Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Пирĕн республикăра, çав шутра Трак тăрăхĕнче те И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне паллă туса чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулта та чăваш чĕлхи эрни ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ăна Чăваш патшалăх символики кунне, Чăваш Республикине туса хунăранпа 90 çул, Красноармейски (Трак ен)  йĕркеленнĕренпе 75 çул, Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ  тунăранпа 65 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.

Чăваш чĕлхи эрнинче И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалласа урок презентацисем иртрĕç. Кунсăр пуçне шкулта илемлĕ вулакансен конкурсне, сăвă çыракансен тупăшăвне, çемье гербне ÿкерес енĕпе ăста ачасен пултарулăх конкурсне, чăвашсен паллă поэтессипе Раиса Сарпипе тĕл пулу йĕркеленĕ.  

Эрне чăваш сăмахлăхне, юрри-ташшине тат ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 942 | Хăçан хушнă: 28.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче Чăваш халăх поэчĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Комсомол премийĕн лауреачĕн Юрий Семенович Сементерĕн «Ĕмĕрсем параççĕ алă» ятлă çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Унта чăваш филологийĕпе культура факультечĕн IV курс студенчĕсемпе преподавателĕсем те пулчĕç. Малтанах Юрий Сементер сăвă кĕнекине кăларма пулăшнăшăн Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, килнĕ хăнасене тав турĕ. Хăйĕн тăватйĕркелĕхĕсенче чăваш халăхĕн кун-çулне çутатма тăрăшнине палăртрĕ. Кĕнекене чăваш халăхĕн сумлă çыннисем хакларĕç. Университет студенчĕсем вара хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Галина Шадрина вара поэтăмăр сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕ, пухăннă халăха савăнтарчĕ. Уяв каçĕнче Сементер сăввисене вуланине илтме те май пулчĕ, пире вара, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсене, çав сăвăсене хамăр патра ăс пухнă, халĕ «Чăваш кĕнеки» центрăн сотрудникĕ пулса ĕçлекен Елена Толмасова ву ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 520 | Хăçан хушнă: 26.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. 
Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти мĕн пур шкулсенчи 9-10-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинче иртрĕ. Унта шкул шайĕнче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсем тăрăх панă кăсă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 557 | Хăçан хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Пирĕн халăх паянхи кунччен тăван чĕлхене‚ юрăсене‚ йăла-йĕркесене упраса хăварма пултарнă. Г. Н. Волков академик: "Чĕлхе вăл – культура. Чĕлхе пулăшнипе халăх пуянлăхĕ тăван культурăна куçать. Чăваш сăмахĕ – чун-чĕре пуянлăхĕ‚ кăмăл тĕнчин илемĕ”‚ – тенĕ.
Тăван чĕлхере пирĕн пуçламăшĕн пуçламăшĕ упранать. Анне – пĕрре‚ тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек‚ вăл – чĕре варринче. Анне мана пурнăç парнелерĕ пулсан‚ чĕлхе пĕлÿ тĕнчине çул уçрĕ.
И.Я. Яковлев просветителĕн "Вырăс чĕлхи тăван чĕлхе вырăнне мар‚ тăван чĕлхепе пĕрле”‚ " Икĕ чĕлхе – икĕ ăс” халалĕсем халăх каларăшне çаврăнчĕç. Чăннипе те‚ пĕр-пĕрин чĕлхине хисеплени халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет.
"Чăваш чĕлхи – халăх ăсĕ. Вăл аваллăхпа пĕлĕвĕн таса çăлкуçĕ. Тăван чĕлхепе пичетленнĕ Турă кĕнеки пур халăх çĕр çинчен çухалмасть”‚ – тенĕ хăй вĕренекенĕсене И. Я. Яковлев. Пирĕн чăвашла тĕн кĕнекисем пур. Ырă шухăшлă кĕнекесем тĕрĕслĕхе уйăр ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 882 | Хăçан хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ял хуçалăх çулĕн ăнăçлăхĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă ирттернинчен килет. Паянхи кун тĕлне "Красное Сормово", "Таябинка" пĕрлешÿсемпе "Нива" хуçалăх çур акине лайăхрах хатĕрленнĕ, "Новая сила" хуçалăхпа "Восток", "Прогресс", "Красноармейская МТС” пĕрлешÿсем — япăхрах.
Кăçал районĕпе 21705 гектар çинче ял хуçалăх культурисем акса-лартса çитĕнтермелле е ку лаптăк 2009 çулхинчен 12, 5 процент пысăкрах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çав лаптăкăн — 54, çĕр улмипе пахча çимĕç — 8, выльăх апачлĕх культурăсем 38 процент йышăнмалла.
Иртнĕ çул кĕр тыррисем 4597 гектар, е 2008 çулхинчен 75 процент ытларах, акса хăварнă. Анчах та пĕлтĕрхи декабрьти шартлама çанталăка пула вĕсен 20—26 проценчĕ, ытларах кĕрхи тулă, пĕтнĕ пулĕ тесе шутлаççĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме (запас пайсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени, вăрлăх тата ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма), ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 294 гектар çĕр унччен усăсăр выртнă, ăна к ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 636 | Хăçан хушнă: 18.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, юн кун, район администрацийĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр 40-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, кану центрĕсемпе çурчĕсен тата ялсенчи тĕслĕх библиотекăсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем Мускаври террактсем вăхăтĕнче вилнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç. Вĕсем малалла çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Район территорийĕнче терроризмран тата экстремизмран асăрханмалли мерăсем çинчен.
2. Район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен.
3. Районăн 2009 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетесси çинчен.
4. Районăн 2011—2012 çулсенчи экономикăпа социаллă аталану программине çирĕплетесси çинчен.
Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа ларура районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ П. Г. Андреев, Раççей ФМСĕн Чăва ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 479 | Хăçан хушнă: 13.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Районта иртнĕ çул инфекциллĕ тата паразитла чир-чĕр хуçаланнă 1815 тĕслĕхе регистрациленĕ. Е ку кăтарту 100 пин çын пуçне 11068, 4 пулнипе танлашать. Вăл 2008 çулхинчен 1, 8 процент чухлĕ чакнă.
Пĕлтĕр сывлăшран ерекен шатра чир-чĕрĕ ересси, 2008 çулхипе танлаштарсан, 2, 3 хутчен сахалланнă. Тата скарлатинăпа (сикекен йывăр чир) аптранă — 10, менингитпа чирленĕ 1 тĕслĕхе шута илнĕ. 2008 çулта çÿлерех асăннă чирсем хуçаланнине тупса палăртман пулсан, коклюш (хаяр ÿслĕк чирĕ) сарăлнă икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. 2009 çулта сывлăшран ерекен инфекциллĕ чирсене: дифтери, корь (хĕрлĕхен), краснуха (хĕрлĕ шатра), сарăлакан паротит ернĕ тĕслĕхсем пулман.
Пĕлтĕр грипп чирĕпе аптракансен шучĕ, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 1, 89 хут чакнă. Пыршă, дизентери, "А” вирус гепатичĕн чирĕсем хуçаланнă тĕслĕхсем вырăн тупман. Пыршăлăх чир-чĕрĕсемпе чирлекенсем иртнĕ çул, 2008 çулхипе танлаштарсан, 1, 59 хутчен сахалланнине ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 566 | Хăçан хушнă: 13.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Профсоюзсен районти координаци канашĕн председателĕ, вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Г. И. Николаева И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи студентсен профсоюз организацийĕн председателĕпе И. Н. Ядукинпа тата вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз рескомĕн председателĕпе З. Н. Степановапа пĕрле вĕрентÿре ĕçлекенсен Пĕтĕм Раççейри VI съездне хутшăннă.
"Мускавран тулли кăмăлпа таврăнтăм. Сăезда çĕр-шывăн пур регионĕнчен 400-е яхăн делегатпа хăна хутшăнчĕ. Эпир РФ вĕрентÿ тата ăслăлăх министрĕпе А. Фурсенкопа, хамăр профсоюзсен лидерĕсемпе, депутатсемпе тĕл пултăмăр. Сăезд тухăçлă иртрĕ: унта отчетпа суйлав кампанийĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, 2010—2015 çулсенчи аталану Программине тата вĕрентÿре ĕçлекенсен Пĕтĕм Раççейри профсоюзĕн Уставне çĕнĕ редакципе йышăнчĕç, ку организацин ертсе пыракан органĕсене суйларĕç”, — каласа парать Галина Ивановна.

Халĕ съезд делегачĕ районти шкулсенчи педагогсем хушшинче тăтăшах пулать, вĕрентÿре ĕçлек ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 512 | Хăçан хушнă: 13.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Шупашкарта Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ район шайĕнче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Çак фестивальте пирĕн районти шкул ачисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн вĕсем  тăватă конкурсран икĕ конкурсĕнче тупăшрĕç, малти вырăнсене тивĕç пулчĕç.
«Чăвашлăх тĕнчи: тĕпчев ĕçĕсен мультимедиллĕ презентацийĕ» конкурсра Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулĕнче 9-б класра вĕренекен Алексей Михайлов «К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарĕ» темăпа хатĕрленĕ ĕçне хÿтĕлесе 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Вырăс класĕнче чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури вĕренекен шкул ачисем хушшинче ирттернĕ «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсра вара Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн 9-меш класĕнче вĕренекен Иванова Наталия та 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Саламлатпăр! 
Миçе хут пăхнă: 723 | Хăçан хушнă: 13.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин шкул тулашĕнчи ĕçсен центрĕн "Эткер" автономиллĕ учрежденийĕнче "Симĕс планета" экологипе туризм форумĕн шкул ачисен конкурсĕ иртнĕ. Унта республикăри 17 районтан 685 ĕç тăратнă. Форум конкурсĕ 12 номинаципе иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хушшинче пирĕн район ачисем те пур.
Вĕсенчен пĕри - Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулĕнче 9-б класра вĕренекен Алексей Михайлов. Вăл иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Современные технологии на службе природы» номинацире экологи тата çут çанталăка упрас темăпа хатĕрленĕ сайтсен тата веб-страницăсен конкурсĕнче  çĕнтерме пултарчĕ. Пĕлтĕр "Вăрмана упрар" темăпа сайт хатĕрлесе Пĕтĕм тĕнчери "Симĕс планета - 2009" форум конкурсĕнче лауреат пулса тăчĕ, Мускава çак форумăн ларăвне кайса килчĕ. Кăçал вара "Çĕре упрар" темăпа сайт хатĕрлерĕ, республик ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 491 | Хăçан хушнă: 12.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Малтанах конференцие пухăннисем ял тӑрӑхӗнчи ал ӑстисемпе районти ача-лӑча тӗслӗх библиотекинчи кружоксене ҫÿрекенсен ӗҫӗсен тата районти тӗл библиотека ӗҫченӗсем юбилейсен ячӗпе йӗркеленӗ кӗнекесен выставкисемпе, ҫавӑн пекех вырӑнти юрӑҫсен, ку шутра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансен тата ветерансен хорӗн (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев) пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Шестаков пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл пирки туса панӑ отчета тимлӗн тӑнларӗҫ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе алӑ усса ларманран Владимир Константиновичӑн та каламалли темӗн чухлех тупӑнчӗ. Вӑл хӑйсен ӗҫне пур енлӗн сӑнласа пама ҫине тӑнине ун сӑмахӗнчи аяларах илсе кӑтартакан хӑш-пӗр цифрӑсемпе фактсем урлӑ вулакан патне ҫитерес тетӗп.

Яп тӑрӑхӗнчи пӗчӗк 79 предприятире 1060 ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫеҫ райцентрта "Лю ... Малалла вула »

Миçе хут пăхнă: 927 | Хăçан хушнă: 07.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

« 1 2 ... 48 49 50 51 52 ... 56 57 »
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024