Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă çамрăксене палăртас, чăваш халăхĕн ырă-йăли йĕркине упраса хăварас, çамрăксен социаллă активлăхне ÿстерес тĕллевпе Трак енре Красноармейскинчи Халăх пултарулăх çурчĕн сцени синче "Чăваш пики - 2011" конкурс иртрĕ. Чи илемлĕ те сапăр пике ятне çĕнсе илес тесе 8 хĕр упраç тупăшрĕ. 
Конкурс пилĕк енлĕ тупăшура иртрĕ. 
Пĕрремĕш тупăшу - "Паллашу" дефиле. Кунта хĕр упраçсем каçхи платье тăхăнса хăйсемпе паллаштарчĕç. Жюри членĕсем хĕр пикесем культура этикечĕпе епле усă курма пĕлнине сăнарĕç.
Иккĕмĕш тупăшу - "Интеллект конкурсĕ". Кунта хĕрсем чăваш халăх йăли-йĕркине епле тарăн пĕлнине кăтартрĕç. Жюри членĕсем ертсе пыракан панă ыйтусем çине хĕрсем тулли хурав панине шута илчĕç.
Виççĕмĕш конкурс - пултарулăх конкур ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 769 | Хăçан хушнă: 11.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи иккĕмĕш номерлĕ шкулта "Чăваш пики - 2011" конкурсăн пĕрремĕш турĕ иртрĕ. Унта кашни 9-11 класран пĕрер хĕр упраç хутшăнчĕ. Жюри членĕсем чи маттур та ăслă, хитре те капăр, ăста та вăр-вар чăваш пикине суйларĕç. 
Хĕр упраçсем тăван чĕлхене, халăхăн историйĕпе йăли-йĕркине, культурине аван пĕлессипе тупăшрĕç. Тата вĕсем юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. 
Конкурс вĕçĕнче хĕрсем наци апат-çимĕçне хатĕрлес енĕпе кулинари ăсталăхне кăтартрĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çакă паллă пулчĕ: 9 "б" класра вĕренекен Анастасия Никифорова "Чăн-чăн пике артистка" номинацире, 10 "б" класра вĕренекен Татьяна Петрова "Чи сăпайлă пике" номинацире, 11 "а" класра вĕренекен Алина Ефимова "Чи савăнăçлă пике" номинацире çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илчĕç. "Чăваш пики - 201 ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 903 | Хăçан хушнă: 04.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн ентеш — Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчи Танăш ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа нарăсăн 24-мĕшĕнче Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнче литературăпа музыка каçĕ иртрĕ.
Трак тăрăхĕ халăхăмăра сахал мар паллă çын парнелерĕ. Шетмĕпе Ункă юхан шывĕсем хушшинче вырнаçнă ялсенчен кăна Раççей халăх артисчĕ Филипп Лукин композитор, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров юрăç, чăваш халăх художникĕ Элли Юрьев, паллă художник Г. Николаев, чăваш халăх артистки Раиса Федорова, чăваш халăх ăсчахĕ Иван Патмар фольклорист тата ытти нумай чаплă çын. Чăваш халăх поэчĕн — Юрий Се ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 727 | Хăçан хушнă: 03.03.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районĕн Пикшикри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Чи малтанах ларăва пухăннисем асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Л.А.Тихоновăн уçă урокне итлерĕç. Урок теми: "Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, икĕ чĕлхе - икĕ ăс". Вĕрентекен ачасене тăванла тĕрĕк чĕлхисен - чăваш тата турккă чĕлхисен - танлаштаруллă грамматикипе паллаштарнă. Вĕренекенсем турккă чĕлхин алфавитне тишкерчĕç, унпа усă курса турккăлла вулама хăнăхрĕç. Турккă чĕлхи чăваш чĕлхине пит çывăх иккен. Ачасем турккă чĕлхине ятарласа вĕренме те кăмăллă пулмалла терĕç. Нумайăшĕ ăна Интернет урлă вĕренме шухăш тытрĕ.
- Урокра тăрăшса ĕçленĕшĕн сире пурне те манран парне - "пиллĕк", - терĕ учительница.
Урока сÿтсе явнă май итлекенсем вĕрентÿ процесĕ тухăçлă иртнине палăртрĕç. Кун евĕр уроксене Интернетпа онлайн урок парсан аван терĕç. Ыттисене вĕренмелли нумай ырă тĕслĕх пур кунта. Л.А ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 564 | Хăçан хушнă: 28.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Февралĕн 11-мĕшĕнче Красноармейскинче Чăваш Республикинчи районсен (хуласен) центрĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен палатин вырăна тухса ирттернĕ семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унăн теми — "Муниципаллă пĕрлешÿре пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарни — çынсене ĕçпе тивĕçтерме тата ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайне ÿстерме май туса пани. Яллă вырăнсенче пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарнă çĕрте ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ". Асăннă мероприятие йĕркелекенĕ — ЧР муниципаллă йĕркелÿсен канашĕ (ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев). 
Чи малтанах Трак ене килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров йышăннă, кĕскен районпа, паянхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Унтан семинар-канашлăва хутшăннисем район центрĕнче 2009 çулхи октябрьте уçăлнă бизнес-инкубатора çитсе курнă. Кунти тĕп залта вĕсене район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ А. Михайлова кĕтсе илнĕ. Ангелина Васильевна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене бизнес-инкубатор епле уçăлни (çакна валли рай ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 914 | Хăçан хушнă: 15.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Учитель, Вĕрентекен çулталăкĕ, вĕçленчĕ. Асăннă çулталăкра Трак енре педагогăн ĕç-хĕлне малалла тăсас, ят-сумне çĕклес тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса ирттернĕ. 
Çак тапхăрта 38 учительпе вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿçи çак тытăмри тĕрлĕ шайри парнесене тивĕçрĕç. "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа Еншик Чуллăри вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентекене Е. Вышинскаяна, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине, тăван енпе экономикăна вĕрентекене В. Михайлова, Упири ятарлă шкулти В. Григорьев физрука чысланă. Елизавета Марковна вĕрентÿ тытăмĕнче икĕ чĕлхепе ĕçлекен учительсем хушшинчи мастер классен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче лауреат пулса тăнă. Виталий Михайлович тата унăн мăшăрĕ Зинаида Петровна вара республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн 50 пин тенкĕлĕх премие илме тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех Виталий Михайлович республикăри инновациллĕ проектсен "Вĕрентÿ ĕçченĕсен информаципе коммуникаци технологийĕсен професси ăсталăхĕ" конкур ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 647 | Хăçан хушнă: 01.02.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Фоторепортаж
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче Юрий Сементер 70 çул тултарнă ятпа савăнăçлă литература каçĕ иртрĕ.
Мероприяти тĕлне «Чунра хĕмленнĕ йĕркесем» курав йĕркеленĕччĕ — унта поэтăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма май пурччĕ.
Литература каçне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин уçрĕ. Вăл сăмах каланă май Михаил Игнатьев янă салам çырăвне те вуласа пачĕ. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Александров Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Çавăн пекех сăмах калакансем шутĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ Ольга Скворцова, халăх сăвăçисем Валерий Туркай, Порфирий Афанасьев, профессиле çыракан çыравçăсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов, тата ыттисем пулчĕç.

Çăлкуç: ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 673 | Хăçан хушнă: 28.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Илья Романович Степанов композитор хайĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв каçĕ Кушкăри кану çуртĕнче иртрĕ
И.Р.Степанов ку таранччен пине яхăн юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен 800 ытла юррине пичетлесе кăларнă. Авторăн «Шетмĕ кĕввисем», «Ай, юрлар-и», «Икĕ Илле юррисем», «Тăванлăх юррисем» тата ытти юрă кĕнекисене музыка енĕпе ĕçлекен культура ĕçченĕсем питĕ аван пĕлеççĕ. Унăн хисеплĕ те чыслă ячĕсем те автора çÿле çĕклеççĕ. Вăл - Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн преми лауреачĕ. Унăн халăхра анлă сарăлнă «Шăнкăрав курăкĕ», «Çул юхать», «Пурăнатпăр пĕрре çĕр çинче» юррисене пĕлмен çын та çук пулĕ.
... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 561 | Хăçан хушнă: 26.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Карай шкулĕ 120 çул тултарнă ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă уявра ал ĕçĕсен куравĕнче Л. Ю. Платонова вĕтĕ шăрçапа (бисерпа) тĕрленĕ ÿкерчĕкĕсене нумай тăратнă. Ытармалла мар хитре! 
Любовь Юрьевна мăшăрĕпе Çырмапуç ялĕнче пурăнать, пĕрле виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Пур ĕçе те ĕлкĕрет Л. Платонова, спортпа та туслă, хăйĕн тĕп ĕçĕнче те ĕлкĕрет. Вăл ĕçĕнче те хисепре, мăшăрĕпе килти хушма хуçалăха та шăн-шăн тытса пыраççĕ. Чечексене юратать. Çăвĕпе пахчинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем илем кÿреççĕ. Вĕсем çемйипех обществăлла мероприятисене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул, ав, республикăри "Çулталăк çемйи" конкурсра "Пултаруллă çемье" номинацире диплом илме тивĕç пулнă.
Бисерпа çеç мар, чăваш тĕррисем те тĕрлеме юратать. Тĕрленĕ ал шăллисем, кавирсем илемлетеççĕ тăван килне. Хĕрĕсем те — Алисăпа Света — амăшĕнчен тĕслĕх илсе, чун-чĕререн парăнса, ал ĕçĕпе интересленеççĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса, юрат ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 543 | Хăçан хушнă: 25.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Раççей тата Чăваш пичечĕн ĕçченĕсен професси уявĕсем умĕн республикăри журналистсен çулленхи пултарулăх конкурсĕсен черетлĕ çĕнтерÿçисене палăртнă. 
Лауреатсем хушшинче пирĕн ентеш те пур. Акă 2010 çулшăн Н. В. Никольский ячĕллĕ премине пирĕн ентеше, "Хыпар” хаçатăн пай редакторне Роза Власована Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен представителĕсем çинчен çырнă публицистика ярăмĕшĕн панă. 
Чыс-сума тивĕçнĕ ятпа Роза Анатольевнана ăшшăн саламлатпăр, пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.
Миçе хут пăхнă: 610 | Хăçан хушнă: 25.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕнĕ çула çутă ĕмĕтсемпе кĕтсе илчĕ Пикшик шкулĕн туслă йышĕ. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ çулталăка "Тантăш” хаçатпа, "Тетте”, "Самант” журналсемпе пуçлама кăмăл турĕ. Çамрăк ăрăва, ача-пăчана кĕнекепе, хаçат-журналпа туслашма пулăшасси, ытларах вулама хăнăхтарасси пирки Раççей шайĕнче калаçнă чух вĕсем аякра юлма пултараççĕ-и? 
Пĕр вунă çул каяллах республикăри хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытнă Пикшиксен чун-чĕринче пултарулăх çăл куçĕ тапма пăрахман-ха. Унта çĕнĕ варкăш кĕртмеллине туйса илнĕ Людмила Анатольевна Тихонова вĕрентекен чи малтанах ачасене "Тантăшпа”, "Теттепе”, "Самантпа” туслашма хавхалантарнă. 
Кашни пĕлÿ çурчĕ – пĕр пысăк çемье, пĕр чăмăр. Çемйи çеç тĕрлĕрен: ăнланулăх, килĕшÿ хуçаланакан йышра пурне те лайăх, лăпкă, хăтлă. 
200 ытла ачана йышăнма пултаракан Пикшик шкулĕнче паян 100 ытла вĕренекен, вĕсен йышĕ ытти çĕрти пекех чакнă. Пĕчĕк шкулсене тытса тăма тăкаклă тесе пăшăрханакан пуçлăхсене çакă, тен, кăмăлсăрлантарать т ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 571 | Хăçан хушнă: 23.01.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 39 40 41 42 43 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024