнче 35 ыйтуран тăракан тест ыйтăвĕсем çине онлайн (тÿрĕ çыхăнура) хуравламаллаччĕ. Сайта пурĕ 382 ача кĕрсе ĕçе пурнăçлама çырăннă. Вĕсенчен 262-шĕ тест ыйтăвĕсене хуравланă. Тулли хурав памашкăн 230 ача çеç пултарнă. Вĕсенчен вăйă конкурсăн куçăм (иккĕмĕш) турне хутшăнма 68 ача ирĕк çĕнсе илнĕ. Вĕсен ятлăхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уçласа илме пулать.

Районсем тăрăх кам мĕнле хутшăннине шута илес пулсан, вĕрентекенсемпе ачасен хастарлăхĕ çапларах курăнать: Вăрмар ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 533 | Хăçан хушнă: 15.04.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Шупашкарта çĕнĕ урам - Филипп Лукин ячĕлли - хушăннă. Вăл «Университет-2» микрорайонта Павлов мичман урамĕнчен Етĕрне çулĕ таран вырнаçнă. Çакнашкал хушăва Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Емельянов алă пуснă.
Филипп Миронович (1913-1995 çç.) - чăвашсен паллă композиторĕ, хор дирижерĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ. 1993 çулта ăна «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Филипп Лукин Красноармейски районĕнчи Çавалçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. 800 яхăн юрă авторĕ. Вăтăр çул Чăваш Ен Композиторĕсен союзне ертсе пынă.
Миçе хут пăхнă: 545 | Хăçан хушнă: 02.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
...Йышлăн вĕренетчĕç ĕлĕкрех шкулсенче: пĕр-пĕр класра çĕр ачана яхăн пулнăран — вĕсене виçĕ класс çине уйăрса пĕлÿ паратчĕç. Красноармейскинче ун чух пĕр вăтам шкул çеç пулнă. Астăватăп: 1961 çулта Çĕньял Упи ялĕнчен кунта хăюсăртарах вăрăм çамрăк сумка çакса килетчĕ. Тăватă çухрăма куллен такăрланă вĕт. 
Малтан вăл Янкасри 8 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Çапла тепĕр виçĕ çул район центрĕнче пĕлĕвне туптарĕ. Вĕсен класс ертÿçи Елена Николаевна Григорьева çамрăк педагогчĕ. Вăл халĕ те Красноармейски ялĕнче пурăнать. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” ята тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче пултаруллисен шутĕнче пулнă. Алла вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ 11-мĕш "а” класс ачисем пурте пĕрле комсомол путевкипе Çĕнĕ Шупашкарти хими комбинатне тунă çĕре хастаррăн тухса кайнине халĕ те манаймасть юратнă учительници. Ку ĕнтĕ 47 çул каялла пулнă-ха... Çав шутра Юра Романов та.
Тăван килтен аякка кайсан, чун-чĕрене кирек камăн та тунсăх пусать. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 539 | Хăçан хушнă: 01.04.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх 20 çул тултарнă ятпа, тĕп хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ кунти тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуракан ентешсемпе ветерансем, çавăн пекех районти ял тăрăхĕсен делегацийĕсем çĕршерĕн пухăнчĕç. 
Уява ентешлĕх ертÿçи А. Н. Львов уçрĕ, кĕскен правлени туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Сăмах май, Шупашкарти ентешлĕхсенчен — "Трак ен” чи малтан çĕнĕрен çĕкленнĕ. 80 çул ытла каялла ăна пирĕн кунта пурăннă ентешсем пуçарса янă пулнă.
Пухăннисене Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ăшшăн саламларĕ. Кирек мĕнле мероприятисем те унта ентешлĕх хастарĕсем хутшăнмасăр иртменнине палăртрĕ, малашне те çаплах пулассине шантарса ырă сунчĕ.
Ĕçтешĕсене саламлама кÿршĕллĕ районсен ентешлĕх ертÿçисем те килнĕ. Кашниех Трак ен çын ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 919 | Хăçан хушнă: 29.03.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Конкурс материалĕсен рецензенчĕ - Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Виноградов Ю.М. профессор.
Акă, 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах-2011" V инçет вăйă конкурс пуçланать. Вăйă конкурс йĕркине çакăнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3
Вăйă конкурс икĕ турпа иртет. Пĕрремĕш тур - куçăмсăр тур. Вăл инçет майпа "Çамрăк ăсчах-2011" вăйă конкурсăн сайчĕ урлă иртет, ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Иккĕмĕш тур - куçăм тур. Вăл ака уйăх ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 528 | Хăçан хушнă: 27.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Хисеплĕ ентешсем! Сире Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх хăйĕн 20 çулхи кун-çулне палăртма пухăнакан уяв каçне йыхравлать.
Уяв каçĕ Шупашкарти Ачасен тата çамрăксен пултарулăх керменĕнче (Президент бульварĕнчи 14-мĕш çуртра) пулать. 11 сехетре пуçланать.

Чăваш республикинчи "Трак ен" ентешлĕх обществăлла организацийĕ тата Красноармейски район администрацийĕ пĕлтерет.
Миçе хут пăхнă: 767 | Хăçан хушнă: 25.03.2011 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (4)

Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕ иртрĕ. 
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райцентрти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, райадминистраци пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç: 
1. Красноармейски районĕн 2011 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен. 
2. 2011 çулта Республика кунне Красноармейски районĕнче ирттерме ирĕк çĕнсе илмелли конкурса хутшăнассине ырласси çинчен. 
3. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн 2011 çул валли ĕçсен планĕ çинчен. 
4. 2011 çулта районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă планне (программине) улшăнусем кĕртесси çинчен. 
5. Район администрацийĕн административлă комиссийĕн йышне çирĕплетесси çинчен. 
6. Муниципаллă служащисене, вĕсем вырăнти влаçăн (вырăнти хăй ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 520 | Хăçан хушнă: 12.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 11-мĕш числинче Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Юрий Скворцов пултарулăхĕ тавра" конференци иртрĕ.  Хăнасене вĕренекенсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Конференцие Красноармейски районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури предметне вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç. Çавăн пекех хăнара Илья Николаевич Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Чăваш филологипе культура факультечĕн ăслăлăх ĕçченĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем ку шкулпа ĕçлĕ килĕшÿ тунă. Çавна пула кунта прфессорсемпе ăслăлăх ĕçченĕсем час-часах пулаççĕ. Конференцие аслă категориллĕ вĕрентекен Васильева Вера Вениаминовна йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах сăмах Красноармейски районĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Васильев Юрий Алексеевич илчĕ. Килнĕ хăнасене программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме ырлăх сунчĕ. Учительсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Ун хыççăн филологи ăслăлăхĕн тухтăрĕ, профессорĕ,  И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕ кафедрин пуçлăх ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 1000 | Хăçан хушнă: 11.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 38 39 40 41 42 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024