Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Февралӗн 15-мӗшӗнче пнрӗн ҫарсене Афганистан Республикинчен илсе тухнӑранпа 21 ҫул ҫитрӗ. Воин-интернационалистсен Асӑну кунне Трак енре те пысӑк шайра паллӑ турӗҫ. Оборонӑллӑ-массӑллӑ тата спорт ӗҫӗсен уйӑхлӑхӗ пынӑ май ку тӗп мероприятисенчен пӗри пулчӗ пулас.

Халӑх пултарулӑхӗн районти ҫуртне уяв сӑнӗ ҫапнӑ: юрӑ-кӗвӗ янӑрать, сценӑна илемлетнӗ, аякранах "Аслӑ Ҫӗнтерӗве—65", "Красноармейски районне — 75" тесе ҫырнисем курӑнаҫҫӗ. Унтах пирӗн ҫарсем туллӑ-сӑртлӑ ҫёр-шывра пулнине аса илтерекен пысӑк ӳкерчёк: хӗрлӗ ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 732 | Хăçан хушнă: 19.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 62 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 2. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)< ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 786 | Хăçан хушнă: 17.02.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Ҫак юбилее халалласа Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче те тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ.

Акӑ, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче 6-б класра тӑван чӗлхе урокӗ "Юратнӑ Трак ен" темӑпа иртрӗ. 3. П. Михайлова вӗрентекен пире "Ӳс, сӗклен эс, хӑватлан" мультимедиллӗ презентаципе паллаштарчӗ. Ăна ҫак шкултах ӗҫлекен В. М. Михайлов хатӗрленӗ, район историне, вӗрентӳ, сывлӑха сыхлас, экономика, ял хуҫалӑхӗ, суту-илӳ, культура, ҫурт-йӗр тӑвас, транспорт, спорт ыйтӑвӗоэне тарӑннӑн çутатнӑ. Трак енӗн символики, Трак енӗн паллӑ ҫыннисем, Нестер Янкас обществин лауреачӗсем ҫинчен те пӗлмелли нумай пулчӗ.

Презентаци кӑтартнӑ вӑхӑтра Интернет урлӑ тÿрремӗн Красноармейски районӗн сайчӗпе те паллашрӑмӑр, кирлӗ информаци тупса вуларӑмӑр. Ҫак интереслӗ те усӑллӑ урок хыҫҫӑн вӗренекенсем килте Интернетпа район 75 ҫул тултарнине халалланӑ инҫет олимпиадӑн ыйтӑвӗсене хуравлама пултарчӗҫ. Ку олимпиадӑна та В ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 686 | Хăçан хушнă: 16.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăсăн 13-14-мĕшĕсенче Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2010" чупăвĕн районти  XXVIII тапхăрĕ иртрĕ. Пĕрремĕш кунне чупăва районти шкул ачисем тухрĕç. Пĕтĕмпе 300 яхăн çамрăк йĕлтĕрçĕ тухрĕ старта. Вырсарникун вара, нарăсăн 14-мĕшĕнче, тĕрлĕ дистанциллĕ старта районти 40 предприятипе организацирен 200 ытла йĕлтĕрçĕ тăчĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ - ертÿçĕсем, çав шутра ял тăрăхĕсен 4 пуçлăхĕ тата 7 шкул директорĕ. Чи пысăк ушкăнсем Упири ятарлă шкул коллективĕпе район администрацийĕн йышĕ пулчĕç. 

Спортсменсене спорт уявĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ  С. А. Николаев (сăмах май, Станислав Андреевич хăй те VIP-чупăва хутшăнчĕ), Чăваш Республикин Президенчĕн представителĕ А. Д. Грицай, Çеçмер ялĕнчен килнĕ спорт ветеранĕ П. А. Шумилов саламларĕç.

Малтанах старта хĕрсемпе каччăсем тухрĕç. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 609 | Хăçан хушнă: 15.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Правительство çуртĕнче иртнĕ ЧР Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекен канашăн ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: çын вилесси чакма, ача çураласси ÿсме тытăннă. Апла пулсан Чăваш Енре халăх йышĕ ÿсес шанчăк çирĕпленет. Ăна вара апат-çимĕç çултан-çул ытларах кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕсем продукци калăпăшне çулсерен ÿстерме, "АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлама, отрасле ăнăçлă аталантарма тăрăшаççĕ. Николай Федоров Президент та çирĕп ыйтать.

Сĕт рынокĕнче лару-тăру мĕнлерех-ха? "Агро-Инноваци” ХУП ыйтăва уçăмлатма семинар-канашлу ирттерчĕ. Рынок аналитикĕ Тамара Романова республикăра сĕт хакĕ юлашки 4 çулта епле "сиксе пынипе” паллаштарчĕ. 2006 çулхи утă уйăхĕнче вăл 5 тенкĕ те 6 пуса çеç юлнă. 2007 çулхи раштавра 12 тенкĕ те 85 пуса çити хăпарнă. Пĕлтĕр каллех анса ларнă. Юлашки уйăхран ÿсме тытăннă. Чи пысăк хак çак уйăхра пулмалла: 14 тенке çитмелле. Х ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 743 | Хăçан хушнă: 07.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăсăн 4-мĕшĕнче, республикăра черетлĕ «Чĕвĕлти чĕкеç» ăмăрту-вăйă иртрĕ. Кăçал ачасем хăйсен ăс çивĕчлĕхне 7-мĕш хут кăтартĕç ĕнтĕ. Конкурса йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕрентӳ Министерстви, «Хĕрарăмсем наукăра тата вĕрентӳре» регионсем хушшинчи обществăллă организацийĕн чăваш уйрăмĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ. Конкурсăн тĕллевĕ: ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хăнăхтарасси, вĕсен пуплев культурипе пултарулăх енне туртăнассине ӳстересси. 

Красноармейски районĕнчи шкул ачисем те ăна хастар хутшăнчĕç. Чи йышлăн хутшăннисем -  Красноармейски иккĕмĕш шкулпа Трак чăвашла нимĕçле гимнази вĕренекенĕсем. Уписемпе пикшиксем те хутшăнма кăмăл тунă. Шкул ачисен пурĕ 30 задани пурнăçлама тиврĕ — вĕсенче кашни чăваш чĕлхипе тата лингвистикăпа пухнă пĕлĕве кăтартмалла пулчĕ.  Пур ыйтăвăн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут панă.

Вăйă пĕтĕмлетĕвне классем тăрăх пăхса тухĕç. Çĕнтерӳçĕсене йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи кунĕнче Шупашкарта чыслĕç.

П ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 528 | Хăçан хушнă: 05.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче Раççейĕпех иртекен Вĕрентекен çулне чаплă-лару тăрура уçрĕç. Малтанах Трак тăрăхĕнчи мĕн пур шкулта вĕрентекенсем "Трак чăвашла-нимĕçле гимнази", "Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ" тата "Упи шкулĕ" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене пухăнса уçă уроксем, класс сехечĕсем, класс тулашĕнчи мероприятисем тата мастер-классем итлерĕç, çавра сĕтел хушшинчи калаçусемпе тренингсене хутшăнчĕç. Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн пысăк залĕнче  Вĕрент ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 682 | Хăçан хушнă: 02.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
ПОЛОЖЕНИЕ
об открытой дистанционной олимпиаде, посвященной 75-летию со дня образования Трак ен – Красноармейского района

1. Цели и задачи Олимпиады

- Повышение всеобщего интереса к изучению истории и культуры Трак ен – Красноармейского района;
- использование новых информационно-коммуникационных технологий;
- воспитание обучающихся школ района в духе любви к своему родному краю как к малой родине, к своим духовным и родственным корням.

Миçе хут пăхнă: 761 | Хăçан хушнă: 30.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикинчи учительсенчен Раççей Президенчĕн Грантне 2006-2009 çулсенче пурĕ 446 вĕрентекен тивĕçнĕ. Вĕсен нумай енлĕ пултарулăхĕн паха ĕç меслетлĕхне пухса Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви кĕнеке кăларнă. Унăн ум сăмахне Вĕрентÿ институчĕн ректорĕ В.Д.Данилов профессорпа С.В.Димитриева доцент çырса хатĕрленĕ. Кĕнекере 112 учителĕн ĕç опычĕ çинчен кĕскен каласа панă. Вĕсен шутĕнче - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова тата вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Н.В.Ефимова педагогсем. Зинаида Петровнăн ĕç меслетлĕхне уçса паракан статйи "Нарспи" поэмăна шкулта çĕнĕ технологисемпе усă курса вĕрентесси" ятлă, Наталья Васильевнăн - "Инновационные программы и технологии в работе классного руководителя". Кĕнеке 1000 экземплярпа тухнă. 
Миçе хут пăхнă: 548 | Хăçан хушнă: 29.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн территорийĕнчи граждансен ыйтăвĕсене татса парассишĕн тăрăшать. Ешкилт ялĕнче çĕнĕ урам куç умĕнчех ÿсет. Кунта çулсерен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ.

Хальлӗхе кунта электричество ҫук. Ҫавна шута илсе, геодезистсем электролини хывма топосъемка туса ирттерчӗҫ. Кун вапли 70 пин тенкӗ укçа тӑкакланӑ.
Миçе хут пăхнă: 674 | Хăçан хушнă: 22.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
О. ТИМОФЕЕВА.
районта ҫырав ирттерес ыйтусемпе ӗслекен уполномоченнӑй
Ҫырăва хатӗрленме пуҫланӑранпа ҫуртсем ҫине 4463 номер, 222 урам ячӗллӗ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫурт-йӗрсен списокӗсене ҫырса хатӗрлес тӗлӗшпе ял тӑрӑхӗсем 57538 тенкӗ уйӑрнӑ (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — 9038, Карай— 11000, Пикшик ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 705 | Хăçан хушнă: 22.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 50 51 52 53 54 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024