![]() 16 марта родился Григорьев Анатолий Николаевич (16.03.1960).
Миçе хут пăхнă: 3 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче Рудникова Валентина педагог, поэтесса, композитор, юрăç, ÿнерçĕ, публицист, куçаруçă çуралнăранпа 85 çул çитнине чыслăн паллă турĕç. Вăл Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестиваль лауреачĕ, Аристарх Орлов-Шуçăм çуралнăранпа 100 çитнине халалласа ирттернĕ «Çĕр-шывăма савса юрлатăп» конкурс дипломанчĕ. Нумай енлĕ пултарулăхшăн Валентина Васильевна Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне тата «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне илме тивĕç пулнă. Унăн хисеплĕ ятне Красноармейски районĕн энциклопедине кĕртнĕ.
Миçе хут пăхнă: 3 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 0.0/0
| Комментарисем (0)
|
![]() Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче Иван Прокопьев-Чураль çыравçăн, журналистăн тата композиторăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Иван Афанасьевич Журналистсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Ҫавалпа Шетмӗ кӗввисем» фестивальсен лауреачӗ, нумай очерк, калав, сӑвӑ, юрӑ, брошюра тата кӗнекесен авторӗ. Чăваш тавра пĕлÿçисен пĕрлĕхĕн Милли ячĕллĕ дипломанчĕ. Чăваш наци академийĕн Аркадий Айдак ячĕллĕ медалĕпе, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе тата "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталанма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чысланă.
Миçе хут пăхнă: 4 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() 10 марта родился Галошев Владимир Петрович (10.03.1968). Журналист, художник, режиссер, художник-мультипликатор, член Союза чувашских художников (2008). Автор мультипликационных фильмов по чувашской мифологии и трех великих богатырей Трак ен - Бибарса, Уби батыра и Искея Пайдула. 58 лет со дня рождения.
Миçе хут пăхнă: 2 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Упи Кану çуртĕнче округри хуçалăх ертÿçисемпе активистсене пухса Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов муниципалитетӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулхи кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ тата 2026 çулхи ӗҫ-хӗл тӗллевӗсене палӑртрӗ. Анлӑ канашлӑва Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов хутшӑнчӗ.
Миçе хут пăхнă: 3 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 0.0/0
| Комментарисем (0)
|
![]() Трак ен пикисем - пурте маттурсем! Конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартнӑшӑн чунтанах тав тӑватпӑр вӗсене. Конкурса йӗркелекенсене те, Надежда Филипповӑпа Виталий Егоров ертсе пыракансене те, ырӑ кӑмӑллӑ спонсорсене те пысӑк-пысӑк тав!
Миçе хут пăхнă: 2 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 0.0/0
| Комментарисем (0)
|
![]() ҪЫРАВҪӐ МӖНШӖН АЛЛА КАЛЕМ ТЫТАТЬ? "Тăван Атăл" журналăн 2-мĕш номерне Иван Афанасьев-Чураль Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ертÿçин тата çыравçăн пултарулăхне халалланă. Кĕске биографине пичетленĕ тата интервью илнĕ. Кунсăр пуçне çыравçăн "Вăрăм ĕмĕрлĕ кумапай" калавне пичетленĕ.
Миçе хут пăхнă: 2 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Трак салинчи Тĕп вулавăшра черетлĕ "Янкас вулавĕсем" 10-мĕш ăслăлăхпа тавра пĕлÿ конференцийĕ иртрĕ. Ăна Нестер Янкас поэт çуралнăранпа 117 çул çитнине халалланă. Çирĕм тавра пĕлÿçĕ Трак енĕн паллă çыннисен пултарулăхĕпе пурнăç кун-çулне тишкерсе итлекенсене каласа пачĕ. Хамӑр тӑрӑхри мухтавлӑ ҫынсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлни, вӗсене асра тытни, хисеплесе сума суни - пархатарлӑ ӗҫ.
Миçе хут пăхнă: 2 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 0.0/0
| Комментарисем (0)
|
![]() Красноармейски муниципалитет округĕн Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн 2025 çулта литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнă Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсене чысланă. Вĕсем çаксем: "Трак ен" фольклор ушкăнĕн илемлĕх ертÿçи Никонорова Антонина Николаевна; Чăваш халăх художникĕ Николай Егоров, Красноармейски халăх хорĕн, "Трак ен" фольклор ушкăнĕн солисчĕ Анатолий Марков тата "Трак ен" фольклор ушкăнĕн солисчĕсем Альбина Дмитриевăпа Любовь Захарова. Преми спонсорĕсем: Красноармейски салин Тĕп вулавăшĕ (ертÿçи - Григорьева Н.Л.) тата "Трак ен" фольклор ушкăнĕн пултарулăх коллективĕ (ертÿçи - Никонорова А.Н., аккомпаниаторĕ - Никоноров Н.М.). Лауреатсем пултарулăх концерчĕ лартса панă. ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 3 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 0.0/0
| Комментарисем (0)
|
![]() В МБУК ЦБС "Центральная библиотека села Красноармейское" Красноармейского муниципального округа Чувашской Республики состоялось чествование Команды "Эншей" Янчёллинского ТО, занявшей 5-ое место во Межрегиональном конкурсе "Затерянный родник 2025" (г. Казань). Команда получила Диплом от организаторов за достойное место в конкурсе и денежный приз в сумме 30 000 рублей. Поздравляем энтузиастов деревни Яншихово-Чёллы в лице председателя Совета ветеранов Петровой Нины Фадеевны! Молодцы! Так держать!
Миçе хут пăхнă: 3 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|
![]() Нумаях пулмасть Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Иван Прокопьев - Чураль çыравçăн "Тăван Атăл" журналăн 2026 çулхи 1-мĕш номерĕнче "Салтак чĕри" повеçĕ пичетленни çинчен çырнăччĕ. Акă çыравçăн çĕнĕ кĕнеки - "Çĕнĕ вăхăт" типографинче "Хур кайăк çулĕ" историпе этика поэми пичетрен тухрĕ. Умсăмахне Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă. Кунта автор Трак тăрăхĕн ялĕсемпе паллă çыннисем çинчен сăвăласа каласа панă. Кĕнекене Трак ен тăрăхĕ 90 çул тултарнине халалланă. Хайлов тиражĕ - 100 экземпляр.
Миçе хут пăхнă: 3 |
Хăçан хушнă: 16.03.2026
| Рейтинг: 5.0/1
| Комментарисем (0)
|














Русская версия 







